10 февраля 2017 г.
ÇАК çемье кун-çулĕ çинчен чуна ыраттармасăр каласа пама май çук. Ытла та хурлăхлă килсе тухнă вĕт-ха шăпа тени - хуйхăпа асап ура çине пуссах тăнă. Çапах та этем тени пурăнмах тăрăшнă, мĕнле йывăр пулсан та ыран паянхинчен лайăхрах пуласса шанса вăрттăн-вăрттăн куççỹль юхтарнă....
1. ЯЛТИ ПĔРРЕМĔШ КОМСОМОЛКА
ОЛЬГА СЕВРЮГИНА Патирек ялĕнчи çамрăксенчен чăн малтан комсомола кĕнĕ. Ĕçчен те хитре хĕр килтен киле çỹресе ял çыннисене колхоза çырăнма ỹкĕтленĕ. - Улька, сан кăмăлна ытараймасăрах кĕретпĕр колхоза, - тенĕ хĕрарăмсем. Упăшкисене те вĕсем хăйсем майлă çавăрнă. Пĕр эрне хушшинче çитмĕл ытла çемье пĕрлешсе колхоз йĕркеленĕ. Улька, вулама- çырма вĕреннĕскер, счетовод ĕçне пултаруллă туса пынă. Юрă-ташăра та çав тери маттур пулнă вăл: пушă ларакан çуртра клуб уçса ял çамрăкĕсене илемлĕ пултарулăх ушкăнне пĕрлештернĕ. Концертсемпе спектакльсем лартнă, кỹршĕ ялсене те тухса çỹренĕ. Пĕве çитсен чипер хĕре Патăрьел тăрăхĕнчи Алманчă йĕкĕчĕ мăшăр тунă. Пурте телейлĕ çемье пулĕ тесе шутланă.
2. ВИНТОВКА ПРИКЛАЧĔШĔН - ВИЛĔМ АЛМАНЧĂ
ялĕнче Улька мăшăрĕпе икĕ ача çуратнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, кил хуçине фронта илеççĕ. Ржев хули патĕнчи хаяр çапăçу хыççăн пирĕн салтаксем вăрманта каннă. Пысăк кăвайт чĕртнĕ те, часовойсем тăратса, çывăрма выртнă. Инкеке, Улька упăшки винтовкине кăвайт çывăхнерех хунă пулнă. Вут хыпса илет те, пăшал приклачĕ çунса кĕлленет. Ун чухне - виçĕ-тăватă салтака та пĕр винтовка тивĕçмен йывăр вăхăтра - пăшала юрăхсăра кăларни пысăк преступлени шутланнă. Улька упăшкине те строй умĕнче персе вĕлернĕ. Кун çинчен унпа пĕрле пĕр взводра çапăçнă Алманчă çынни вăрçă хыççăн килне таврăнсан ял çыннисене каласа панă.
3. "ТĂШМАН" ÇЕМЙИНЕ - ÇĔПĔРЕ
НУМАЙ ТА вăхăт иртмест, пĕр каçхине Улькасен пỹрт пăлтăрĕн алăкне çине-çинех хытă шакаççĕ. - Кам унта? - чунĕ лайăх мара сиснипе хăра-хăра ыйтать çамрăк хĕрарăм. - Упăшка - вăрçăра, ачасем - çывăраççĕ... - Уç атя! - кăшкăраççĕ тултисем. - НКВДран килтĕмĕр! Алăка уçсанах пỹрте пиллĕкĕн кĕрсе тăраççĕ. Улька упăшки преступлени туни çинчен пĕлтереççĕ те, хăпăл- хапăл тумланма, ачисене те пĕрле илме хушаççĕ. Вара лаша çуни çине лартса Патăрьелне илсе каяççĕ. Милици уйрăмĕнче йĕре- йĕре çĕр каçнă хыççăн Улькана суд тăваççĕ, ачисемпе пĕрлех Çĕпĕрти колоние ăсатма йышăнаççĕ.
