19 мая 2017 г.
Пурăнан пурнăçра тĕрлĕрен ыйтусем сахал мар тухса тăраççĕ: çурт-йĕре еткерлĕхе мĕнле хăвармалла, хваттере епле улăштарма май пур? Хальхи вăхăтра куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама тỹрех çурт-йĕрĕн е хваттерĕн, ытти объектăн техника паспортне ыйтаççĕ.
Ун тăрăх çакă лайăх курăнать: хуçи кам, пỹлĕмсем мĕнлерех вырнаçнă, лаптăкĕ мĕн чухлĕ. Пĕр сăмахпа, çак документран çуртпа хуралтăсене мĕнле материалтан туни, никĕсе хăçан хывни, электриче- ствăпа шыв пырса кĕни таранчченех пĕлме пулать. Юлашки хака та çак майпах палăртаççĕ.
Нумай чухне çынсен документсем çухалса кайни те пулкалать, саккунсене, йĕркене пĕлсех кайманни те самаях ура хурать. Ăçта каймалла, камран пулăшу ыйтмалла кун пек чухне?
- Тỹрех пирĕн пата килмелле - эпир пурне те пулăшма, канаш пама хатĕр, - тет «Шăмăршă районĕнчи БТИ» ООО генеральнăй директорĕ А.Михайлов.
ООО пуличчен техника инвентаризацийĕн бюровĕн ячĕ тĕрлĕрен пулнă, ăна хăй вăхăтĕнче, 1999-2004 çулсенче, В.Никифоров ертсе пынă, 2012 çулччен унăн тĕп специалисчĕ В.Ухтияров пулнă. Малтанласа БТИ ял хуçалăхĕпе капиталлă строительство пайĕн тытăмĕнче шутланса тăнă.
Малтанласа йывăр лава В.Ухтияров пĕчченех туртса пынă темелле - çулталăка яхăнах. Каярахпа, пыра-киле, унпа пĕрле çамрăк специалист А.Михайлов ĕçлеме тытăннă. Ĕç калăпăшĕ ỹссе пынă май штата тата икĕ специалист хутшăннă. 2004 çулта тăватă çынлă коллектив муниципалитетăн уйрăм предприятийĕ пулса тăнă, ăна Александр Михайлов ертсе пыма пуçланă. Хальхи вăхăтра кунта тĕрлĕ енлĕ спе- циалистсем çителĕклех. Çĕнĕ организаци патшалăх аккредитацийĕ витĕр те ăнăçлă тухнă, вăл район çыннисене çеç мар, республикăри кирек хăш клиентсене те йышăнма пултарать.
Александр Николаевич каланă тăрăх районти культура, вĕрентỹ, сывлăх, коммуналлă хуçалăх объекчĕсене инвентаризациленĕ. Муниципалитет харпăрлăхĕсĕр пуçне федераци тытăмне кĕрекеннисем те манăçа юлман. Районта тĕрлĕ йышши çурт-йĕр, линипе техника сооруженийĕсемпе ытти объектсем сахал мар. Техника паспорчĕсен калăпăшĕ те ỹссех пырать. Ĕçлемелли вара сахал мар-ха. Сăмахран, пурăнмалли фонда маларах сăмах вĕççĕн палăртнă тăрăх çеç шута илнĕ. Каярахпа улшăнусем сахал мар пулнă: çурт çумне пристрой тунă, çуртăн иккĕмĕш хутне хăпартса лартнă тĕслĕхсем те йышлă. Тĕрĕс кăтартусем вара лару-тăрăва уçăмлатма, çĕршывăн налук тытăмне вăйлатма, çирĕплетме пулăшĕç.
Техника инвентаризацийĕн бюровĕн пурлăх базине те чухăн теме çук - ĕçченсене кулленхи ĕçре оргтехника пысăк пулăшу парать, компьютерсем çителĕклĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: пĕтĕм пурлăха хăйсен вăйĕпе ĕçлесе илнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ халĕ кунта ĕлĕкхи меслетсемпе ĕçлесси манăçа юлнă тесен те юрать: алă айĕнчех - инçĕшне тĕрĕс виçекен лазер линейкисем, цифра фотокамерисем пур.
Клиентсемшĕн кунта алăк яланах уçă. Техника инвентаризацийĕн бюровĕнче кирлĕ документсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа хатĕрлесе параççĕ. Техника паспорчĕпе техника планĕ кирлĕ-и е пурăнмалли çурт-йĕр фондне приватизацилемелле - БТИне васкăр.
Хамăр. корр.