07 февраля 2017 г.
ĔмĔр тăрăшшĕ вĕрен тăрăшшĕ мар: йывăрлăхĕпе савăнăçĕ те, хуйхи-сухи те тем чухлех пулать кунçул сукмакĕпе утнă чух. Çак сукмак çине никам та чечеклĕ кавир саса хуман, ăнсăртран такăнса ỹкме те, йăнăш утăм тума та пулать. "Иртсе каян ĕмĕре чатăр карса чарма çук", - тенĕ ваттисем. Мĕн тăвăн: шыв анаталла юхать, çын ялан малалла талпăнать.
Шăмăршăра пурăнакан Петрпа Галина Емельяновсем кунçул сукмакĕпе алла-аллăн тытăнса утма пуçланăранпа 50 çул çитрĕ. Калама кăна вĕт: шухăшласа пăхсан çур ĕмĕр пĕрле!
Петр Кузьмич Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ. Пĕчĕклех çурма тăлăха тăрса юлнă: виçĕ пĕртăван - Михаил, Петр тата Кузьма Емельяновсем - Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлеме тухса кайнă. Михаилпа Петр тăван яла çĕнтерỹпе таврăннă пулсан, пĕчĕк Петĕрĕн ашшĕ вăрçă хирне выртса юлнă.
Аттесĕр ỹснĕ вăрçă ачисен нушаллă пурнăçĕ çинчен эпĕ темиçе те çырнă: вĕсене хỹтĕлекен те, арçын аллипе ачашлакан та, йывăрлăхра пулăшакан та пулман.
Хăшпĕр ачасем пек: "Акă, аттене каласа паратăп!" - тесе хăвна кỹрентерекене хăратма та май çук. Хăв çине шансасансăр пуçне йăваннă картана никам та çĕнетес çуккине, вăрмана кайса вутшанкă хатĕрлеме те санăнах каймаллине ăнланса ỹсмелле. "Ах, вăрçă ачисем, мĕн-ма сывлатăр ассăн? Аса илмешкен йывăр иртнине..." - тесе çырнăччĕ эпĕ тахçан.
Ялти шкул хыççăн Петя колхозра ĕçленĕ, унтан - мĕн ачаран тĕвĕленнĕ ĕмĕтне пурнăçлас тесе - шофера вĕренсе тухнă.
Çамрăк йĕкĕте салтака кайма та вăхăт çитет. 1959-1962 çулсенче Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче (ГСВГ) службăра тăрать. Танкист пулса Тăван çĕршывăн чиккине тăшманран хỹтĕлет.
- Атте вăрçăра Берлина çитеймесĕрех вилнĕ, эпĕ - унăн ывăлĕ - Германи çĕрĕ çинче салтак аттипе патваррăн утрăм, - аса илет паян Петр Кузьмич.
Салтакран таврăнсан Петр Емельянов Шăмăршăри тĕп больницăна ĕçлеме вырнаçать. Унтанпа 41 çул хушши васкавлă пулăшăвăн Пăчăрлă Пашьелĕн- чи тата Шăмăршăри уйрăмĕсенче водительте ĕçлет. Чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине асăнса кăларнă медалпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. Унăн "Ĕç ветеранĕ" медаль те пур.
Петр Кузьмичăн мăшăрĕ те - Кивĕ Чукал ялĕнче çуралса ỹснĕ Галина Алексеевна - тивĕçлĕ канăва кайичченех Шăмăршăри тĕп больницăн ача çураттаракан уйрăмĕнче тăрăшнă. Ăшă кăмăлĕшĕн, ĕçченлĕхĕпе тирпейлĕхĕшĕн ăна тăван коллектив питĕ хисепленĕ. Ача çуратма килнĕ хĕрарăмсем те Галина Алексеевнăна çав тери юратнă.
Петр Кузьмичпа Галина Алексеевна 1967 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче туй туса пĕрлешнĕ. Икĕ ача хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ. Вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентнĕ. Таня та, Валерий те çемьеллĕ. Кукашшĕпе кукамăшне, аслашшĕпе асламăшне виçĕ мăнукĕ савăнăç кỹрет.
Пурнăçра пĕр-пĕрне ăнланса, пĕрне-пĕри хисеплесе пурăнмалла, - терĕç мана Емельяновсем çемье телейĕ пирки ыйтсан. - Шỹтлесе те илмелле, анчах та пĕр-пĕрне кỹрентересрен асăрханмалла. Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтермелле, пĕр-пĕрин тăванĕсене çывăха хумалла.
Çак сăмахсем çумне урăх мĕн хушса калăн-ха? "Юрату юраттарать", - темеççĕ-и-ха халăхра?
50 çул юратса та килĕштерсе пурăннине халăхра "ылтăн" туй туса паллă тăваççĕ. Ылтăн вăл - чи хаклă металл, чи çывăх çынна та "ылтăнăм" тесе ачашлаççĕ. Емельяновсене çак чаплă юбилей ячĕпе саламланă май, çирĕп те илемлĕ юрату ячĕпе пуçăмра çак йĕркесем шăрçаланчĕç:
Аллă çул эсир пĕрле,
Юрату вăл _ ĕмĕре!
Чун юрлать, сире курса:
"Йỹçĕ!" _ тетĕп, кăшкăрса.
Ив.САЛАНДАЕВ.