Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивчукалсем - çĕнĕлле

10 марта 2017 г.

Кивчукалсем кăçалхи смотр-отчета чăннипех те çĕнĕлле йĕркеленĕ. Кунта чи малтанах Раççейри Экологи, Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене тĕпе хунă.

 Смотр-отчет «Сыхла, Çĕр» юрăпа ташă композицийĕпе уçăлчĕ. Çакăн хыççăн шкул çулне çитмен ачасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Арçынсен ансамблĕ те хальхинче куракансене çĕнĕ юрăсемпе тыткăнларĕ. З.Карзановапа Г.Мандрюкова шăрантарнă такмаксем хыççăн çынсем ташша çапманни кăна юлчĕ. Акă ăçта вăл чăн-чăн ăсталăх!

 Хĕрарăмсен ансамблĕ кăçалхи смотр-отчет валли лирикăллă, тарăн шухăшлă юрăсем хатĕрленĕ. Асаннесем те çамрăксенчен юласшăн мар – вĕсен ансамблĕ хальхинче «Ĕмĕр вăрăм» юрăпа савăнтарчĕ. «Пилеш» фольклор ушкăнĕ те хăйне лайăх енчен çеç кăтартрĕ. 

Программăра шỹт-кулăш та пулмарĕ мар.

Чи хумхануллă самант – Е.Борзова Р. Рождественскийĕн «210» поэмин сыпăкĕсене вулани. Н.Захаровапа Н.Иванов, Петрпа Наталья Ильдяковсем те артистсенчен кая мар.

Смотр-отчет «Тăванлăх юрри» юрăпа вĕçленчĕ. Чăнах та тăванлăха мĕн çиттĕр – ăна нимĕнпе те хаклаймăн.

 Культура çуртĕнче тăван районăмăр юбилейне халалланă «СССРтан пуçланнă» курав та тыткăнларĕ. Совет самани вăхăтĕнчи тĕрлĕ экспонатсем вырăн тупнă унта. «Пирĕн алăсем пĕлмеççĕ канăçа» куравра алă ĕçĕн ăстисен япалисем пулчĕç. 

Н. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика