07 марта 2017 г.
ШĂМĂРШĂ районĕн Асăну кĕнекине Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ Мефодий Федотовăн хушамачĕ кĕмесĕр юлнă. Çакă, паллах, вăрçă паттăрĕн тăванĕсене хытă пăшăрхантарать. Район Энцикло- педине кăларма хатĕрленнĕ май, унчченхи йăнăша тỹрлетме тăрăшасчĕ.
Мефодий Федотович Федотов Хĕрлĕ çарта пограничник пулнă, девизи комиссарĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах чи хаяр çапăçусене хутшăннă. Мефодий Федотов подполковникăн наградисем çинчен эпир тĕплĕн пĕлместпĕр, çар архивĕсене çырса çак ыйтăва татса пама тăрăшăпăр.
Мефодий Федотов подполковник 1941 çулхи августăн 17-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ăна Карело-Финн ССРĕн (халĕ – Карели республики) Лоухи районĕнчи Чупа поселокĕнчи тăванла масара пытарнă.
Сăмах май, Мефодий Федотовичăн ывăлĕ те - 1924 çулта çуралнă Владимир Мефодьевич – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Вăл та ашшĕ пекех офицер пулнă, çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа медальсем илме тивĕçнĕ.
В. ЮМАНОВ, хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ.