14 марта 2017 г.
Çулсерен Анат-Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта тĕрлĕрен уявсене халалласа мероприятисем иртеççĕ.
Нумаях пулмасть, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа 1-мĕш класс ачисем аннесем валли уяв концерчĕ хатĕрлерĕç. Класс ертỹçи Л.Юнкерова ачасене анне çинчен илемлĕ юрă-ташă, сăвă вĕрентнĕ. Арçын ачасен «Яблочко» ташши пурне те хавхалантарчĕ, алă çупма хистерĕ. Хĕрачасем «Çурхи чечексем» ташă ташласа аннесене тыткăна илчĕç. «Бабушки-старушки» сценкăпа арçын ачасем пурне те хавас кăмăл парнелерĕç.
Çакăн пек мероприятисем ирттернĕ çĕрте класс ертỹçин тỹпи пысăк. Учитель ачашăн анне пек çывăх пулать, вăл пурне те ырра вĕрентет.
Нумай ырă та ăшă сăмах каларĕç пĕр-пĕрне çак кун ачисемпе амăшĕсем. Уяв вĕçĕнче ачасем амăшĕсене хăйсен аллисемпе тунă парнесем парса савăнтарчĕç. Çак парнерен хакли мĕн пултăр-ха тата?
Тепĕр хутчен чипер çуркунне çитнĕ ятпа саламлатпăр çак шкулта ĕçлекен маттур та пултаруллă çынсене. Малашне те пирĕн ачасемпе ĕçлеме вĕсен хавхалану тата сывлăх пултăр!
Амăшĕсен ячĕпе Т. Воробьева.