05 мая 2017 г.

Чарăнса паллаш, тăванăм, чи хисеплĕ çынсемпе...ÇУРКУННЕПЕ ĔÇ уявĕ умĕн Шăмăршăра районăн Хисеп хăмине кĕме тивĕç пулнă çынсене чаплă лару-тăрура чысларĕç.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янăранă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов Хисеп хăмине кĕме тивĕç пулнисене чун-чĕререн саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕ.
Малтанах 2016 çулта Хисеп хăми çине кĕме тивĕç пулнисене сăнỹкерчĕкĕсене ĕмĕр асăнмалăх пачĕç. Вĕсен ячĕсем район историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлĕç.
Кăçал Хисеп хăми çине кĕме тивĕç пулнисен ятĕнчен Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ Светлана Жилкина тав сăмахĕ каларĕ, çак пысăк чыса район юбилейĕн çулĕнче тивĕç пулни ĕçри яваплăха татах та ỹстернине палăртрĕ.
Вунулттăн вĕсем, Хисеп хăми çине кĕме тивĕçнисем. Çак йышра тĕрлĕ професси çыннисем пур: çĕр ĕçченĕ, строитель, учитель, врач, вăрманçă, журналист... Пурте вĕсем тăван Шăмăршă районĕ малалла аталантăр, ырă ячĕ çĕклентĕр тесе тăрăшаççĕ.
Юлташăм! Шăмăрша килсен, Культура Керменĕ çумĕнчи лапама пырса районăн хисеплĕ çыннисен сăнỹкерчĕкĕсемпе паллаш, хăв çывăх пĕлекенсене шăнкăравласа саламлама та ан ман.
«Ырă ят ылтăнран та хаклă», _ тенĕ ваттисем. Ырă ята тивĕç пулассишĕн пурте тăрăшар!
Юрататпăр сана,
чĕререн,Шăмăрш ен,
Ỹс ялан, аталан,
илемлен,чечеклен!
КУПĂС ИВАНĔ.