Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун умĕн тавралăх илемленчĕ

14 апреля 2017 г.

Мăнкун умĕн тавралăх илемленчĕ

ЫРĂ йăлана малалла тăсса, кĕçнерникун район центрĕнчи тĕрлĕ организаципе учрежденире ĕçлекенсем пĕр çын пек кар тăрса тавралăха тирпей-илем кĕртме тухрĕç.

 Шăмăршă урамĕсем куç умĕнчех тасалса тирпейленчĕç, хĕл каçа пуçтарăннă çỹп-çапа свалкăна тиесе ăсатрĕç. Пĕр коллектива ырласа теприне хурлама май çук - пурте хастар ĕçлерĕç.

 Ку - пысăк ĕçĕн пуçламăшĕ кăна-ха. Тирпей-илем субботникĕсем тата та пулĕç, тăван район 90 çул тултарнине чи ырă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илесчĕ. Субботнике ватти-вĕтти таранах хутшăнсан питех те аван пулĕччĕ. 

Район центрне çеç мар, ялсене те тирпейлемелле. Такамшăн мар, хамăршăн ĕçлетпĕр вĕт-ха, тăванăмăрсем!

В.ДАВЫДОВ, район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика