Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагерь ачасене илĕртет

18 апреля 2017 г.

Иртнĕ  уйăхра Правительство çуртĕнче ачасен çуллахи канăвне пырса тивекен ыйтăва сỹтсе явнă.

Кăçал сывлăха çирĕплетмелли кампание 900 организаци хутшăнĕ. Вĕсенче 99 пин ытла ача канмалла. Вĕсенчен 48 пинĕшĕ - йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасем. Кампание пурнăçламашкăн 491 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă.

 Апрелĕн 1-мĕшĕнчен ачасене çуллахи лагере канма яма заявленисем йышăнма пуçланă ĕнтĕ. Республикăн Правительство ларăвĕнче ЧР ĕç тата социаллă аталану министрĕ Сергей Димитриев каланă тăрăх, çăмăллăхсем упранса юлнă. Путевка хакĕ 13 пин те 767 тенкĕ пулмалла. Хак пĕлтĕрхинчен 700 тенкĕ ỹснĕ.

 Çăмăллăхлă категорисене (5 е ытларах ачаллисене, сусăр ачаллисене тата ытти хăш-пĕр категорие) тỹлевсĕрех парĕç. Йывăр лару-тăрури çемьесене путевкăн 5 процентне кăна тỹлеттерĕç. Теприсем вара çемьери тупăша кура путевка хакĕн 20, 30, 50 процентне саплаштарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика