Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуянкасси! Сана илем кỹрет ĕç сасси

11 апреля 2017 г.

«КОЛОС» ОООн техника паркĕнче тимĕр сасси янăрани çĕр ĕçченĕсем çуракине васкасах хатĕрленнине çирĕплетет. Тĕрĕссипе, тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли техника юсавлă-ха, анчах тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслемесĕр акана тухаймăн.

Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Виктор Захаров кăмăллăн шỹтлесе илчĕ:

_ Апрелĕн 22-мĕшне кăçал та хирте ирттермелле пулать ĕнтĕ. Кашни çулах çапла.

Шăпах çак кун Виктор Николаевич 60 çул тултарать иккен. Юбилее çуракинче кĕтсе илнишĕн пĕрре те пăшăрханмасть чăн-чăн çĕр çынни. 

Геннадий Макаров фермерăн хуçалăхĕнче те ĕç шавĕ тăрать. Çуракине хатĕрленнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх ферминче те тăрăшса ĕçлеççĕ. Фермер хуçалăхĕ предпринимателе куллен çуршар тонна ытла паха сĕт сутать. Сĕт _ куллен кĕрекен укçа, çавăнпа та Геннадий Макаров сăвакан ĕнесен йышне ỹстерсех пырасшăн. 

Ăнăçу пултăр сире, пуянкассисем! 

В.ЮМАНОВ, хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика