10 февраля 2017 г.
ШĂМĂРШĂРИ «Магнит» лавккара – сĕт-турăх сутакан витрина умĕнче – ялтан килнĕ хам лайăх паллакан çамрăк хĕрарăма тĕл пултăм. Вăл та ман пекех тăпăрчă (творог) туянасшăн иккен.
- Хăвăр ĕне усрамастăр-и? - интересленсе ыйтрăм хĕрарăмран.
-Мĕн нушаланмалли - сĕт-çăва лавккаран туянма пулать вĕт! – кула-кула каларĕ ял çынни. – Тата халĕ ĕне модăра та мар, ялта ăна усракансем те питĕ сахал.
Хĕрарăм тăпăрчă туянчĕ те, эпĕ мĕн те пулин хирĕç каласса кĕтмесĕрех лавккаран тухса кайрĕ.
Килелле утнă май иртнĕ вăхăта, килĕрен ĕне усранă çулсене аса илтĕм. Пирĕншĕн – вăрçă ачисемшĕн - ĕне вилĕмрен çăлса хăварнă чи юратнă выльăх пулнă. Аннесем, мĕнле йывăр пулсан та, ĕне усрама тăрăшнă.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче те ĕне ялта чи хисеплĕ выльăх шутланнă. Ял кĕтĕвĕсенче çĕршер пуç ĕнеччĕ. Колхозсемпе совхозсенчи фермăсем пирки калама та кирлĕ мар: Карапай Шăмăршăна аппа патне хăнана кайсан 400 пуç шутласа кăларнăччĕ. Самана пăтрашăннă, халăхăн ĕçлес хастарлăхĕ чакнă тапхăрта колхозсемпе совхозсенчи фермăсем те пĕтсе ларчĕç. Халĕ çĕршыв ертỹçисем те, вырăнти пуçлăхсем те халăха çĕрпе туллин усă курма , выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама чĕнсе калаççĕ. Акă, хамăр район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов халăхпа ирттернĕ пĕр тĕлпулура çапла каларĕ: «Ял çыннисен килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама тăрăшмалла. Пирĕн районта кĕтỹ çỹретмелли вырăнсем нумай, утăлăх курăк акса тума çĕр те уйăрса паратпăр. Апла пулин те выльăх усрас текенсем сахалрах. Ку мана хытă пăшăрхантарать. Сĕт вăл куллен кĕрекен укçа вĕт-ха, мĕншĕн хăшĕсем çакна ăнланасшăн мар-ши?»
Районти хăш-пĕр фермерсем кивĕ витесене юсаса-çĕнетсе выльăх усрама тытăнчĕç-ха. Анчах çакăн пек ырă тĕслĕхсем сахалрах. Çапла çав вăл, ваттисем: «Çĕнетме çĕр кун, çĕмĕрме пĕр кун кирлĕ», - тесе пĕлмесĕр каламан.
Чăнах та, ялсенче ĕне усракан çынсем пур-ха. Сĕт хакĕ те ỹсрĕ, пĕр килограмне 20 тенкĕпе сутсан та укçа-тенкĕ сахал мар ĕçлесе тума пулать.
Пире хирĕç вырнаçнă икĕ хутлă çуртсен картишĕсенчен 12 çул каялла 5 ĕне хăваласа тухатчĕç. Халĕ унта никам та выльăх усрамасть.
Сĕт-турăха лавккаран туянма пулать-ха, анчах вăл килти сĕт пек тутлă та усăллă мар. Иртнинче те чăкăт туса çиес-ха тесе виçĕ пачка тăпăрчă илтĕм, анчах ăнăçлă чăкăт пулмарĕ. Çурри шыва çаврăнчĕ, тути те кăмăла каймасть.
Эпир – ватă пенсионерсем – сĕт-çупа тăварука пасарта туянма тăрăшатпăр. Ĕне усракан Можаевсем, Малеевсем, Карсаковсем тата Энтрьелĕнчи Тихоновсем кашни пасарах сĕт-çу тата тăварук илсе тухаççĕ. Çакăншăн ĕçчен çынсене чĕререн тав тăватпăр.
Шăмăршăри заправкăран инçе мар манăн çывăх пĕлĕшĕм, ĕçчен те харсăр тутар хĕрарăмĕ Д. Хасянова пурăнатчĕ. 30-40 хур-кăвакал, ĕне, пăру, сурăхсем усратчĕ. Шăмăршăра кĕтỹ пĕтрĕ те, Д.Хасянова çуртне сутсах Асанкасси ялне куçса кайрĕ.
- Выльăх усрамасăр пурнаймастăп, - терĕ вăл мана тĕл пулсан. – Ялта ĕне тытма нимĕнле чăрмав та çук, кĕтỹ те пур. Выльăх апачĕ хатĕрлеме ан ỹркен кăна!
Çак тутар хĕрарăмĕн ĕнисем яланах 18-20 литр сĕт параççĕ. Паллах, выльăха мĕнле пăхнинчен питĕ нумай килет. «Ĕне сĕчĕ чĕлхе çинче», - теççĕ вĕт-ха ваттисем.
- Выльăх усрасси маншăн йывăр ĕç мар, савăнăç кăна, - тет йăл! кулса Д. Хасянова. Ăçтан кăна вăй-хал çитерет– ши вăл? Пĕлтĕр 100 мăшăра яхăн носки çыхса сутни çинчен савăнсах пĕлтерчĕ. Йышлă сурăх усранипе çăмне ниçта хума пĕлмест. Выльăх-чĕрлĕхрен пысăк тупăш илнине те пытармарĕ: Шăмăршăра чаплă хваттер те туяннă иккен. Ватăлсан, выльăх усрайми пулсан, ялтан район центрне куçса килме ĕмĕтленет.
Манăн та ăна каласа памалли сахал мар. Эпир те нумай çул хушши ĕне усранă. Хамăр кĕтỹ çỹретнĕ вырăнсенче халĕ пилĕк таран курăк ỹсет, çак курăка çиекен ĕнесем те , çулса илекен те çук. Никама та кирлĕ мар.
Çырман икĕ енĕпе – унччен кĕтỹ çỹренĕ вырăнсенче – халĕ икĕ ĕне кăкарса хураççĕ. Темшĕн, ула ĕне кĕтỹшĕн тунсăхласа, ял çыннисене ỹпкелесе мĕкĕрнĕн туйăнать мана.
Шăмăршă районĕ Чăваш Республикинче те качака йышлă усранипе палăрма тытăнчĕ, çак чарусăр выльăх ирĕкре çỹресе çутçанталăка пысăк сиен кỹрет. Качака хуçисем çакăншăн пĕрре те пăшăрханмаççĕ пулмалла, чăннипех те çак выльăх район центрĕнче вăрă-хурах пек иртĕхсе çỹрет. Ушкăн-ушкăн качака иртет, мĕн пур илеме кăшласа пĕтерет.
Çамрăксене манăн качака мар, ĕне усрама чĕнсе калас килет. Ĕнеллĕ çемьере ачасем те сывлăхлă çитĕнеççĕ, укçа-тенкĕ та татăлмасть.
Сăмахăма Иван Саландаев журналист çырнă «Ĕне куççулĕ» сăвăпа вĕçлес килет;
«Ялта халь – пĕр ĕне кăна.
Тен, ун шăпи те кĕске пулĕ?
Вăл мĕкĕрни хуçать чуна,
Йăлтăртатать ĕне куççулĕ...»
Ф. КУЗНЕЦОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ Шăмăршă ялĕ.