04 апреля 2017 г.
«КАПКĂН» журналта вуланă сăвă йĕркисем асăма килчĕç:
«Коррупци мĕн? - тееççĕ,
Мĕнпе пуçса çиеççĕ?»
Ан вăрла, ан ил нихçан -
Хăть япалан, хăть укçан.
Вара перĕнмĕ саккун,
Лăпкă пулĕ ялан чун.
Саккуна сума сăвар,
Коррупцие тĕп тăвар!
Çапла, темиçе çул каялла эпир «коррупци» сăмах мĕне пĕлтернине те ăнлансах кайман, чăвашла-вырăсла словарь хатĕрлекенсем те ăна тăтăшах «сиктерсе» хăваратчĕç. Чăнах та, «коррупци» сăмаха тĕп- тĕрĕс мĕнле куçармалла-ха?
2002 çулта пичетленсе тухнă вырăсла-чăвашла словарьте коррупцие «укçашăн сутăнни» тенĕ. Патшалăх чиновникĕсем тата влаç органĕн представителĕсем, хăйсен ĕçри вырăнĕпе усă курса, саккунсăр майпа пуйма тĕллев тытнине коррупци теме пулать иккен. Коррупци патшалăх экономикине пысăк сиен кỹрет, ахаль граждансем пурнăçра тĕрĕслĕхпе чăнлăх пуррине те шанма пăрахаççĕ.
«Укçапала эрехех
Çынна ăсран кăларать»,
- чунтан тарăхса та пăшăрханса çырнă Константин Иванов çак йĕркесене. Ман шутпа, питĕ тĕрĕс каланă.
Астăватăп-ха ача чухнехине: ялти арçынсем вăрмана кайма пуçтарăнсан яланах: «Юлташна илтĕн-и?» - тесе шỹтлетчĕç.
«Илтĕм-ха, лавккарине те, килтине те», - йăл! кулса хуравлатчĕ вăрман касма ниме пуçтараканни.
Пыра-киле «юлташ» тени мĕне пĕлтернине ăнланма тытăнтăм. Çапла каласа вăрмана хупа пĕрле эрех е сăмакун илмеллине систернĕ иккен. Леснике хăна тумасан тата укçа тỹлемесен лайăх йывăç кастар- ман, документу пулсан та ултă-çичĕ хут хыçран чуптарнă.
Ĕлĕкрех çаплаччĕ, халĕ вăрманта çирĕп йĕрке туса хунă тесе шутлатăп. Эрехпе укçашăн çеç çунакансене çутçанталăка сыхлама шанмаççех пулĕ ĕнтĕ. Капла качакана купăста пахчине хураллама хушнă пекех вĕт.
Коррупцин анлă сарăлнă енĕ - взятка. Çак сăмаха чăвашла куçарнине ниçта та тĕл пулмарăм. Вăл е ку ĕç тума пулăшнăшăн чиновнике ырă сунса кучченеç панине чăваш нихăçан та саккуна хирĕçле ĕç тесе шутламан. Çавна пулах «взятка» сăмах та чĕлхе тулашне тăрса юлнă.
Халăхпа тĕл пулса калаçатăн та, Шупашкарта е ытти хулара укçасăр тата кучченеçсĕр ĕç кăларма йывăрри çинчен пăшăрханса пĕлтернине илтетĕн. Пурте тĕрĕс калаççĕ тесе çирĕплетейместĕп, анчах сас-хура ахальтен çуралмасть пулĕ.
Саккун взятка илекен çеç мар, паракана та çирĕп айăплани çинчен хăшĕсем пĕлмеççĕ те пулĕ. Çавăнпа та пуç тавра шутласа пăхмаллах: памалла е памалла мар?
Тỹрĕ кăмăлпа, хăйне ыттисенчен пысăка хумасăр ĕçлекен çынна халăх яланах хисепленĕ. «Çăлкуç шывĕ пек таса унăн чунĕ», - теççĕ çавăн пек çын пирки. Тĕрĕс пурăннине мĕн çиттĕр? Укçашăн сутăна- кан чиновниксен ирсĕр ĕçне вара тăрă шыв çине кăларма хăрамалла мар. Унсăрăн эпир нихăçан та коррупцирен хăтăлса пĕтеймĕпĕр.
Шутлатăп та, «коррупци», «взятка» сăмахсем чăваш чĕлхинче пачах та пулманнишĕн савăнмалла кăна пирĕн. Ĕçчен те ырă халăхăмăр мĕн авалтан тĕрĕслĕх çĕнтерессе ĕненнĕ, саккуна хисеплесе пурăннă. Çак йăла ĕмĕр-ĕмĕре пытăрччĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.