28 февраля 2017 г.
ЭХ, мăнтарăн чĕлхемĕр! Мĕнле кăна хĕн-асап тỹсмерĕн-ши эсĕ, мĕнле кăна çавăркаласа-хуçкаласа санăн кĕмĕл шăнкăрав сассиллĕ илемне варалама тăрăшмаççĕ-ши?
...Редакцие яра куна вун-вун çын кĕрсе тухать. Акă, çак кунсенче кăна-ха район центрĕнчи пĕр кантурта ĕçлекен чипер хĕр ман сĕтел патне пычĕ. Лайăх паллатăп ăна, ашшĕ те, амăшĕ те чăваш.
_ Каçет çинче мамăна поздравить тăвасшăн-ха, _ чĕвĕлтетрĕ вăл пĕр чарăнми. _ Аллă пиллĕкре пулсан та молодо выглядит, купăс çинче те вылять!
_ Хĕрĕм, _ терĕм сăпайлăн кăна. _ Чăвашла «каçет çинче" мар, хаçатра теççĕ. Аннỹ те купăс çине хăпарса ларса вылямасть пуль ĕнтĕ, купăс калать. Каçарăр та мана, тăван чĕлхене хисеплеменни аван мар.
Тỹррĕн калакан тăванне те юрайман теççĕ те, хайхи чиперкке те мана кỹренчĕ пулмалла.
_ Напечатайте на русском! _ тỹркессĕн каларĕ те вăл, саламшăн бухгалтерие укçа тỹленĕ хыççăн вăштах тухса шăвăнчĕ.
Крылов юптаруçă каланă пек: «Миçе хутчен ăнлантарман-ши çынсене...» Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçни çынна хăйне те илемлетет вĕт-ха, чуна ăшăтать. Шел, «купăс çинче вылять», «гитара çинче вылять», «хаçат çине çапла çырнă» йышши сăмахсене тăтăшах илтетпĕр.
Никам та «пỹрт çине кĕтĕм» тесе каламасть-ха, анчах «автобус çине кĕтĕм» теме хăнăхса кайрăмăр. Автобус тăррине хулиган çеç хăпарса ларма пултарĕ, йĕркеллĕ çын автобуса кĕмест-и-ха?
«Тăван Атăл» журналта Виталий Станьял Илпек Микулайĕ çинчен асаилỹ пичетленĕччĕ. Унти çак самант асра юлнă. Пĕр библиотекăра, писатель юбилейне уявлама хатĕрленсе, «Илпеке - 50 çул!» тесе тем пысăкăш саспаллисемпе çырса çапнă иккен. Илпек çакна вуланă та, тăруках салхуланса çапла каланă:
_ Пирĕн çĕршывра çынна 50 çула тĕрмене хупмаççĕ, персе пăрахаççĕ. Эсир вара мана хупса хурасшăн. Чăваш çынни «Илпеке - 50 çул» темест, «Илпек - аллăра» тесе хисеплет.
Виçĕм çул районта халăх писателĕ 100 çул тултарнине чаплăн уявларăмăр. Районти Культура Керменне чăваш чĕлхи учителĕсемпе клуб ĕçченĕсем йышлăн пухăннăччĕ. Мĕн куртăм-ха? Кунта та «Илпеке _ 100 çул» тесе çырса çапма «ăс çитернĕ». Вилнĕ çын кỹренмĕ те-ха, çапах та чăн чăвашла çырсан лайăхрахччĕ ĕнтĕ.
Тата мана çакă пăшăрхантарать. Темшĕн, ял, хула ячĕсене вырăсла калама тытăнтăмăр: «Шемуршана каятăп», «Балтаевăна çитмелле-ха», «Цивильскинче вĕренетĕп», «Марпосадра техникум пĕтернĕ» теме хăнăхни лайăх мар.
Çитĕннисенчен ача-пăча та чăвашла-вырăсла хутăш калаçма (Илпек ăна «винегрет» тетчĕ) вĕренет. Пирĕн асаттесемпе асаннесен калаçăвне сăнаса пăхăр-ха: чăн чăвашла, анатри диалектпа пулин те çав тери илемлĕ сăмахлаççĕ вĕсем. Ваттисем «автобус çине» мар, автобуса кĕреççĕ, «купăс çинче» вылякансенчен те кулаççĕ. Аякка пуйăспа каймалла пулсан та «вакун çине» мар, вакуна кĕрсе лараççĕ. Чăнах та, ĕлĕкрех билет укçи тỹлес мар тесе хăш-пĕр пуçтах вакун çинче те çул çỹренĕ-ха, хальхи электропуйăспа ун пек хăтланаймăн _ ток çапса вĕлерме те пултарĕ.
Анне каланине лайăх астăватăп-ха: вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи выçăллă-нушаллă çулсенче шкул ачисем шурă хут пулманнипе хаçат е шпалер татки çине те çырнă. Халĕ _ урăх самана, тетрадь хуть те мĕн чухлĕ те туянма пулать. Çавăнпа та «каçет çине çырăр-ха» теме пăрахар, «хаçатра çырăр, эпир вара вулăпăр» тесе чăвашла калар.
Ив.САЛАНДАЕВ.