Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мотоблок инкек патне илсе пыма пултарать

14 апреля 2017 г.

ÇУЛ çинче çине-çинех инкек сиксе тухни шухăша ярать. Çулсерен машинăсен хисепĕ ỹссе пыни, асăрханусăрлăх, ỹсĕрле руль умне ларни нумай çын пурнăçне вăхăтсăр татать.

Унсăр пуçне юлашки çулсенче уйрăм çынсем хуçалăхра мотоблоксем тытма пуçларĕç. Вĕсемпе çĕрулми лартма-кăларма, пахча сухалама усăкураççĕ. Хиртен утă илсе килме те унпах каяççĕ. Мотоблок вăл кил-çурт таврашĕнче ĕçлемелли транспорт пулсан та, кил хуçисем унпа автомашина вырăнне усă курасси йăлана кĕре пуçларĕ. Çакă вара автоавари патне илсе çитерме пултарнине водительсем пĕрре те пуçа хывмаççĕ. 

Çавăнпа та, хисеплĕ водительсем, мотоблок, прицеппа пулсан та, çынсене илсе çỹремелли транспорт пулманнине ан манăр. Прицеп тĕрлĕ груз турттармалли хатĕр иккене асра тытăр!

 Енчен те мотоблокпа автоçул çине тухмалла пулсан хăрушсăрлăх тĕллевĕпе тĕттĕмре çутатакан ятарлă паллăсем вырнаçтармалла. Çул-йĕр правилисене пăхăнманнишĕн тимĕр урхамах водительне администра- тивлă е уголовлă майпа яваплăх тыттарма пултарнине те манмалла мар. 

Аса илтеретпĕр: 2016 çулта республикăра мотоблоксемпе çỹрекенсене пула 9 çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ, вĕсенче 12 çын аманнă, 5-шĕн пурнăçĕ татăлнă. 

Тата çакна каласа хăварар: çул çитмен ачасем мотоблок рулĕ умне ларни те питĕ пăшăрхантарать. Вĕсем çул-йĕр правилисене пĕлмесĕр çỹренине, çакă пысăк инкек патне илсе çитерме пултарнине те манар мар хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ. 

Чăваш Енри патшалăх техника надзорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика