03 марта 2017 г.
Ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлмелле ял çыннин _ çăкăрпа кăна тутă пулаймĕ, ăна чун «апачĕ» те кирлĕ.
Халĕ районти ял тăрăхĕсенче пултарулăх ушкăнĕсен смотр-отчечĕсем пыраççĕ. Вĕсене Раççейри Экологи, Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ сене тата тăван районăмăр йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалланă. Çак кунсенче Пуянкассинчи Культура çуртĕнче хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ ăстасем çынсене ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.
Пуян, тĕрлĕ енлĕ пулчĕ концерт программи. Унта, тĕпрен илсен, чăваш композиторĕсен произведенийĕсем янăрарĕç. Хор шăрантарнă «Ан хуçăр çĕмĕрте», «Тăванпа тăван пурăнмалла» юрăсем пурне те килĕшрĕç.
Хайпăласем кăтартнă «Тухтăр патĕнче», «Кулăш кустăрми» сценкăсем те кулăшла пулчĕç. Ачасен пултарулăх ушкăнĕ (Ю.Антонова, А.Макарова, А.Ишмуллина) янăратнă «Моя Россия», «Звезда России» юрăсем те итлекенсен чунĕсене хускатрĕç. В.Пушкин та сцена çинче хăйне артистран кая мар тытрĕ.
Ташăсем те пулчĕç концертра.
В.Борисовапа О.Кузнецов, Н.Матвеевапа М.Кузнецова шăрантарнă юрăсем хыççăн та итлекенсем нумайччен алă çупрĕç. Сăвă калакансем те пулчĕç. Ку енĕпе чи лайăххисем – А.Захарова, Н.Федотова, Д.Пушкина.
Виçпỹртшăмăршăсен те ăсталăхĕ пысăк. Е.Муравьевапа В.Павлова куракансем нумайччен сцена çинчен ямарĕç. «Аххаяс» фольклор ушкăнне те çынсем хаваспах йышăнчĕç.
С. ПУШКИНА.