Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Масар çинче ан кашлатăр вăрман

16 мая 2017 г.

- МĔН ĕçлетĕр-ха? - ыйтрăм çак кунсенче районти пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен.

 - Ĕçлени-мĕнĕ - масар çинче вăрман касатпăр, - тарăхсах калаçрĕ пуçлăх. - Çак Америка вĕренинчен хăтăлса пулмасть пуль - кашни çул кассан та хунавĕсем çĕкленсех тăраççĕ. 

Тахçан пирĕн аттесемпе асаттесем çак ăнман йывăçа пĕр ăнланмасăр унта та кунта лартса тултарнă: уй-хире хỹтĕлемелли тăрăхсене, ял урамĕсене, колхоз садне, масар çине... Ют çĕршыв «агрессорĕ» ырă йывăçсене (хурăнпа йĕлмене, йăмрана) хĕссе-тĕп туса сарăлнăçемĕн сарăлса пынă. Халĕ Америка вĕренине тем пекех тĕппипех пĕтересчĕ - вăй çитерейместпĕр. Сăмах май, çак усал йывăç районĕпех чаплă Виçпỹрт Шăмăршă садне те çук турĕ. Экологсем каланă тăрăх, «агрессор-йывăç» пĕтĕм Раççее хупăрласа илнĕ, Верхоянскпа Якутск таранах çитнĕ. Америка вĕренишĕн хĕлле 55-60 градус сивĕ пулни те ним те мар - чăтса ирттерет тата çăва тухсан татах ĕрчет. Чăннипех те экологи катастрофи темелле. Çакна океан леш енчен килнĕ тепĕр тăшманпа - колорадо нăррипе çеç танлаштарма пулать.

 Çапах та Америка вĕренине пĕтерме тăрăшмаллах. Ватă йывăçсене касса тасатмалла, тымарне кăкламалла, çамрăк хунавсене аталанма май памалла мар. Çак йывăçа гербицидсем сапса, уйрăммăн илсен глифостат текеннипе, пĕтерме пулать иккен. Глифостатпа вăрман ĕçченĕсем анлăн усă кураççĕ. 

Ялсенчи масарсенче ытти йывăç та тем чухлех, чылайăшĕ ватăлса çитнипе халь-халь йăванас пек лараççĕ. Енчен те вăйлă çил-тăвăл вăхăтĕнче ỹкес пулсан хĕрессемпе палăксене аркатас хăрушлăх пысăк. Çынсемшĕн те хăрушă - инкек-синкек пулмĕ тесе никам та шантараймасть.

Темиçе çул каялла районти пĕр ял масарĕнчи армак-чармак йывăçсем тымартанах йăваннипе хĕрессемпе тупăксене те хайăрса кăларнине ял çыннисем манман-ха. Юрать-ха, вăйлă çил-тăвăл вăхăтĕнче масар çинче çынсем пулман.

 Çỹллĕ мар тĕмсем лартсан, чечексем ĕрчетсен масар çийĕ илемлĕрех те тирпейлĕрех пулĕччĕ. Чиркỹ çыннисем тарăн мар тымарлă тĕмсене - тис, палан, барбарис, уртăш (можжевельник) - лартма сĕнеççĕ. Чечексенчен флокс, барвинок, герань, вереск, лаванда, бегони, примулы, лантăш, нарцисс, фиалка масара илем кỹрĕç. Çавăн пекех Шăмăршăра пурăнакансем вилтăпри çинче анютины глазки, маргаритки, незабудка, бархатцы, сад гвоздики, агератум та çитĕнтереççĕ.

 Хальхи вăхăтра кашни ялтах масарсене тирпейлемелле, çак пысăк ĕçе пĕтĕм йышпа тусан питех те аван пулĕччĕ. 

Тепĕр чух урăхларах ỹкерчĕк те куратпăр: улттăн-çиччĕн субботнике тухнă, ыттисем килте диван çинче реххетленсе выртаççĕ. «Çынсем ĕçлеччĕрех, эпир пăхса тăрăпăр», - тесе шухăшлани ял ятне, ратне чысне ярать.

 Масар çинче тирпей-илем тума çак ялта çуралса ỹснĕ, халĕ хулара пурăнакан çынсене те явăçтарасчĕ. Атту килеççĕ те вĕсем яла, «унта тирпейсĕр, кунта йĕрке çук» тесе тиркешме пăхаççĕ, тỹрех ял тăрăхĕн пуçлăхне айăплаççĕ.

 Ан манăр: кунта сирĕн çывăх çыннăрсем - аслаçăр-асаннĕр, аçупа аннỹ - ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Вĕсен вилтăприйĕсем çинче вĕлтĕренпе эрĕм кашласа ỹсни, армак-чармак вулăллă Америка вĕрени çĕрĕшсе хĕрес çумне йăванни сирĕн питĕре пĕрре те хĕретмест-и? 

Ял масарĕ - ял сăн-сăпачĕ, пирĕн чыс. Ятăмăра ярас марччĕ, масара тирпейлесе-тасатсах тăрасчĕ. Ку вилнисене мар, чĕррисене кирлĕ. Манар мар çакна, тăванăмăрсем. 

Масар çинче ан кашлатăр вăрман,

Ỹсчĕр унта чи хитре чечексем.

Ял-йышăм, çакна нихăçан та ан ман:

Тирпей тумасан, ỹпкелĕç вилнисем.

 Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика