10 марта 2017 г.
ÇАНТАЛĂК кăштах сулхăнлатрĕ пулин те, тавралăхра çурхи кунсем çывхарса килни сисĕнет-сисĕнетех. Çуркунне хыпарçи – хура курак – хăй çитнине пĕлтерме пĕрре те шикленмест авă. Чаплă классикăмăр Константин Иванов каланă пек, хĕл сивĕ куççульпе йĕрет. Нумай та вăхăт иртмĕ, «хĕл куççулĕ шавласа» çырма шывĕпе пĕрлешĕ те инçете-инçете ыткăнĕ. Шел, «ачи-пăчи выляса чупса çỹрет урамра» теме çеç чĕлхе çаврăнаймасть: хальхи ачасем урамри вăйăсене мар, ытларах чухне пỹртре компьютер умĕнче ларма килĕштеререх параççĕ çав.
Апла пулин те, мартăн 8-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура Керменĕ патĕнчи лапама ватти-вĕтти йышлăн пуçтарăнчĕ тесен пĕрре те йăнăшмăп. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тепĕр уявпа - Хĕле ăсатмалли кунпа – тỹрĕ килни кăмăл-туйăма тата та çĕклерĕ пулĕ.
Лапамăн икĕ енĕпе те суту-илỹ ĕçченĕсем хăйсен таварĕсене сĕнеççĕ: мĕн кăна туянма пулмасть-ши кунта?
Çывăхрах кăвайт çинче пиçекен тутлă шашлăк шăрши сăмсана кăтăклать, харăсах виçĕ-тăватă пысăк сăмаварта техĕмлĕ чей вĕрет...
Паллах, уява юрă-ташă ăстисем илемлетеççĕ. Ăçтан-ăçтан килмен-ши вĕсем? Акă, кивчукалсем ташласа та юрласа, алла-аллăн тытăнса сцена патнелле çывхараççĕ. Карапайшăмăршăсем хут купăссăр килĕç- и-ха уява? Виталий Столяров вăйçă, çулĕсем чылай пулнине пăхмасăр, юрату кĕввисене мĕнешкел хỹхĕм шăрантарать! «Ват лаша йăрана пăсмасть», - тесе ахальтен каламан пуль çав ватăсем...
Пĕтĕм лапам ташлать-юрлать, хĕле савăнăçлăн ăсатни аякранах илтĕнсе тăрать.
Уява килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ăшшăн саламларĕ, паян чи телейлисем хĕрарăмсемпе хĕрсем пулнине палăртрĕ.
«Сирĕн сăнăртан чечек пек илем нихăçан та ан çухалтăр, ĕçчен аллăрсем ывăнма ан пĕлччĕр, ĕçĕрте те, килте те пурте лайăх пултăр», - терĕ Владимир Васильевич.
Район пуçлăхĕ Менир Хамдеев та уяв халăхне ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунчĕ.
Владимир Денисов хĕллехи спортра палăрнă çамрăксене Грамотăпа чысланине те уява килнисем хыттăн алă çупса саламларĕç.
Уяв спорт ăмăртăвĕсемсĕр епле ирттĕр-ха? Дартс, армрестлинг, кире пуканĕ йăтасси, вĕренпе туртса вăй виçесси, пĕрене çине улăхса ларса михĕсемпе «çапăçасси», мини-футбол... Хăш вăййа килĕштеретĕн, суйласа ил те парнене тивĕç пул!
Янăрарĕ, шавларĕ те кĕрлерĕ уяв, культура ĕçченĕсем ывăнма пĕлмесĕр халăха савăнăç парнелерĕç. Кăçалхи уяв ытти çулхисемпе танлаштарсан урăхларах – хаваслăрах та илемлĕрех иртнине палăртмасăр хăварма юрамĕ. Маттур, культурăра вăй хуракан ĕçченсем, сире курса ватти-вĕтти тỹссе тăраймарĕ – пурте ташă-юрă картине тăчĕç...
Сивĕ хĕле савăнăçлăн ăсатни, Çуркуннене чаплăн кĕтсе илни район пурнăçне хăйне евĕр илем кĕртрĕ, кăмăла çĕклерĕ.
«Килчĕ ырă Çуркунне!» - çапла кăшкăрсах каларăмăр уявран тулли савăнăçпа саланнă май.
Ив. САЛАНДАЕВ.