Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул, тротуар е автостоянка?

03 февраля 2017 г.

ЮЛАШКИ вăхăтра çак ыйту çине хурав тупайманни мана питĕ пăшăрхантарать. 2016 çулта тахçантанпах кĕтнĕ тротуаршăн Шăмăршă халăхĕ питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Калаçу Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул енне каякан тратуар пирки пулĕ.

Чăнах та, çур çул каялла район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тăрăшнипе Ленин урамĕнче ачасемшĕн питĕ кирлĕ тротуар турĕç. Ун пирки хаçатра та пĕрре кăна мар мухтанса та, район пуçлăхĕ- сене тав туса çырнăччĕ. Ахалех пулчĕ-ши вара?

Халĕ çак тротуар тăрăх ачасем утнине кураймăн, мĕншĕн тесен кунта район больницине килекенсем тăрăшшĕпе çăмăл машинисене лартса тултараççĕ. Шкула каякан ача- пăча вара пăрланса ларнă çул тăрăх утать. Ăçтан утăн _ енчен енне машинсем лартса тухнă-çке.

Çак ỹкерчĕке курсан эпĕ чăтайманнипе тин кăна чарăнса ларнă машина хуçи патне пытăм та çапла каларăм:

 - Тăванăм, кунта машина лартмалли стоянка мар, ку - тротуар. Эсир вара ГИБДД сотрудникĕсем килсе штрафласа каясран та хăрамастăр-и? Унсăр пуçне, ачасем тротуар тăрăх мар, çул тăрăх утни те сире пĕрре те пăшăрхантармасть-и?

Хайхи водитель мана çапла хуравларĕ.

- Каçарăр, тархасшăн. Эпĕ сирĕн районта пĕрремĕш хут. Кунта тротуар пуррине асăр- хаймарăм, - терĕ те машинине хускатса тепĕр енне куçарса та лартрĕ.

Чăнахах та ку машинан номерĕ пирĕн республикăн мар, вăл кỹршĕллĕ Тутар Республикинчен пулчĕ пулас. Чăнахах та, пĕрре пăхсан тỹрех кунта тротур, çул е автостоянка пулнине асăрхама питĕ йывăр. Вăхăтра çула юртан тасатманнипе хăпарттарнă тротуар тата машина çулĕ пĕр тан пулса кайнă. Халĕ вара çуллахи вăхăт мар та, юрĕ те çусах тăрать. Апла пулсан ку тротуарăн ячĕ те "сезонный"? Е эпĕ йынăшатăп? 

Ачасемшĕн чунăм ыратать. Ирхине, паллах, пурте васкаççĕ: пĕрисем - шкула, теприсем - ĕçе... Вĕсенчен пĕрисем çăмăл машинсемпе, теприсем - çуран. Инкек-синкек кăна сиксе ан тухтăр.

Çак ỹкерчĕке Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ курман мар пуль, анчах çивĕч ыйтăва сирме пĕр утăм та тумасть, тем кĕтет тейĕн.

Юрать, ачасем çулталăк каялла çак çул тăрăхах утнă-ха, хăнăхнă тейĕн, анчах та çулĕ пăрлак. Конькипе ярăнма çăмăлрах та пуль.

 Тăванăмăрсем, тархасшăн район администрацийĕ тунă ырă ĕçсене сума сăвар, вĕсене пурне те пирĕн пурнăç шайĕ лайăхлантăр тесе тунă, эпир вара... Ачасем пирĕн пулас- лăх, апла пулсан вĕсемшĕн май килнĕ таран лайăх условисем йĕркелеме тăрăшмалла. Туса панă çăмăллăхсене упрама вĕренмелле. Тепĕр тесен, çуран çỹрекен ахаль çын та тротуар тăрăх хăрамасăрах утма пултарать, кунта вара...

 А.ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика