25 апреля 2017 г.
Инкек тени кĕтмен çĕртен сиксе тухма пултарать – япăххине никам та кĕтмест вĕт. Çавăнпа пурнăçра яланах тимлĕ пулма тивет.
Çак кунсенче районти ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăх пурăнакан центрта ятарлă вĕренỹ пулса иртрĕ. Унта вут- кăвара хирĕç кĕрешекенсем условнăй «пушара» алхасма памарĕç.
Асăннă çуртра, столовăй пỹлĕмĕнче, «хĕрлĕ автан» çунат сарма тытăннă имĕш. Кун пек чухне чи малтанах васкавлă мерăсем йышăнмалла. Шăмăршăри пушар чаçĕнче ĕçлекенсем чĕннĕ çĕре вăхăта вăраха ямасăр килсе çитрĕç, тỹрех хĕрỹ ĕçе пуçăнчĕç.
Центрта ĕçлекенсем те маларах вăхăта ахаль ирттермен – тивĕçлĕ мерăсем йышăннă, пушарниксемпе пĕрле 21 çынна "инкек" вырăнĕнчен эвакуациленĕ. Çакăн хыççăн вут-кăвара хирĕç кĕрешекенсем огнетушительсене хута ярса, "инкеке" сирсе ячĕç.
Тỹрех каламалла: вĕренỹ чăннипех те çỹллĕ шайра иртрĕ.
А. КЛЯЖЕВ, районти тĕрĕслевпе профилактика управленийĕн начальникĕ.