17 марта 2017 г.
ЫТАРМА çук илемлĕ вырăнта пурăнатпăр эпир, шăмăршăсем. 51 пин гектар ытла лаптăк çинче вăрман кашлать. Тăрă шывлă пысăк çырмасем, туй шăнкăравĕ пек янравлă çăлкуçсем, чечеклĕ улăх-çаран...
Çак илемпе савăнмалла, çутçанталăк пуянлăхне упраса пурăнмалла. Хамăр ырлăхра пурăннипе кăна лăпланмалла мар, пулас ăрусем пирки те шутламалла. Мĕн хăваратпăр вĕсем валли хамăр хыççăн, упрама-ỹстерме пĕлмесĕр çутçанталăка сиен кỹместпĕр-и?
Хамăн пĕр статьяра эпĕ Шăмăршă вăрманĕ çỹп-çап тăкмалли свалкăна çаврăнма пуçлани çинчен чуна ыраттарса çырнăччĕ. Нумай-нумай вулакан хаçатра тĕрĕс çырнине палăртрĕ, кун пирки хампа тĕл пулсан та, редакцие шăнкăравласа та пĕлтерчĕç.
Эпĕ вăрман хуçисемпе халăх суйланă депутатсем çак статьяра хускатнă ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ ĕç тăвасса кĕтнĕччĕ. Вăрмана варалакансене, çутçанталăка пĕр шеллемесĕр, чунсăрла та çăткăнла сиен кỹрекенсене тупса палăртас тĕлĕшпе мĕн те пулин тăвĕç тесе шутланăччĕ.
Шел, хаçатра çырни пăрçа пăшалĕпе стена çине пенĕ пекех пулчĕ: йĕр те хăвармарĕ, сассине те илтес темерĕç.
Юрĕ, тейĕпĕр, хальлĕхе вăрмана кĕрсен çỹп-çап купипе такăнса ỹкместпĕр-ха, пушаннă эрех кĕленчисемпе консерва банкисем те утса çỹреме питех чăрмантармĕç. Анчах тасамарлăх куписем çулсерен ỹссе пыни, эрех-сăра тусĕсем çĕнĕрен çĕнĕ лаптăксене варалама тытăнни пĕрре те пăшăрхантармалла мар-и-ха вара?
Эпĕ районта экологи субботникĕ йĕркелеме, вăрман хĕррине те пулин тасатса-тирпейлесе тухма сĕннине те депутатсем ырламарĕç. Вăрман хĕрри – район сăн-сăпачĕ-çке, енчен те кунта шуйттан та урине хуçма пултарать пулсан хăнасем пирĕн пирки мĕн шутлĕç?
Кашни ял çумĕнчех вăрман тăрăхĕ пур. Çынсем, уйрăмах çамрăксем, унта шашлăк пĕçерме, канма çỹреççĕ. Мĕн кăна пăрахса хăвармаççĕ-ши вĕсем хăйсем хыççăн? Çакнах пĕве хĕррипе çăлкуç таврашĕ пирки те каламалла. Варалатпăр, вататпăр, иртĕхетпĕр.
Хăналантăмăр пулсан, пушаннă кĕленчесене, пластик савăт-сапана пакета хурса илсе кайма çук-ши ĕнтĕ? Мĕншĕн сумсăра кăлармаллла-ха кану вырăнне, хамăр хыççăнтирпейлĕ юлсан ыттисем те пиртен тĕслĕх илĕччĕç.
Ялти тата ун таврашĕнчи тирпейлĕхе ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕччен туса пĕтереймест. Çак тирпейсĕрлĕхшĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чунтан пăшăрханнине эпĕ пĕрре кăна мар асăрханă. Вăрман тăрăхĕнче е пĕве хĕрринче камсем ашкăннине лайăх пĕлсен те, пуçлăх нимех те тăваймасть. Çынсен хăйсен совеç пулмалла, çутçанталăк ытамĕнче тирпейлĕ пулма ача чухнех вĕренмелле.
Енчен те ашшĕ-амăшĕ, тетĕшĕ-аппăшĕ тавралăха тирпейлеме тăрăшмаççĕ пулсан, ачасенчен мĕн кĕтĕн-ха?
Экологи çулталăкĕ тетпĕр, хамăр вара çак çулталăка мĕнле тĕллевпе йĕркелени пирки шутламастпăр. Çỹп-çаппа тасамарлăхран хăтăлма вăхăт çитрĕ, юлташсем! Текех кун пек пурăнма юрамасть, вăрман та, улăх-çаран та, пĕвепе кỹлĕ те таса та тирпейлĕ пулччăр.
Юр кайсанах пĕтĕм тасамарлăх куç умне тухать. Атьăр-ха, ял-йыш, ватти-вĕтти пуçтарăнса тавралăха тирпей-илем кỹме тухар! Аслă Мăнкун умĕн пур çĕрте те субботник йĕркелесчĕ, кил умĕнче, урамра, ял йĕри-таврашĕнче тирпей тăвасчĕ.
Ĕлĕкрех субботнике «ĕç уявĕ» теттĕмĕр, пĕрлехи ĕçрен никам та пăрăнса юлман. Унччехи ырă йăлана çĕнĕрен чĕртсе тăратасчĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен халăх ĕçне ертсе пымалла, çỹп-çапа çийĕнче тиесе тухма транспортпа тивĕçтермелле.
Паллах, пĕр субботникпе çеç тасалса пĕтеймĕпĕр, темиçе хут та тухма тивĕ.
Такамшăн мар вĕт, хамăршăн, тăван ялшăн ĕçлетпĕр.
Пĕрлехи ĕçрен пăрăнса юлма тăрăшакансене халăх умĕнче питлени те йăнăш туни пулмĕ.
Йĕркеллĕ çын хăнана кайсан нихăçан та хуçа çуртне вараласа-çỹпĕлесе хăвармасть, намăс-симĕсе ăнланать. Шел, çак намăс-симĕс тени вăрмана е пĕве хĕррине кайнă чух киле «манса юлать» пулмалла. Çакă ыраттарать те ман чĕрене. «Пĕве хĕрринче – юнлă кĕленче» статьяна та эпĕ пĕлтĕр хам куçпа курнă тăрăх чунтан хурланса çырнăччĕ. Аслисем çĕмĕрсе хăварнă эрех кĕленчин ванчăкĕ çине ăнсăртран пусса пĕчĕк хĕрача урине кастарни нихăçан та манăçмĕ. Суранран пĕр чарăнми хĕп-хĕрлĕ юн юхать, çак юн хĕрачан хитре чечеклĕ кĕпине йĕпетет...
Хăрушă!
Ив. САЛАНДАЕВ.