17 марта 2017 г.
РАЙОН администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов 2017 çулхи çурхи шыв-шур вăхăтĕнче пурнăçламалли тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ.
Унпа килĕшỹллĕн, районта штаб, кашни ял тăрăхĕнчех вара çурхи шыв-шуртан асăрханас тĕлĕшпе комиссисем туса хунă.
Шăмăршă районĕн территорийĕнче 10 гидротехника сооруженийĕ шутланать. Вĕсен пурин те хуçисем пур. Гидротехника сооруженийĕсем çурхи шыва йышăнма тата ытлашшине юхтарса кăларма хатĕр пулмалла.
Районта пĕртен-пĕр яла - Асанкассине - шыв илме пултарать. Енчен те кĕтмен лару-тăру сиксе тухсан, шыв илме тытăннă урамра пурăнакансене çийĕнчех эвакуацилеме палăртнă. Вĕсене турттарма 2 транспорт единици хатĕр тăрать. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхпе ытти пурлăха та васкавлăн куçарма майсем çителĕклĕ.
Кĕтмен лару-тăрăва çийĕнчех сирсе яма районта финанс резервне туса хунă, çынсем тата ятарлă техника васкавлăн ĕçе пуçăнма хатĕр.
Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче ачасене уйрăмах пăхса-асăрхаса тăмалла: вĕсем пĕве е çырма хĕррине ан пыччĕр, пăр катăкĕ çине кĕни те пурнăçшăн хăрушă. Асăрханулăх пур çĕрте те кирлĕ.