Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Илем" тени, мĕн тени?

17 февраля 2017 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмăш çулĕсенче, республикăра Чĕлхе çинчен калакан саккуна йышăнсанах, Шăмăршăри пĕр кафене «Илем» ят панăччĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ «илемлĕ, илĕртỹллĕ» сăмахпа çыхăнмал- лаччĕ ĕнтĕ. Шел те, чылайăшĕ «илем» тенине кафене кĕрсе мĕн те пулин туянам, илем тесе ăнланнă.

«Шăмăршăра пур «Илем» - унта çĕр грамм илем», - çакăн пек такмаклакансем те пурччĕ ун чух.

Самана арăш та пирĕш пăтрашăннă тапхăрта «Илем» ят та çухалчĕ, район центрĕнчи лавккасене те вырăсла е ют чĕлхерен кĕнĕ ятсене парса тултарчĕç. Мĕн тăвăн, кашни хуçа хăйне май шутлать, уйрăм çыннăн суту-илỹ çуртне хистесех чăвашла ят партараймăн.

Ку – сăмах май çеç-ха. Паянхи калаçура эпĕ чăн-чăн илем, ял илĕртỹллĕхĕ çинчен чуна ыраттаракан шухăша çĕклесшĕн.

... ШĂМĂРШĂ ялĕ. Тăван республикăмăр хапхи, Тутарстанпа чикĕленсе тăракан районăн «пĕчĕк хули» пулмалли пысăк сала вăл. Астăватăп-ха, пĕр ялти вокалпа инструментсен ансамблĕ (ун чух çакăн пек ансамбльсем те пурччĕ районта!) çапла юрлатчĕ:

«Шемурша! Районная столица! Шемурша!»

Шел те, «столица" – пулаймарĕ пирĕн Шăмăршă, тирпей - илемĕпе те Шупашкар енчен е Чĕмпĕр - Çĕпрел тăрăхĕнчен килекен хăнасене илĕртсе тăраймарĕ.

Тĕрĕс, Республика кунне пирĕн районта ирттернĕ чухне Шăмăршă йĕри-таврашĕнче пĕр хут татки те, пирус пачкипе пушă кĕленче те выртмастчĕ, учрежденисенче ĕçлекенсен тата пĕтĕм халăх вăйĕпе «столицăра» тата ялсенче нихăçан пулман тирпей-илеме турăмăр. Çакăн хыççăн пирĕн районăмăр çуталса-çĕнелсе кайнăн туйăнчĕ, хамăрăн Шăмăршăпа, ялсемпе мухтанаттăмăр та савăнаттăмăр.

Анчах ытлашши мухтантăмăр пуль çав, пыра-киле тирпей-илем тăвасси çинчен те манса пытăмăр. Çав вăхăтрах кỹршĕсем – Тутарстанри Çĕпрел районĕнче пурăнакансем – пĕр шавламасăр- вĕçкĕнленмесĕр хăйсен «столицине» пĕчĕк хулана çавăрчĕç. Мĕн кăна туса лартмарĕç-ши кунта юлашки çулсенче? Хулари пек илемлĕ кану паркĕсем, халăхсен туслăхне халалланă тăван тавралăх музейĕ, шăтăк-путăксăр яп-яка тротуарсем, чечек клумбисем...

Тепĕр енчи кỹршĕсем те – патăрьелсем – пиртен мала кайрĕç. Çак район центрĕнче пирĕнни пек ушкăн-ушкăн качака çỹремест, патăрьелсем чечек ерчетсе те ялне илем кỹреççĕ.

Унччен кỹршĕсем пиртен тĕслĕх илнĕ пулсан, халĕ пирĕн вĕсенчен вĕренмелле. Станислав Говорухин кинорежиссер каланă пек: «Кун пек пурăнма юрамасть!».

Йĕрке тума автостанци патĕнченех пуçлар-ха, тĕп урама тирпейлесе-илемлетсе тухар. Халĕ мĕн куратпăр-ха? «Пельменная» кафепе (чăн- чăвашла «Хуран кукли» тесен мĕнле илемлĕ янăратчĕ те, çук çав, тăван сăмахран вăтанатпăр эпир...) юнашарти уйрăм çын пурăнакан чул çурт çине хура сăрăпа тата пысăк саспаллисемпе мĕн кăна çырса тултарман-ши? Пĕр тăхтамасăр, каланине итлемесен саккун вăйĕпе пăстармалла ырă мар сăмахсене. Хамăр хăнăхса çитрĕмĕр пулин те, района килекен хăнасем умĕнче пит хĕрелет.

