12 мая 2017 г.
ÇАНТАЛĂК çемçе те илемлĕ пулнăран та пуль, майăн 9-мĕшĕнче Шăмăршăра Çĕнтерỹ уявне халăх йышлăн хутшăнчĕ. Район центрĕнчи тĕп лапама кăкăр çине орденсемпе медальсем çакнă аслă ăру çыннисем те, аллисене чĕрĕ чечексем тытнă çамрăксем те, ялавсемпе шарсем çĕкленĕ шкулта вĕренекенсемпе пĕчĕк ачасем те пуçтарăннă. Пурте пĕр-пĕрне Çĕнтерỹ уявĕпе саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, мирлĕ тỹпе сунаççĕ.
Акă, уяв колонни Шăмăршăн анлă урамĕпе утма пуçларĕ. Пĕр саманта чарăнса тăрса ĕç коллективĕсем Совет Союзĕн Геройĕ В.И.Уруков тата граждан вăрçин паттăрĕ И.С.Космовскийпалăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ентешсене асăнса лартнă палăк умĕнче савăнăçлă митинг иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Волков, ветерансен районти Канашĕн председателĕ Петр Фомин, Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ чиркỹ прихучĕн настоятелĕ Николай атте, Афган вăрçин ветеранĕ Сергей Хафизов тата Раççей çарне службăна кайма хатĕрленекен Сергей Еремеев сăмах каларĕç.
_ Майăн 9-мĕшĕ _ куçри куççульпе кĕтсе илекен чаплăран та чаплă уяв, _ терĕ Владимир Денисов. _ Паян эпир Тăван çĕршыва кăкăрпа хỹтĕленĕ вăрçă паттăрĕсене тата тылра Çĕнтерĕве çывăхартнă мухтавлă çынсене аса илетпĕр. Эпир вĕсен умĕнче _ ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Паттăрсен ячĕсем _ вилĕмсĕр! Пысăк тав сире, Çĕнтерĕве туптанă тăван район çыннисем!
Вăрçăра вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Палăк умне хитре чечексем хурса вăрçăпа тыл паттăрĕсене нихăçан та манманнине палăртрĕç.
72 çул каялли пекех, шăплăха хускатса Çĕнтерỹ залпĕ янăрарĕ...
Аслă Çĕнтерỹ 72 çул тултнарнине халалланă савăнăçлă митингсем районти кашни ялтах пулса иртнĕ, вĕсенче ветерансене чыс-хисеп тунă.
Ив.САЛАНДАЕВ.