17 марта 2017 г.
АННЕ телейне кашни хĕрарăм курма ĕмĕтленет. Анчах та çут ĕмĕте тепĕр чухне пепкен хавшак сывлăхĕ тĕксĕмлетет.
Çулсерен районта чирлĕ ача çуралнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Чирĕн хăш-пĕр палли пепке çут тĕнчене килсен палăрать, теприсене вара ятарлă тĕпчев кăна кăтартать. Чирсенчен чылайăшĕ хырăмри ача 9-10 эрнере чухне аталанма пуçлать. Хăвăрт аманма, сиенленме пултаракан самант – арлăх клеткисем «пиçнĕ» вăхăт. Апла пулсан хĕрарăмăн çеç мар, арçыннăн та сывă пепке çуратас тесе хатĕрленмелле. Ача чирлĕ çураласси çутçанталăкран, пирĕн пурнăç йĕркинчен килет. Чылай чухне вĕсем кỹрекен хăрушлăх пирки пĕлместпĕр те, шухăшламастпăр та. Уйрăмах витĕмлĕ сăлтавсем: хĕрарăм ỹсĕм çулĕ, тухтăр сăнавĕсĕр сипленни, вăрах вирус инфекци чирĕсем, эрех ĕçни, пирус туртни, çителĕксĕр çини, професси тата экологи сиенĕ, кĕтмен çĕртен çие юлни.
Çулсем иртнĕ май çын организмĕ те, арлăх клеткисем те ватăлаççĕ. Вĕсенче вара пулас ачасем валли питĕ кирлĕ генетика материалĕ упранать. Вунсаккăртан пуçласа вăтăр пилĕк çула çитиччен – ача çуратмалли чи лайăх вăхăт. Çамрăкрах е аслăрах хĕрарăмсем çие юлнă тапхăра йывăррăн ирттереççĕ, чирлĕ ача çуралас хăрушлăх та пысăк.
Тухтăр сăнавĕсĕр ĕçнĕ эмелĕн сиенĕ питĕ пысăк. Онкологи чирĕнчен сиплекен эмелсем, антибиотик ушкăнне кĕрекеннисенчен хăшĕ-пĕри (йывăр çын врач ирĕкĕпе антибиотикпе сипленме пултарать-ха ĕнтĕ), çавăн пекех контрацептивсемпе асăрхануллă пулмалла. Вĕсемпе усă курнă чухне çие юлни уйрăмах хăрушă. Чĕре, юн тымарĕ, ар тытăмĕ сиенленнĕ ача çуралма пултарать. Пулас ача сывлăхĕшĕн шухăшлакан эрех, пирус тата наркотик усал йăла пулнине манмастех. Малтанхи 9-10 эрнере эрех-сăра ĕçни уйрăмах хăрушă: алкоголь варти пепкене вĕлерме те пултарать. Кунсăр пуçне ĕçекен ашшĕ-амăшĕн ачи пĕчĕк виçеллĕ çуралать, ăс-тăн, кĕлетке аталанăвĕ юлса пырать, шалти органсем сиенленеççĕ.
Туртакан çынпа пĕр пỹлĕмре пулни те ача кĕтекен хĕрарăмшăн хăрушă. Пирус тĕтĕмĕпе ăша кĕрекен никотин ачан юн çаврăнăшне пăсать, шалти органсен йĕркеленĕвне аркатать, кайран вара унăн психики, калаçăвĕ тантăшĕсенчен юлса пырать. Çие хăварас текен хĕрарăмăн сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла, витаминсемпе пуян çимĕçпе апатланмалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла. Сывă пепке кăна çемьене телей парнелет.
Спортпа туслă пулни, урă пурнăç йĕркине тытса пыни сывлăха упрама пулăшĕç.
Л. КУЗНЕЦОВА, акушер-гинеколог.