Район центрне пырса кĕнĕ çĕрте чăвашла, вырăсла, тутарла тата ирçелле пурне те ырă сунса кĕтни çинчен çырсан, «Как ты хороша, родная Шемурша» юрă сăмахĕсене шăрçаласан кăмăла çав тери çĕклĕччĕ. Ку ĕçе тума питĕ нумай укçа кирлĕ мар, художникĕсене хамăр районтах тупма пулать.

Çак кафе патĕнчех илемлĕ чечек клумби йĕркелемелле, качакасем тĕп тăвасран е пуçтах автомашинăсем таптасран хитре эрешлĕ карта тытса илме те юрать.

Тепĕр пысăк клумбăна «Магнит» лавкка умĕнче вырнаçтармалла. Çак пуян суту-илỹ çурчĕ, пирĕн район центрĕнче вырнаçнă пулсан та, Шăмăршăри тирпей- илемшĕн нимĕн те туманни питĕ тĕлĕнтерет. «Сахарок» лавкка та чухăн мар, ача-пăча вылямалли площадка та пулсан туса пама пултаратех.

Çакнах ытти суту-илỹ çурчĕсем пирки те каламалла. Чечек клумби-и унта (автомашина кустăрми ăшне чечек акса-лартса ỹстерни – намăс!), фонтан-и (Шăмăршăра Шупашкарти пе илемлĕ фонтан кирлех!), е ача-пăча площадки-и (çынсенни пек йĕркеллĕ тума хамăрăн ăс-тăн çитмесен, Интернетра шырар!) – Шăмăршă ялĕнче кăçалах – район юбилейĕ çитиччен – тума тăрăшмалла.

Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсен, полицире вăй хуракансене тата пушар хуралĕнче тăрăшакансене явăçтарса, килтен-киле çỹресе тирпей-илем тума хистемеллех. Кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнче шăпах çапла ĕçлеççĕ те. Нумай хваттерлĕ çуртсемпе уйрăм çынсен çурчĕсем умĕнчи пĕчĕк пах- часенче хыт-хура ашкăрса ỹсни, хăрма пуçланă армак- чармак йывăçсемпе тĕмсене касса тирпейлеменни пирĕн район центрĕн ятне ярать.

Урамри газонсене те çĕнетмелле, акнă курăк çийĕн унталла та кунталла сукмак хывнă тĕслĕхсем урăх ан пулччăр. Бордюрсене пысăк уявсем умĕн çеç мар, çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех шуратса тăрсан Шăмăршă ялĕ илемлĕрех курăнĕччĕ.

«Хăнăхнă та ĕнтĕ, пирĕншĕн паянхи пек пурăнсан та юрать пек туйăнать», - çапла каланине хăш-пĕр çынран çеç мар, уйрăм ертỹçĕсенчен илтни хытă пăшăрхантарать. Тирпейсĕр пурăнма хăнăхмалла мар, çынран вăтанма пĕлмелле!

«Çак çитменлĕхсем çинчен Иван Саландаев журналист унччен мĕншĕн çырман? - тейĕç хăшĕсем. Çырнă, чуна ыраттарса уççăн калама тăрăшнă. Шел те, юлашки вунă-вунпилĕк çул хушшинче район ертỹçисем хаçатри критикăна сума суса пăрахнăччĕ; пачах урăхла: çитменлĕхсене уçса паракан журналиста пысăк пухусенче намăслантарса пĕтересси йăлана кĕрсе кайнăччĕ.

Ним те тума аптăраса, хута кĕрекен çуккине ăнланса редакци критиклеме те пăрахнăчĕ. Мухтав юрри юрласан, хаçата никам та ятламасть çке: «Шăмăршăсем ялан малта, эпир чи лайăххи, чи маттурри! Ур-ра, ур-ра!»

«Мухтанчăкăн пуш енчĕк», - тенĕ ваттисем. Пăспа мар, ăспа мала кайма тăрăшмалла.

Юрать-ха, районăн хальхи хуçисем çакна ăнланаççĕ, критикăсăр хаçат двигательсĕр трактор пекех тесе шутлаççĕ. Журналист хаçатра хăйĕн шухăшне çеç пĕлтермест, халăх каланине – сĕннине те шута илсе çырать вĕт-ха. Хаçатра çырнине хакламасан та, халăх сăмахне шута илменни нихăш пуçлăха та чыс кỹмест.

Килĕшетĕр-и манпа, тăван район çыннисем? Хăвăрăн шухăшăра - сĕнĕвĕре редакцине шăнкăравласа е çырса пĕлтерме ыйтатăп.

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика