Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шăтрĕ"-ши тăван ял сăпки?

12 мая 2017 г.

ÇЫН ĕçпе илемлĕ тесе ваттисем ахальтен каламан. «Ĕçлемесен, çын пыра-киле упăтене çаврăнма пултарать», _ çапла асăрхаттарнă çĕршывĕпех паллă пахчаçă Иван Владимирович Мичурин. Тен, кăштах шỹтленĕ те пуль вăл, анчах та тĕрĕссине йышăнмаллах: ĕçлемесен ырлăх-пурлăх тума çук, кахал çынна халăх та сума сумасть. Ял-ял тăрăх çỹренĕ чух çапла каланине темиçе те илтнĕ: «ĕç çук вĕт, колхоз саланнăранпах ним тума аптăратпăр». Мускавран е Шупашкартан, е тата район центрĕнчен килсе ĕç тупса парасса кĕтеççĕ пуль çав. Выльăх-чĕрлĕх ытларах усраса е ытти ĕç йĕркелесе укçа-тенкĕ тупăштарма кам чарать-ха? Фермер хуçалăхĕ йĕркелеме мĕншĕн тăрăшмастпăр?

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта та вакансисем пур. Пурте тенĕ пекех _ вăй-хал специальноçĕсем. Механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, тавралăха тирпейлекенсем кирлĕ. 

_ Унта _ каймастăп, кунта _ чун туртмасть, _ теççĕ вăл е ку ĕçе сĕнсен ним тума аптăранисем. «Хура ĕçпе» пĕри те çыхланасшăн мар.

 Çак кунсенче кăна-ха эпĕ журналист тĕпчевĕ ирттертĕм. Районти шкулсенчен вĕренсе тухакансем хăш профессие суйласа илесшĕн-ха? Полици ĕçченĕ, экономист, юрист пулас текенсем йышлă иккен. Ыйтса пĕлнисенчен пĕри те механизатор, агроном, ветеринари врачĕ пулма ĕмĕтленмест. Вăрманçă тата строитель пулас текенсем те тупăнмарĕç. Пĕри физкультура учителĕ пулма шутлать, анчах иккĕленет: вĕрентекенĕн шалăвĕ пĕчĕк мар-ши?

 Çапла, хăшпĕр çамрăксем тỹрех пысăк укçа илесшĕн. «Укçа _ патша» тенине вĕсем çапла ăнланаççĕ: чаплă автомашина, хальхи моделлĕ кĕпе-тумтир, ют çĕршывсене канма кайни...Çак тĕллев пурнăçланаймасан вара хăйсене çав тери телейсĕр тесе шутлаççĕ, чунпа хуçăлаççĕ.

 Ырлăх-пурлăха пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тата тар тăкса ĕçленипе çеç тума пулнине мĕншĕн ăнланмаççĕ-ши? Хăть Мускава кай, хăть Хусана _ ĕçлемесĕр пĕр пус та памĕç сана. 

Мускав пирки каланă май, стройкăра ĕçлесе илнĕ укçана тар шăрши витĕрех çапнине те йышăнмалла. Сывлăхна шеллемесĕр пилĕк аватăн-аватăн та, ватăличченех кукăрăлса ларатăн. Кам шеллĕ ун чух сана? «Çичĕ юта кайиччен, ялти ĕçрех тăрăшар», _ тесе ахальтен каламан пуль çав ваттисем?

 Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе калаçатăн та, вĕсем те халăх выльăх-чĕрлĕх сахалтан сахалрах усрама пуçланишĕн пăшăрханаççĕ. Ĕнтĕ ял çыннине çĕр лаптăкĕ те кирлĕ мар. Кỹршĕллĕ Патăрьел тата Елчĕк районĕсенчи халăх кăткă пек çĕр çинче чакаланни, тонни-тоннипех сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтерни çинчен калатăп та, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем аллисене çеç сулаççĕ: пирĕн çынсем урăхларах, пахчаçимĕçпе ĕçлеме хăнăхман. 

Выльăх усрамасан, çĕр ĕçĕнче тăрăшмасан укçа-тенкĕ ăçтан пултăр-ха ĕнтĕ? Пуçлăх пуканĕ пурне те тивĕçмест, камăн та пулин сĕт-çу тата аш-какай туса илмелле, тырпул çитĕнтермелле, выльăх-чĕрлĕхе сиплемелле. Полицейский те, экономист та, юрист та çăкăр çиесшĕн. Уй-хирте ĕçлекен ваттисене çамрăк алăсем пулăшмалла мар-и-ха? Мĕншĕн аякка каймалла _ механизатор профессине Шăмăршăра та, Патăрьелĕнче те, Çĕпрелĕнче те илме пулать. Фермер ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене те вĕрентеççĕ. Тăван ялта ĕçлесе пурăннине мĕн çиттĕр? «Тăван ял _ телей сăпки»,_ тесе ахаль каламаççĕ ĕнтĕ. Çакăн пирки шухăшласа пăхсамăрччĕ, кăçал шкул пĕтерекен çамрăксем. Тархасшăн, шухăшласа пăхсамăрччĕ... 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика