18 апреля 2017 г.
СĂМАХĂМА савăнтаракан ырă хыпартан пуçлас килет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов кăçалхи мартăн 21-мĕшĕнче «Шăмăршă районĕнчи шкулсенчен вĕренсе тухакансене тĕллевлĕ хатĕрлесси çинчен» йышăну кăларнă.
Унпа килĕшỹллĕн, аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансене тăван района таврăнма илĕртес тĕллевпе хавхалантару майĕсем палăртнă. Шкул пĕтерекенсене Чăваш Республикинчи аслă вĕренỹ заве- денийĕсенче тĕллевлĕ контракт килĕшĕвĕ йĕркелесе пĕлỹ илме пулăшĕç. Юлашки курсра вĕренекен студентсене Шăмăршă районĕн муниципал бюджетĕнчен кашни уйăхрах 2 пин тенкĕ тỹлесе тăрĕç. Çамрăк специалистăн виçĕ çултан кая мар Шăмăршă тăрăхĕнче ĕçлемелле пулать.
Тен, хăшĕ-пĕри 2 пин тенкĕ сахал теме те пăхĕ, çапах та студентшăн ку та укçа. Тăван района килнĕ çамрăк специалиста ĕç вырăнĕпе тивĕçтерни те лайăх. Патшалăх программипе килĕшỹллĕн, çамрăксен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне те татса пама май пур.
Юлашки 15-20 çул хушшинче район валли кадрсем хатĕрлесси çине алă сулнин «йỹçĕ çимĕçне» халĕ тутанатпăр. Ялхуçалăхĕнче те, медицинăпа халăха вĕрентес ĕçре те, культурăра та, ытти отрасльте те ятарласа вĕреннĕ специалистсем çитмеççĕ. Районта пĕр агроном та юлманни, пĕр зоотехникпа пĕр инженер çеç ĕçлени ялхуçалăхне хытă юхăнтарчĕ. Кадрсем çуккипех çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕ наука çитĕнĕвĕсемпе усă кураймаççĕ, асаттесен меслечĕпе ĕçлессинчен хăтăлаймастпăр. Уй-хир тухăç паманнишĕн яланах çанталăка айăплатпăр. Кĕрхи çĕртме сухи тăвас вырăнне çуркунне çĕре йывăр сỹресемпе çеç шăйăрттарнă хыççăн акатпăр, тырă сахал пулнишĕн кĕркунне Илле пророка сура-сура вăрçатпăр...
Çĕр ĕçĕ - кăткăс наука, тухăç нумай пултăр тесен çак ăслăлăха тăрăшсах алла илмелле. Унсăрăн эпир ниепле те малалла каяймăпăр. Наукăна хисеплекенсен типĕ те шăрăх çанталăкра та пỹлмисем пушă мар. Вĕсем вăрлăхсене çĕнетсе пырасси, çĕре апатлантарасси çине те тимлĕ пăхаççĕ.
Наука çирĕплетнĕ тăрăх, тухăç мĕнле пулассин 30 процентне минерал удобренийĕсем, 20 процентне - сортсем, 15 процентне - ỹсентăрансене хỹтĕлени, 10 процентне - çĕре мĕнле кăпкалатни, 10 процентне - çĕр пулăхлăхĕ татса параççĕ. Çутçанталăк условийĕсем тухăç çине 15 процент çеç витĕм кỹреççĕ. Çапла вара çумăр сахал çунипе мĕскĕне юлтăмăр тени - тỹрре тухмалли сăлтав мар. Акăнакан лаптăксен тытăмĕнче хура пусă питĕ сахал хăварни те тухăçа нумай чакарать. Канман çĕр выçса çитнĕ, хевти пĕтнĕ. Агротехника хушнă пек ĕçлес тесен, пирĕн хура пусă валли хальхи пек 380 гектар мар, сахалтан та 1900 гектар уйăрмалла. Шел, наука вĕрентĕвне пурнăçа кĕртме пирĕн специалистсем çукпа пĕрех.
Мĕн аксан тупăшлăрах-ши? Хуратул акма пăрахрăмăр, ун вырăнне хĕвелçаврăнăш валли питĕ пысăк лаптăк - 1440 гектар - уйăрма шутлатпăр. Чăваш ялхуçалăх академийĕн ученăйĕсем çак культурăпа питĕ тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттараççĕ: хĕвелçаврăнăш çитĕнтерни çĕр пулăхлăхне йăлтах пĕтерни - пĕрре, кĕркунне çанталăк йĕпене кайсан тухăç çухалас хăрушлăх - тепре. Тен, пирĕн те ученăйсен сăмахне итлесен юрать? Сахалтарах лаптăк çине акса нумайрах тухăç илме вĕренмелле мар-ши?
Çамрăк специалистсем çĕнĕлле, наука хушнă пек шухăшласса тата ĕçлессе шанас килет. Учительсен, ашшĕ-амăшĕн выпускниксем аслă шкул хыççăн хамăр района таврăнччăр тесе воспитани ĕçне пĕр тĕллевпе туса пымалла. «Лена, Ваççа, Валери - тăван яла килер-и!» - çапла чĕнсе калас килет манăн кăçал аслă шкул пĕтерекен каччăсемпе хĕрсене. Эсир килмесен - пĕтетпĕр...
Ив.САЛАНДАЕВ.