4. ХĂРУШĂ ЧИР
ÇĔПĔРТЕ Улька вăрман каснă çĕрте ĕçлет, ачисем те вăрманти баракра хĕсĕнсе пурăнаççĕ. Йывăр ĕçре нуша- лансан та апат çав тери начар пулнă, ачисем валли вара çăкăр пачах та уйăрса паман. "Пре- ступник ывăлĕсем çĕршыва кирлĕ мар", - çапла шутланă пулĕ колони пуçлăхĕсем. Выçă та вăйсăр çынсене часах хăрушă тиф чирĕ хирме пуçлать. Баракри хĕрарăмсемпе ача- сем пĕрин хыççăн тепри вилме тытăнаççĕ. Пĕрле пурăнакан нимĕç хĕрарăмĕ канаш панипе, Улька ачисене яхтă лăссипе сухăрне вĕретсе ĕçтерет. Кун пек те вилĕмрен çăлма йывăррине ăнланса, ачисене тăван ялне ăсатма шухăш тытать. Баракĕпех сухари типĕтсе хатĕ рлеççĕ. Вăрмантан тĕттĕмпе тухаççĕ те, чукун çул станцине çитсе Канаш еннелле каякан пуйăса ĕлкĕреççĕ. "Ан манăр: Канаш, Алманчă, Шăмăршă, Патирек! Çак сăмах- сене асра тытсан, сире ырă çынсем çитес çĕре çитме пулăшĕç", - çапла каласа йĕре-йĕре ăсатса янă улттăри Ваççапа виççĕри Туляна амăшĕ.
5. ÇУЛ ÇИНЧЕ
ХĂМАПА пĕрене тиенĕ тавар пуйăсĕ çухрăм хыççăн çухрăм хăварса малалла васканă. Кашни станцирех платформă- сене тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Çапла таркăн ачасене виçĕ хутчен тытса тĕрлĕ хулари ача çуртне вырнаçтараççĕ. Кашнинчех тарма май килет. "Ача çуртĕнче хытă хĕнетчĕç, - аса илет халĕ Василий Стихов. - Шăллăма хỹтĕ леме тăрăшаттăм, эпир яланах пĕрле пулнă. Ыттисенчен вăрттăн сухари типĕтсе хатĕ рлеттĕмĕр те, çĕрле тухса тараттăмăр. Станцие çитсен Канаш еннелле каякан пуйăса йăпшăнса кĕреттĕмĕр. Çапла пилĕк уйăх тертлене-тертлене чăваш çĕрĕ çине çитрĕмĕр".
6. ПĔЧĔК ЫЙТКАЛАКАНСЕМ
КАНАШРА ăçта каймалла-ха? Милиционерсем тытсан, каллех ача çуртне вырнаçтараççĕ вĕт. Ваççа - асли пулнă май - çакна лайăх ăнланнă. Шăллĕне алăран çавăтса çывăхри ялсенче ыйткаласа çỹренĕ. Ял халăхĕ хăй те выçă пулнă, апла пулин те пĕчĕк ыйткалакансене мăян пашалăвĕ те пулсан тыттарнă. Хушăран пиçнĕ çĕрулми те леккеленĕ. "Çĕпĕр çăкăрне çиеймерĕмĕр, чăваш мăянĕпе вилĕмрен хăтăлса юлтăмăр", - ассăн сывлса сăмахларĕ вăрçă ачи, иртнине аса илнĕ май. Пĕррехинче çĕтĕк-çурăк тумлă ыйткалакансене пĕр вырăс хĕрарăмĕ асăрхать. Тăлăхсене шеллесе килне илсе каять. Ача-пăчасăр иккен вăл, упăшки вăрçăра вилнĕ. Ваççапа Туляна мунчара çуса тасатать, мăшăрĕнчен юлнă кĕпе-йĕмрен тум çĕлесе тăхăнтартать. Кỹршĕри ватă старик иккĕшне те çăпата парнелесе савăнтарать. Кунти пурнăç лайăх пулсан та, амăшĕ Алманчăна е Патиреке кайма хушнине манман Ваççа. Ачасен шухăшне ырă кăмăллă хĕрарăм та хирĕçлемен, çула май каякан лавпа Патăрьелне лартса ярать. Ваççапа Туля Алманчă ялне те шыраса тупаççĕ. Анчах вĕсен çурчĕ хупăннă иккен, тăванĕсем те тăлăхсене хăйсен çемйисене йышăнма пултарай- ман. Вара ачасем каллех инçе çула тухаççĕ, хальхинче Канаш районĕнчи яла çуранах çитеççĕ.
