03 марта 2017 г.
ШĂМĂРШĂРАН Чаткас еннелле тăсăлакан аслă çул хĕрринчи вăрман тăрăхĕ куçа илĕртмелле илемлĕ. Хĕллехи вăхăтра çул çине юр хỹсе лартасран хỹтĕлес тĕллевпе лартнăччĕ-ха çак йывăçсене.
Ỹссе вăй илчĕç те, чăрăшсемпе хырсем çул сыхлакан часовойсем пек пире ырă сунса кĕтсе илнĕн, «чипер кайăр» тесе ăсатнăн туйăнать.
Акă, Палтиел ялĕ патне çитсе пыратпăр. Куç умне ферма ишĕлчĕкĕсем тухса тăраççĕ. Ĕлĕкрех кунта «Мир» колхозăн сысна ĕрчетекен комплексĕ хула пек сарăлса ларатчĕ. Сыснасене тĕп тунă, витесене ватнă-çĕмĕрнĕ хыççăн çак ишĕлчĕксем ял, район сăн-сăпатне пăсаççĕ. Çĕр чĕтĕренĕ тейĕн.
Палтиелсем арканнă витесене курма хăнăхнă пулĕ-ха (аркатаканĕсем те – хăйсемех, таçти Чукалтан килсе çĕмĕрмен ĕнтĕ), çапах та çак çулпа çỹрекенсем умĕнче аван мар. Енчен те хаклă хăнасем килес пулсан пит хĕрелет: намăс-çке!
Сысна витисене çĕнетме-юсама май килмест пулсан, ишĕлчĕке тасатма тăрăшмалла. Тимĕр-бетон плитасемпе тата кирпĕч ванчăкĕсемпе çул тунă çĕрте усă курма пулать. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вăл е ку ĕçе тума яланах укçа çукки çине йăвантарать, çĕмрĕк витесем ял сăн-сăпатне илемсĕрлетни депутатсене те пăшăрхантармасть пулмалла.
Палтиелĕнче кăна мар, ытти ялта та совет саманинчен юлнă ишĕлчĕксем чуна сехĕрлентереççĕ. Пуянкассинех илер-ха, акă. Кунта выльăх-чĕрлĕх комплексне темиçе çул ишрĕç-салатрĕç пулин те, вĕçне-хĕрне тухаймарĕç. Çак ишĕлчĕк айне ача-пăча выляма кĕрсен, пысăк инкек пуласран Турă сыхлатăрах.
Ялта унччен почта уйрăмĕ пулнă йывăç çурт та юмахри вупăр карчăк пỹрчĕ пек «хăрах ура çинче» аран-аран тытăнса тăрать. Çулла, вĕлтĕренпе эрĕм пусса илнипе, çак ишĕлчĕк питех куçа курăнмасть-ха, халĕ вара яла илем кỹместех.
Çак çуртăн хуçи те пур – Елчĕкри почтампт. Шел, çĕрĕшнĕ çурт ишĕлсе анасса, пĕр-пĕр инкек пуласса кĕтеççĕ пулмалла.
Виçпỹрт Шăмăршăри пĕр витене фермера арендăна пачĕç-ха, ытти çурт- хуралтă пыра-киле арканмĕ тесе никам та шантарма пултараймасть. Йĕрке çук çĕрте йĕрĕх хуçаланать тесе ахаль каламан ваттисем. Пуррине упрама-ĕçлеттерме тăрăшмастпăр, хăçан та пулин çĕннине тума вара хал çитмĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юхăннă ял хуçалăх объекчĕсене, енчен те вĕсемпе усă курма май килмесен, пăсса тирпейлеме, тавралăха илемлетме чĕнсе каларĕ.
Çак ыйтăва февралĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршăра иртнĕ анлă канашлура та çивĕч çĕклерĕç. Чăнах та, ишĕлме- «ураланма» пуçланă çурт-йĕре хăçанччен «упраса» пурăнăпăр? Шăмăр- шăра та, ялсенче те йĕрке тума вăхăт çитнĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов кун пирки çирĕппĕн каларĕ.
Пушă çуртсен хуçисене шыраса тупмалла, ял сăн-сăпатне пăсма юраманни çинчен хытă асăрхаттармалла.
Çакăн пек çуртсем вут-кăвар тухас хăрушлăха та ỹстереççĕ вĕт-ха. Хуçисем пур е çук та-и – ял урамне çĕрĕк çуртпа ишĕлнĕ карта самаях илемсĕрлетеççĕ.
Хальхи вăхăтра ялта ĕç çукки, çамрăксем çавăнпах хуланалла туртăнни çинчен нумай калаçаççĕ. Кунта тĕрĕсси те пур, хамăртан кăна килекенни те çук мар. Акă, кивĕ витесене арендăна илсе выльăх-чĕ рлĕх усрама кам чарать-ха? Малтанласа тăкакĕ те пысăк пулĕ, икĕ-виçĕ çултан тупăш илме те пуçлăр. Кун пек тĕслĕхсем районта пур. Виçпỹрт Шăмăршăри Борис Поляковпа Ярăславри Татьяна Розова çамрăк фермерсем пушанса юлнă кивĕ витесене çĕнетсе-юсаса выльăх-чĕрлĕх усрама тытăнчĕç. Татьяна Розова ĕне выльăхсен йышне 60 пуçа çитернĕ ĕнтĕ, тата та ỹстересшĕн.
Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер та унчченхи Киров ячĕллĕ колхоз витисене çĕнĕ сăн кĕртрĕ. Ял çыннисем ăна тав сăмахĕ çеç калаççĕ.
Ман шухăшпа, кашни ялтах ĕçчен те пуçаруллă çамрăксем пур. Хăраса тăмалла мар, çанна тавăрса ĕçе пуçăнмалла. «Асаттесем колхоз тунă, мăнукĕсем тустарчĕç», - тесе йĕрсе-кулянса ларнин усси çук, хамăршăн хамăр тăрăшмасан пире никам та укçасăрах шур пỹрт лартса памĕ.
Ив. САЛАНДАЕВ.