11 апреля 2017 г.
СĂМАХĂМА ваттисем каланинчен пуçларăм та-ха, анчах та иккĕленетĕп: ăнланĕç-ши мана паянхи çамрăксем?
Çак калаçăва хускатма мана редакцие килнĕ çыру хистерĕ. Хальхи саманара конвертлă çыру илни хăех тĕлĕнмелле япала: почта урлă хыпар-хăнар çитерме манса пыратпăр, пурте тенĕ пекех кĕсье телефонĕпе усă куратпăр.
Çыру авторĕ _ ватă çын. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче колхозра халран кайса ĕçленине, хăрушă выçлăха тỹссе ирттернине чун ыратăвĕпе аса илет вăл.
«Юрать-ха, пирĕн пек ватăсене патшалăх пăрахмасть, пенси укçине кашни уйăхрах тỹлет, _ çырать ватă хĕрарăм. _ Çак укçана пулах ачасемпе пăсăлтăм, мана урама кăларса ывăтманни кăна...»
Тăватă ача çуратса çитĕнтернĕ вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ. Упăшки çирĕм çул каяллах çĕре кĕнĕ. Марье аппа (паллă сăлтава пула, ятне улăштаратăп _ автор) кĕçĕн ывăлĕн çемйинче пурăнать.
«Пĕлтĕр йывăр чирлесе ывăл та вилчĕ, _ пĕлтерет Марье аппа. _ Хамăн та пурăнмалли нумай юлмарĕ пулĕ. Ывăл вилсен кин кăмăлĕ тăруках улшăнчĕ, мăнукăмсем те манпа хăр! та хар! калаçма тытăнчĕç. Мĕн тунă-ха эпĕ вĕсене? Пенси укçине хам алла илме тытăнтăм, çавă çеç.
Виличчен ытти ачасемпе мăнуксене те пулăшса хăварас килет вĕт-ха. Çуралнă кунĕсенче парнепе савăнтарас килет. Çук, ăнланмасть çакна кĕçĕн кин, мăнуксене те мана хирĕç калаçма хăнăхтарчĕ. Уйăхне çичĕ пин тенкĕ паратăп вĕт-ха, ку кăна çитмест вĕсене. Пенсие йăлтах пама ыйтаççĕ. Пур пек укçана ниçта пытарма пĕлменнипе кỹршĕ хĕрарăмне упрама патăм.
Кашни кун ятлаçаççĕ манпа, кашни кун укçа ыйтаççĕ. Йĕре-йĕре куççуль те тухми пулчĕ ĕнтĕ, çиме ларсан апат та анмасть.
Кин «тăрăшнипех» ытти ачасемпе мăнуксем çуралса ỹснĕ килĕнчен сивĕнчĕç, çулталăкне пĕрре _ çимĕк ратиттĕлĕнче _ масар çине вилнисене асăнма килеççĕ. Ман вĕсене яланах курас килет. Масар çинче кăна мар, тăван килте шăкăл-шăкăл калаçса ларас килет»...
«Ытлашшине те çыртăм пуль, каçарăр, _ чунне уçать ватă çын. _ Урăх никампа та калаçма çук, ял хушшине тухса çỹреме урасем ыратаççĕ. Эпĕ сиртен çакна çеç ыйтасшăн: тархасшăн, хаçатра çырса кине ăса кĕме пулăшăр! Хăй те хăçан та пулин ватăлать, хăйĕн шăпи те манăнни пек килсе тухмĕ тесе кам шантарайĕ? Турă вăл пурне те курать, илтет, усал кăмăлпа ăна хытă çилентеретĕн. Манăн пенси укçипе нумай мала каяймĕ, Турă умĕнчи çылăхĕсем вара пухăнсах пырĕç.
Çак çырăва кỹршĕ хĕрарăмне парса яратăп. Вăл Шăмăршă больницине кайсан редакцие кĕртсех пама шантарчĕ. Çĕр çинче ырă çынсем пĕтмен-ха, ырă çынсем пĕтсен тĕнче те арканса кайĕччĕ. Ун патне çитес марччĕ, укçана сутăнни шуйттана сутăннипе танах, ачамсем».
ÇЫРУРИ юлашки йĕркесене вуларăм та, хам та тарăн шухăша путрăм. «Çитмен пурнăç çапăçтарать», _ тетчĕç ĕлĕкрех. Халĕ мĕн çитмест-ши ĕнтĕ? Ватă çын хăйĕн пенсийĕн пĕр пайне ачисемпе мăнукĕсене валеçсе панишĕн çемьере харкашу çĕклеме кирлехччĕ-ши? Анне вăл хăйĕн тăватă ачишĕн те анне, пурне те пĕр пек юратать, пуриншĕн те чĕрине ыраттарать. Мăнукĕсем те хаклă уншăн, пурне те юратать. Пурнăç вĕçĕнчи шутлă кунĕсенче те пулин савăнăç шевли çиçтĕрччĕ ватă çыннăн вун-вун пĕркеленчĕклĕ сăн-питĕнче, юлашки кунĕсене куççуль тăкса ан ирттертĕрччĕ...
Илтетĕр-и, асанне йĕрет.
Куратăр-и, алли чĕтĕрет.
Ан кỹрентерĕр, тархасшăн, ăна _
Ватă çын куççулĕ ыраттарать чуна.
Ив.САЛАНДАЕВ.