16 мая 2017 г.
ĂНЛАНСА пĕтерме çук кăçалхи çанталăка: май уйăхĕн иккĕмĕш çуррине кĕтĕмĕр пулин те кĕпепе çỹремелĕх ăшă пулмарĕ-ха. Кĕпепе-и унта _ курткипе фуфайкине те хываймасть ял çынни.
Çумăрлă та сивĕ çанталăк тăчĕ пулин те, районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем чарăнса лармарĕç. Нумай çул ỹсекен курăксемпе кĕрхи тырăсене сỹрелесе нỹрĕк тытаççĕ, минерал удобренийĕпе апат- лантараççĕ. Çĕр хатĕрлесе тырă акаççĕ.
Тунтикун хĕвеллĕ çанталăк тăчĕ, уй-хир тракторсен кĕрлевĕпе тата тăри юррипе чун-чĕрене çĕклерĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин çак кун фермер хуçалăхĕсенче пулса çурхи ĕçсемпе паллашнă.
_ Тĕпрен илсен, уй-хир ĕçĕсем начар мар пыраççĕ, _ пĕлтерчĕ Вадим Петрович. _ Районĕпе хальлĕхе тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 2720 гектар ( 38 проц.) акнă. Çавăн пекех 3 гектар севок-сухан, 400 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 350 гектар хĕвелçаврăнăш акса хăварнă. 12 гектар çĕрулми лартнă. Вăрлăха имçамласа çеç акаççĕ.
Çĕр вăрах ĕлкĕрнипе, лаптăксене суйласа илсе акма тивет. Механизаторсем чунтан тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Çураки вăраха тăсăлмĕ тесе шутлатпăр.
В.ЕРМОШКИН.