7. АМĂШĔ АЧИСЕНЕ ШЫРАТЬ
ÇАК вăхăтра Улькан та колонире пурăнмалли срокĕ вĕçленет. Ачисен шăпи çинчен нимĕн те пĕлмест вăл, Канаша çитсен йĕпе-сапаллă çанталăка пăхмасăр Алманчăна васкать. Яла çитсен те савăнмалли çук: Ваççапа Туля ăçта кайнине никам та татса калаймасть. Пĕр карчăк çеç: "Ывăлу манран Канаша каймалли çул пирки ыйтрĕ", - тесе ăнлантарма пул- тарать. Тепĕр кун Улька Канаша çитет. Анчах ăçта шырамалла-ха ачасене? Милици уйрăмне кайма хăрать.Хăйне те, колонирен тин çеç таврăннăскере, çапкаланса çỹрет тесе çĕнĕрен хупса хума та пултарĕç. Телее, çывăхри ял çыннисем пĕчĕк ыйткалакансене астăваççĕ иккен. Вĕсене усрава илнĕ хĕрарăм ăçта пурăннине те пĕлтереççĕ. Улька утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса ял хĕрринчи уçрта шыраса тупать. Ывăлĕсем ăна: "Анне!" - тесе кăшкăрса, куççуль юхтарса кĕтсе илеççĕ. Улькапа ачисем ырă чунлă хĕрарăм патĕнче пурăнма тытăнаççĕ. Улька Канашри лакпа сăрă заводне ĕçлеме вырнаçать, д а урница пулса тăрать. Судпа айăпланни çеç ăна медальпе орден илме чăрмантарса тăнă. Мĕн тăвăн, вăрçă вăхăтĕнче çуннă пăшал приклачĕн кăварĕ ĕмĕр тăршшĕпех сỹнме пĕлмен çав...
8. "АННЕ ТЕ, ИККĔМĔШ АННЕ ТЕ МАНĂÇМАÇÇĔ..."
АЧАСЕМ Улькана "анне", хăйсене йышăннă вырăс хĕрарăмне "мама" тесе чĕн Шкул пĕтернĕ, профессипе техника училищинчен специальноç илсе тухнă. Çулсем шунă май çемьеллĕ, ача-пăчаллă пулнă. Ватăлса çитнĕ амăшĕпе "мамине" юлашки çула ăсатнă. Улькана 1979 çулта хăй çуралса ỹснĕ Патирек ялĕн масарне пытарнă. Василий Стихов тивĕçлĕ канура, Канашра пурăнать. Спорта юратать, çамрăкрах чух Шупашкара та, Ульяновска та велосипедпа çỹрени çинчен кула-кулах каласа парать. Патирек ялĕнче те пулсах тăрать, амăшĕн вилтăприне тирпейлĕ тытать. Шăллĕ - Анатолий - нумай çул хушши Мускаври пĕр заводра ĕçленĕ. Тăван çĕршыв хастар токаре орденпа тата медальсемпе наградăланă. Вăрçă ачи йывăр чирлесе темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă.
Ив. Саландаев.