Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратăр аннĕре пурăннă чух…

07 марта 2017 г.

«АННỸ мĕн ятлă-ха? - ыйтатăп урамра чупса çỹрекен иккĕри-виççĕри хĕр пĕрчинчен. Хĕрача кăштах шухăша кайса тăчĕ те, йăл! кулса çапла каларĕ: «Анне ятлă!»

Хамăр та ун пекех пулнă пуль çав: çуралсан темиçе уйăхранах «анне» теме хăнăхнă та, ăна урăхла чĕнме те май çук пек ăнланнă.

Астăватăп-ха, шкулти уроксем вĕçленсен класри ачасем пурте хире – аннесем çĕрулми суйланă çĕре – пулăшма каяттăмăр.

- Анне! – кăшкăрать пĕри те тепри.

 - Анне! Анне! Анне! – янăраса çеç тăратчĕ çĕрулми уйĕ. Çирĕм ытла ача сассинчен хăйсен чун тĕпренчĕкĕсене мĕнле кăна уйăрса илнĕ-ши аннесем?

Хамăр урам вĕçĕнчи Ваççан амăшĕ йывăр чирлесе вилсен, çак арçын ачана эпир питĕ хĕрхенеттĕмĕр. Ваççа ман çывăх юлташчĕ, иккĕмĕш класра пĕр парта хушшинче лартăмăр.

_ Ваççа, - терĕм пĕррехинче, - пирĕн аннене эсĕ «анне» тесе чĕн. Вăл куншăн пĕрре те çиленмĕ.

Ваççа тăруках салхуланчĕ те, сасăпах йĕрсе ячĕ:

_ Манăн анне чи лайăххиччĕ, чи илемличчĕ. Санăн аннỹне эпĕ «анне» тееймĕп...

Çапла, кашни ачашăн хăйĕн амăшĕ чи-чи лайăххи, чи-чи чиперри, чи-чи хакли. Урăхла епле пултăр-ха?

Çуралсан темиçе уйăхранах «анне» теме тытăнатпăр та, ĕмĕр тăршшĕпех çак ят чĕре çумĕнче упранать. 

_ Ял хĕрарăмĕсен питĕ пысăк пайĕ чĕре чирĕпе аптăрать, - тетчĕ район больницинче çур ĕмĕр тухтăрта ĕçленĕ Елена Васильевна Долгова. – Уйрăмах нумай ачаллă амăшĕсен чĕри хавшак.

Елена Васильевна çакна амăшĕсем хăйсен ачисемшĕн çуннипе, вĕсемшĕн хытă пăшăрханнипе, тепĕр чух куççуль тăксах асапланнипе чирлеççĕ тесе ăнлантаратчĕ.

Пĕчĕк чухне – пĕчĕк хуйхă, пысăклансан – пысăкки... Паллах, ача-пăчана хăвна савăнма çурататăн-ха, анчах «умна саппун çак, куççульне шăлма» тени те – чăн калани.

Сахал çунтараççĕ-и ачисем амăшĕн ахаль те хавшак чĕрине? Тĕпренчĕкĕсем пирки каланă кашни ырă мар сăмах амăшĕн чĕринче суран хăварать. Ачисем çемьеллĕ пулсан та лăпкăн пурăнаймасть мăнтарăн амăшĕ: çамрăк мăшăр мĕншĕн те пулин хирĕçнишĕн чунтан пăшăрханать, вĕсене мирлештерме тăрăшать. Çук, итлесшĕн мар çав ачисем амăшне, вăл ыррине кăна суннине ăнланасшăн мар... 

Районта юлашки çулсенче йĕркеленнĕ çемьесенчен çуррине яхăн арканни те çакнах çирĕплетет. Уйрăлаççĕ, пĕрлешеççĕ, каллех уйрăлаççĕ, кайран хăйсем телейсĕр пулнишĕн амăшне ỹпкелеме те вăтанмаççĕ.

Амăшĕ çине алă çĕклекенсем те пур. Хĕнесе-кăвакартса пĕтернипе, амăшĕ çын çине тухма та пултараймасть, çавах полицие кайса ачи пирки евитлеме именет. 

Ĕлĕк, патша самани вăхăтĕнче, чăваш ялĕнче амăшне е ашшĕне хĕнекен ывăла урам тăрăх илсе çỹресе, йĕмне антарса пиçĕ хулăпа ỹт юнланичченех çаптарнă. Çак ырă мар пулăма сурăх е лаша вăрла- нинчен те тискертерех тесе хакланă. Çирĕм-вăтăр çул каялла та ялта кам та пулин амăшне хĕнени çинчен калани чуна çуракан хыпарччĕ.

Халĕ мĕн пулчĕ пире, çынсем? Тăван аттепе анне çине алă çĕклени çĕр чăтайми пысăк çылăх пулнине мĕншĕн ăнланмастпăр-ши?

 Аттепе аннен ĕнси çинче пурăнма хăнăхни те ачисене чыс кỹмест. Вĕсем ахаль те пенси укçине пĕр хăвармасăр тенĕ пек ачисемшĕн тата мăнукĕсемшĕн тăкаклаççĕ вĕт-ха. 

Çук вĕт, татах ыйтаççĕ, укçа тупаса памасан темĕн те пĕр каласа кỹрентерсе пĕтереççĕ.

Хулари ачисем хваттер е «иномарка» туянасшăн – амăшĕ ячĕпе банкран кредит илеççĕ. Мĕскĕн карчăк кашни уйăхрах утать банкалла – патшалăхран илнĕ кивçене вăхăтра памалла....

Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраса, çĕрулми тата ытти пахчаçимĕç çитĕнтерсе, вăрмантан кăмпа-çырла хатĕрлесе пулăшать амăшĕ ачисене. Ăнланаççĕ-ши вĕсем амăшĕ мĕнле нушаланнине? Ăнлансан аван-ха, ăнланманнисем те нумаййи чĕрене ыраттарать. 

Анненсене чĕрĕ чухне, ларма-тăма пĕлмесĕр утса- чупса çỹренĕ вăхăтра пулăшма, ăшă сăмахпа хавхалантарма-йăпатма тăрăшасчĕ.

 Вара вăл та час ватăлмĕччĕ, шутлă кунсен вĕçне çитсен те пирĕн çине телейлĕ куçпа пăхса çапла калĕччĕ:

_ Тавах, ылтăнăмсем! Пехил сире, чĕппĕмсем!

Ĕмĕр-ĕмĕр телейлĕ пулăр, мана юратса пăхнă пек ачăрсем те сире çав тери çывăха хуччăр. Пехил сире, пехил...

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика