Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парадра - пирĕн ентеш

12 мая 2017 г.

Аслă Çĕнтерỹ Парадне, паллах, нумай çын телевизорпа пăхнах ĕнтĕ. Тен, хăшĕсем пĕр тикĕссĕн утакан çар çыннисем хушшинче хамăр ентешсене те курма ĕмĕтленнĕ пулĕ. Савăнăç: Çĕнтерỹ Парадне кăçал Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Алексей Портнов та хутшăннă. Вăл Рязаньти сывлăш-десант çарĕсен училищинче иккĕмĕш курсра вĕренет. Ăна Парада хутшăнма ахальтен суйласа илмен – отделени командирĕ пур енĕпе те лайăххисен шутĕнче.

Алеша 2015 çулта Шăмăршăри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Ачаранах спортпа туслă пулнă вăл, спортăн дзюдо тата самбо енĕсемпе пĕрремĕш разряда тивĕçнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ çамрăк. Ун шухăшне чылай çул районти шалти ĕçсен пайĕнче, кайран çар к о м и с с а р и а т ĕ н ч е ĕçленĕ ашшĕ Валерий Егорович тата амăшĕ Галина Петровна та хирĕçлемен. Алеша пĕр иккĕленмесĕрех Рязане çул тытнă, экзаменсене ăнăçлă тытса курсант пулса тăнă.

Курсант пурнăçĕ салтак пурнăçĕ пекех теççĕ. Тĕрĕсех те пулĕ: йĕрке тени ытла та çирĕп – Устав тени çапла ыйтать.

А.Портнов Парада хатĕрленме март уйăхĕнчех Мускава тухса кайнă. Аслă уявччен – темиçе репетици, вăл шутра каçхисем те. Кунта чăтăмлăх та, тỹсĕмлĕх те сахал мар кирлĕ: марш кĕввипе тан, пĕр тикĕссĕн утма хăнăхмалла.

 _ Хăвăрăн ывăлăра Парадра курма май килчĕ-и?- ыйтрăм Галина Петровнаран.

 _ Телевизор умĕнчен хăпмарăмăр тесен те юрать, - терĕ курсант амăшĕ.- Паллах, куртăмăр, мобильлĕ телефонпа ỹкерсе илме те ĕлкĕртĕмĕр. Куçран куççуль те тухрĕ. Савăннипе...

Хăй Çĕнтерỹ Парадне хутшăнма тивĕç пулнине ывăлăмăр малтанах пĕлтернĕччĕ. Питĕ савăнтăмăр уншăн. Çак чыса кашниех тивĕçеймест вĕт. 

Кунта çакна каласа хăварни те кирлĕ пулĕ: пулас десантникăн парашютист та пулмалла. Алеша вара халĕччен парашютпа темиçе хутчен сикме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. 

Паянхи курсант – ыранхи офицер. А.Портнов Çĕнтерỹ Парачĕсене хутшăнма татах та тивĕç пулĕ-ха. Шансах тăратпăр.

Курсант хăй те çак шанăçа çухатмасть, çар училищине ăнăçлă пĕтерме ĕмĕтленет.

Офицер пакунĕсене ахальтен памаççĕ вĕт.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика