07 апреля 2017 г.
АРÇЫННĂН хăйĕн ĕмĕрĕнче çурт тумалла, ача çитĕнтермелле, сад пахчи лартса чĕртмелле. Ку - пиртен тухнă йăла мар, мĕн ĕлĕкрен çапла пулнă.
Аслăрах ăрури çынсем колхоз-совхоз сачĕсене лайăх астăваççĕ-ха. Улма йывăççипе чие йывăççине, хурлăханпа хăмла çырлине пĕтĕм йышпа лартса, пĕчĕк ачана пăхнă пек упраса ỹстернĕ. Районти кашни шкултах, çавăн пекех вăрман хуçалăхĕпе «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче те пурччĕ сад пахчисем. Улми-çырли тупăш кỹнĕ, халăха савăнтарнă. Çуркунне садсем шап-шурă çеçкереччĕ, çу кунĕсем вĕçленеспе татса пĕтерме çук çимĕç ĕлкĕретчĕ. Ун чух хальхи пек лавкка тулли çĕр-çĕр çухрăмран илсе килнĕ улма-çырлапа пахчаçимĕç пулман, хамăр валли хамăр вăйпа çитĕнтернĕ. Тен, çавăнпах ача- пăча та сывлăхлă ỹснĕ, хими имçамĕ мĕнне те чухламан.
Улма-çырла йывăççисене килти пахчасенче те лартнă. Тăхăрвуннăри шурă сухаллă ватă çын тăрăшсах йывăç лартнине курсан, иртен-çỹрен çапла ыйтнă: «Мĕн тума лартатăн-ха, асатте, çимĕçне пурпĕрех çисе кураймастăн вĕт?»
Старик кĕреçине çĕре хунă та, вăрăм сухалне сарлака аллипе шăлса илсе сăмах каланă: «Тĕрĕс, эпĕ нумай пурăнаймăп. Манăн мăнуксем пур, вĕсен ачисем те чупса çỹреççĕ. Эпĕ лартнă йывăç вĕсене пылак панулмипе савăнтарĕ. Йывăç лартни - ырă ĕç, сад ĕрчетекене халăх та хисеплет».
Сад пахчисен пысăк пайĕ хĕллехи шартлама сивĕре хĕн курнă хыççăн çĕнĕрен лартса чĕртекенсем питех курăнмарĕç. Колхозсемпе совхоз та, ыттисем те йывăç лартса аппаланас темерĕç. Уйрăм шкулсем çеç, хастар чунлă учительсем пуçарнипе, темиçе тĕп улма йывăççипе ытти йывăç-тĕме пурнăç пачĕç. Пуянкассисем, акă, шкул директорĕнче ĕçленĕ Геннадий Алексеева халĕ те ырăпа аса илеççĕ: кунти сад пахчи кашни çулах лайăх тухăçпа савăнтарать, шкул столовăйĕ валли те улма-çырла компочĕ хатĕрлеççĕ.
Карапай Шăмăршăри вăтам шкул çурчĕ, çап-çара вырăна туса лартнипе, ытла та тăлăххăн курăнатчĕ. Учительсемпе ачасем пысăк вăй хурса кунта сад пахчи лартса чĕртрĕç. Кашни çулах шкултан вĕренсе тухакансем улма-çырла йывăççисем лартса хăвараççĕ, кĕçĕнреххисем вĕсене пăхса ỹстереççĕ. Çак ырă йăла районти ытти шкулсенче те анлă çул тупсан çав тери лайăх пулĕччĕ.
Халĕ çамрăк хунавсем тупма йывăр мар: Патăрьелĕнчи питомникре те, пасарта та сутаççĕ. Юлашки çулсенче груша тата слива, черешня хунавĕсене те сутма тытăнчĕç. Питомник ертỹçисем каланă тăрăх, шăмăршăсем улма-çырла йывăççисене сахал туянаççĕ иккен, ытти районсем пирĕнпе танлаштарсан чылай маттуртарах.
«Сад ĕрчетни усăллă пулни çинчен хаçатра нумайрах çырăр-ха, тен, йывăç лартас текенсем ытларах пулĕç», - сĕнчĕç пире питомник ĕçченĕсем.
Эпир çырăпăр-ха, анчах ĕçлес темен кутăн çынна ỹкĕте кĕртме çав тери йывăр. Пахчине вĕлтĕренпе эрĕм пусса илнĕ, çумлама е çавапа çулма ỹркенет. Йывăç лартма-и унта - сухан е ытти пахчаçимĕç çитĕнтерме те кахалланатпăр вĕт! Лавккарине кăна туянма хăнăхса кайрĕç çынсем.
Усăллă-и сывлăхшăн çав улма-çырлапа пахчаçимĕç, сиенлĕ-и - пурпĕрех çиетпĕр. Хамăр лартса ỹстерни сывлăха та çирĕплетĕччĕ, кăмăла та çĕклĕччĕ, ача-пăчана ĕç çумне çыпçăнма вĕрентĕччĕ.
Тухса пăхăр-ха пасара: кам та пулин йỹçĕтнĕ панулми сутать-и? Мантăмăр çав ăна хатĕрлеме, пĕлекенсем те аппаланасшăнах мар. Панулми сĕткенĕ юхтаракансем те сахал. Лавккаран туянни, паçăрах каларăм ĕнтĕ, пирĕн сывлăхшăн сиплĕ пуласси питĕ иккĕлентерет. Тухтăрсем кун пирки асăрхаттарсах тăраççĕ, лавккарине мар, килти пахчара çитĕнтернине çиме сĕнеççĕ.
ÇАК кунсенче кăна-ха Карапай Шăмăршăра командировкăра пулма тиврĕ. Ĕçлĕ канашлу хыççăн ялти илемлĕ пултарулăх коллективĕ концертпа савăнтарчĕ.
«Ай-хай улма йывăççи,
Улми çỹлтен татасси.
Улми хăех тăкăнать,
Çамрăк ĕмĕр ватăлать...»
- шăрантарчĕ хĕрсен ушкăнĕ. Юрă сăмахĕсем, темшĕн, чуна хускатрĕç, шухăша ячĕç. «Çуркунне килти пахчана тата икĕ е виçĕ тĕп улма йывăççи лартатăпах!» - çирĕппĕн каларăм хама хам. Тус-юлташа, ял халăхне хаçат урлă улма-çырла йывăççисем лартма чĕнсе калатăп.
Ив.САЛАНДАЕВ.