07 марта 2017 г.
ЯЛТИ хĕрарăм... Вăл - кил хуçи, çемье ăшши, ытларах чухне вара нумай ачаллă амăшĕ. Вăл нихăçан та хăйĕн йывăр та канăçсăр ĕçне патшалăх пысăк хак парасса кĕтмест. Ял хĕрарăмĕ çав тери сăпайлă та ырă кăмăллă, илемлĕ те тирпейлĕ, унăн аллисем яра куна чун савăнмалăх вун-вун ĕç тусан та ывăнма пĕлмеççĕ.
Çапла çул хыççăн çул иртет, ерипен-ерипен пуç та кĕмĕлленет, сăн-питре те пĕркеленчĕксем хушăнсах пыраççĕ. Апла пулин те хĕр чухнехи илемне веçех çухатмасть-ха ял хĕрарăмĕ, ăна мăшăрĕпе ачисен тата мăнукĕсен юратăвĕ, хăй пурнăçра кирлĕ пулни вăй-хал парса тăраççĕ...
ÇАК сăмахсене çыртăм та шурă хут листи çине, куç умне Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи сăпайлă та ĕçчен, çав тери ырă кăмăллă Елена Николаевна Горшкова - Лена аппа - тухса тăчĕ.
Елена Николаевна 1948 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче тăхăр ачаллă колхозник çемйинче çуралнă. Ачасенчен чи асли пулнă май, Лена мĕн пĕчĕкрен ашшĕпе амăшне пулăшаканĕ, кил-йыш тĕрекĕ шутланнă.
Шкул хыççăн ĕçчен хĕр бухгалтера вĕренсе тухнă. «Шемуршинский» тата «Гвардеец» совхозсенче, «Сельэнерго» предприятире бухгалтерта ĕçлесе халăх хисепне тивĕçнĕ. Унăн ĕçне Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе, «Ĕç ветеранĕ» ятпа хакланă.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса пурнăç панă. Шел, юратнă çынни вăхăтсăр çĕре кĕрет. Çемьери пĕтĕм йывăрлăх Елена Николаевна çине тиенет. Апла пулин те вăл ачисене çынран кая пăхмасть, тивĕçлĕ воспитани парса çĕршыва юрăхлă çитĕнтерет. Ир пуçласа каçчен ĕçре тăрăшать, каçхине килне таврăнсан мĕнпур вăхăтне ачисемпе ирттерет. Аслă ывăлĕ, Сергей, юханшыв флочĕн механикне вĕренсе тухать. Юра водителе вĕренет, автомобиль çарĕнче салтак службине ирттерет. Хальхи вăхăтра Норильск хулинче ĕçлесе пурăнать.
Вăталăх ывăлĕ - Андрей - Кемеровăри çыхăну çар училищине пĕтерет. 20 çул ытла ĕнтĕ вăл Раççей çарĕнче службăра тăрать, майор.
Лена аппан кĕçĕн ывăлĕ - Алеша - контракт йĕркипе ятарлă пĕлтерĕшлĕ çарта службăра тăчĕ. Хĕрĕ - Наталья - воспитательницăна вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра ĕçлесе пурăнать.
Лена аппан ачисем пĕр-пĕринпе çав тери туслă, шăнкăравласах тăраççĕ. Амăшĕ патне вара кашни кунах шăнкăравлаççĕ, унăн сывлăхĕпе интересленеççĕ. Урăхла епле пултăр-ха: Лена аппа ачисене ырă кăмăллă пулма, çынна хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ-çке! Тăван çĕршыва юратма воспитани панă, çуралса ỹснĕ яла таврăнма пехилленĕ.
Çичĕ çул каялла вĕсен çемйинче пысăк трагеди пулчĕ - аслă ывăлĕ пунăçран уйрăлса кайрĕ. Чун-чĕрине йывăр хуйхă амантрĕ пулин те, Лена аппа пурнăçа юратма пăрахмарĕ, ачисемпе мăнукĕсен телейĕшĕн, вĕсене усă кỹрессишĕн ĕмĕтленсе кунçул сукмакĕпе малалла утать. Унăн савăнăçĕпе телейĕ те - ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, ял-йыш.
Эпĕ ăна телейлĕ хĕрарăм тесе шутлатăп. Лена аппана çичĕ мăнукĕпе пĕр кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кỹреççĕ. Çакă телей мар-и-ха?
Елена Николаевна юрă-ташăра та çав тери ăста, унăн илемлĕ те шăнкăрав пек уçă сасси ялти кашни мероприятирех чун-чĕрене çĕклесе янăрать.
Килти хуçалăхра тăрăшнипе çеç лăпланмасть Лена аппа, ялти чиркỹре псаломщицăра та вăй хурать. Чиркỹре юрланă чух тĕне ĕненекенсен чунĕсене хускатать, пурне те ырă ĕç ытларах тума хав- халантарать.
Елена Николаевна Горшкова пек маттур хĕрарăмсем чăваш ялне илем кỹреççĕ, вĕсене пуç тайса чĕререн тав тăвас килет.
И.Ендиерова , Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ.