Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Качакасем тухрĕç урама, шăлĕсем çивĕч, кăшлама…

14 апреля 2017 г.

ТУПАТА, качака çинчен çырнинчен ытла хаçатра урăх пĕр выльăх пирки те çырман пулĕ. Акă, тавралăх ешерме тытăнĕ те, Шăмăршă урамĕсем тăрăх ушкăн-ушкăн качака çỹреме пуçлĕ. Астăватăп-ха, вырăнти пĕр сăвăç çапла çавăрттарса каланăччĕ: 

Шăмăршăн анлă урамĕпе

Качакасем утаççĕ кĕтỹпе.

Мĕн усси йывăçпа тĕм лартни _

Кăшласа яраççĕ ним юлми!

Çывăхартса кăна шутласан та, район центрĕнче пурăнакансем виççĕр пуç ытла качака тытаççĕ. Мăйракаллă çак эшкер урамран урама çỹресе çутçанталăка питĕ пысăк сиен кỹнине пурте пĕлетпĕр. Пĕлетпĕр те, нимĕн те тăваймастпăр. Качакасене ирĕкре çỹретме юраманни, кăкарса усрамалли çинчен çĕр хут çеç мар, пин хут каласан та усси çук. Ытла та хытă хăлхаллă çав качака хуçисем, çынна сиен туни пысăк çылăх пулнине нивушлĕ ăнланса илмелле мар-ши? 

Журналист ĕçĕпе республикăри нумай районта пулма тивнĕ. Район центрĕнче çеç мар, ялсенче те чечек клумбисем илемĕпе куçа илĕртнине кураттăм та, пирĕн патăрта ун пек марришĕн хытă пăшăрханаттăм.

Лартнин, тăрăшнин усси пулманнипех алă усăнать. Кун пек каланине нумай çынран илтнĕ. Ытти районсем ялсене тирпей-илем кĕртессипе республика конкурсне хутшăнаççĕ, преми илме тивĕçеççĕ, эпир çу хутах качакапа çапăçатпăр. Пĕр урамран хăваласа яратпăр, тепĕр урама çитеççĕ. Ăçта пахча алăкĕ уçă _ унта кĕрсе пысăк сăтăр тăваççĕ. Качака мăшкăлне тỹснĕ ватă хĕрарăм куççульпех йĕнине хам те курнă: купăстине те çинĕ, улма йывăçпа груша йывăççине те кăшланă. 

Паллах, выльăха ятланин усси çук, хуçине хытă асăрхаттармалла. Штраф тỹлеттермелле, ун пек те ăс кĕмесен тата та хытăрах айăпламалла.

Шăмăршă ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем урам тăрăх çỹрекен качакасене хупса та хунăччĕ, анчах хуçисем пырса та курманнипе ирĕксĕрех кăларса яма тивнĕ. Хуçи килмесен штраф та тỹлеттерейместĕн. Тата выльăха тăрантармалла та вĕт-ха, выçă качака макăрнине камăн илтесси килтĕр?

 Ман шутпа, çу кунĕсем çитиччен качака хуçисене пĕр çĕре пуçтарса калаçмаллах. Хăçанччен тỹссе пурăнăпăр çак выльăхсен мăшкăлне? Кăкарса усрасси килмесен, кĕтỹ йĕркелеме тăрăшмалла.

 «Индире ĕнесем ирĕкрех çỹреççĕ», _ терĕ мана килти хуçалăхĕнче пĕр теçетке качака усракан ватăрах арçын. 

Индире çапла пуль те-ха, ĕнене унта çвяттуйсен шутне кĕртнине те пĕлетĕп. Анчах та качакана «çвяттуй» ят панине илтмен. Е Шăмăршă урăх патшалăх-ши?

Экологи çулĕнче районта çĕр- çĕр тĕп йывăçпа тĕм лартма, чечек- сем ĕрчетме палăртнă. Ку тĕлĕшпе мероприятисен планне те çирĕп- летнĕ.

 Эпĕ астăвасса, кашни çуркуннех пирĕн тăрăхра пин-пин тĕп йывăç лартнă, анчах сахалăшĕ кăна чĕрĕлсе çĕкленнĕ. Кăçал та çапла пулса тухасран халех чун ыратать. Чечек клумбисем тунин те усси пулмĕ, качакасем пĕр хăварми çисе-кăшласа ярĕç.

 Ун пек ан пултăр тесен, выльăхсене ирĕкре çỹретме чармалла. Пĕр-пĕринпе ятлаçмасăр, чунпа ăнланса тăван ял илемĕшĕн тăрăшар, юлташсем. Урамра, çурт умĕнче, пахчара тирпей тăвар, районăмăр 90 çул тултарнине чи ырă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илер. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика