21 марта 2017 г.
ПАЛТИЕЛ çывăхĕнчи вăрманта - Хырла çырминче - халăхра «Шăмăршă тинĕсĕ» текен пысăк шыв управĕ вырнаçнă. 2017 çулхи çурхи шыв-шура йышăнма тата ытлашши шыва юхтарса кăларма хатĕр-и вăл? Кĕтмен лару-тăру сиксе тухасран сыхлав служби сыхă тăрать-и?
Çак ыйтусене вырăна тухса уçăмлатас тĕллевпе иртнĕ эрнере водохранилищĕре Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Т.Иванова, çак министерствăна кĕрекен «Гидроре- сурс» хысна учрежденийĕн директорĕ Д.Гайнуллин, Шăмăршă район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ И.Гаврилова тата ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ В.Давыдов пулнă, гидротехника сооруженийĕсем çирĕп те шанчăклă пулнине палăртнă. Çурхи шыв мĕн чухлĕ пуçтарăнсан та водохранилище ăна йышăнма хатĕр. Ятарлă служба талăкĕпех дежурствăра тăрать.
Кунта çакна та хушса калас килет: водохранилищĕне курса савăнма çеç мар, чăн малтан халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме тунă. Шел те, укçа-тенкĕ тивĕçменнипе объекта вĕçлеме май килмен, районти ялсене хăçан тăрă шыв çитесси пирки пирĕн ĕмĕтленмелли çеç юлать...
В.БОРИСОВ.