21 марта 2017 г.
ÇАК темăпа калаçу ирттернĕ иртнĕ эрнере районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ Н.Мазякова Патирекри тата Анат Чаткасри тĕп шкулсенчи ачасемпе тĕл пулнă май. Кунта вĕренекенсене вăл ачан мĕнле правăсем пурри тата çак правасене мĕнле хỹтĕлемелли çинчен каланă. Çул çитмен ачасен те, пысăк çыннăнни пекех, хăйсен тивĕçĕсем пур. Çак тивĕçе вара ачан тĕрĕс те йĕркеллĕ пурнăçламалли çинчен аса илтернĕ. «Енчен те сирĕн правана кам та пулин пăсать пулсан, сире килте е шкулта кам та пулсан хытă кỹрентерсен, сирĕн никамран та пулăшу ыйтмалли çын çук пулсан, эсир шанăç телефонĕпе шăнкăравлама пултаратăр. Ку вăл тỹлевсĕр шăнкăрав. 8-800-2000-122 телефон номерĕпе шăнкăравласан сире тивĕçлĕ хурав тата пулăшу парĕç», - тенĕ Наталья Анатольевна. Çак номерпе ачасем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те шăнкăравлама пултараççĕ.
Çавăн пекех «Полици тата ачасем» акципе килĕшỹллĕн Н. Мазяковапа ку тăрăхри участковăй уполномоченнăй М. Тимербулатов çак тĕлпулура ачасене районти ачасем мĕнле преступлени ытларах тунине каласа панă, çул çитмен ачасен каçхи тата çĕрлехи вăхăтра урамра миçе сехетчен пулмаллине тата хăйсене мĕнле тытмалли пирки асăрхаттарнă.
Çакăн пек тĕлпулу Пуянкассинчи тĕп шкулта та пулнă. Кунта та калаçу тĕрлĕ тема тавра иртнĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн аслă инспекторĕ И.Иванская çул çитмен çамрăксене ĕçе вырнаçтарас ыйтусем çине тулли хурав панă. Кунти участковăй уполномоченнăй Д.Сейфуллин «Сообщи, где торгуют смертью» акци пуçланнине аса илтернĕ, район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ Э.Филиппова та вĕренекенсемпе интереслĕ калаçу ирттернĕ.