19 мая 2017 г.
КУЛЛЕНХИ ĕçре хĕвĕше-хĕвĕше хамăрăн чи юратнă уяв - Акатуй - çывхарса çитни çинчен те манар мар. Район администрацийĕ ăна кăçал июнĕн 10-мĕшĕнче - шăматкун - ирттерме йышăннă. Акатуйччен уй-хир ĕçĕсем те вĕçленĕç, чуна савăнтарса ем-ешĕл калча шăтса тухĕ. Хресченĕн тĕп уявне пĕлтĕрхи пекех Шăмăршăри ипподромра ирттерме палăртнине нумай-нумай çын ырланине каласа хăвармаллах. Кунта хĕрỹ ĕç хыççăн савăнма пур услови те çителĕклĕ.
Ялсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсем Акатуя пикенсех хатĕрленме тытăннă. Кăçалхи репертуарта Раççейри Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулне халаланă номерсем тĕп вырăн йышăнĕç. Çавăн пекех Шăмăршă районĕ 90 çул тултарнине те манмалла мар: кашни коллективах тăван ене халаланă сăвă-юрă вĕрентĕр, вырăнти авторсем хăйсен пултарулăхне халăх умĕнче кăтартса паччăр.
Паллах, пĕрлештернĕ хор программинче Петр Мандрюковпа Виталий Николаев çырнă «Песня о Шемурше» юрă пулмаллах! Темле сăлтавпа, юлашки çулсенче Шăмăршă гимнне (хăй вăхăтĕнче райĕçтăвкома ертсе пынă Василий Максимов çапла калатчĕ) манма та пуçларăмăр, çамрăксем вара сăмахĕсене те пĕлмеççĕ.
Малтан гимн сăмахĕсене манатпăр, унтан - тăван район историне, мухтава тивĕçлĕ кун-çулне асран кăларăпăр. Ун патне çитес марччĕ, тăвансем камсем иккенне пĕлмен Ивансем пулар мар.
Акатуй сценарине те кашни çулах çĕнĕлĕхсемпе пуянлатмалла. Акă, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче мĕншĕн нумай ачаллă çемьесене чыслас мар? Кашни ял тăрăхĕ вĕсем валли парне хатĕрлетĕр. Сăмахран, хĕрарăмсене чечеклĕ тутăр çыхтарсан, арçынсене кĕпе тăхăнтартсан, ачасене илемлĕ тетте парнелесен савăнăçĕ чиксĕр пысăк пулĕччĕ. Чыслав пĕлтерĕшĕ парне хакĕнче мар, халăх умĕнче хисеп тунинче, тăванăмăрсем!
Кашни ял тăрăхĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ хăйсен ятлă-сумлă çыннисене юрă-ташăпа хисеп тутăр.
Акатуй ялавĕ пирки те калас сăмахăм пур. Çултан çул район символне çав çынсемех çĕклени килĕшỹллех мар. Кăçал ялава çураки паттăрĕпе тата культурăра, спортра çитĕнỹ тăвакан çынсемпе пĕрле нумай ачаллă амăшĕ те çĕклесен Акатуй тата та илемленĕччĕ.
Экологи çулĕнче вăрман ĕçченĕсем те Акатуй халăхне савăнтарасса кĕтетпĕр. Çак йышлă коллектив нивушлĕ сцена çине пĕр юрăпа та тухаймĕ-ши? Вăрмана, çутçанталăка упрама чĕнекен юрăсем Экологи çулталăкĕн пĕлтерĕшне те ỹстерĕччĕç. Илтетĕр-и мана, Шăмăршă лесничествипе «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче ĕçлекенсем?
Шăмăршă тăрăхĕнче туслă халăхсем пурăнаççĕ, çавăнпа та Акатуя та чăваш, тутар, вырăс, ирçе наци культурин ахахĕ-мерченĕпе пуянлатмалла тесе шутлатăп. Фольклор ушкăнĕсен чи илемлĕ номерсене суйласа илсе халăх умне кăлармалла. Тен, кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи тутар халăх юрăпа ташă коллективне хăнана чĕнмелле? Пĕр-пĕринпе çывăх пулни икĕ район хушшинчи туслăха тата та çирĕплетме пулăшĕччĕ.
Акатуйра суту-илỹ ярмăркки ĕçлет. Сутуçăсем наци тумĕсемпе ĕçе тухсан мĕн тери илемлĕ пулĕччĕ!
Вĕсем çеç мар, пурсăмăрăн та хамăр хăш халăх çынни пулни çинчен манмалла мар, ятăмăра-чысăмăра çĕклеме тăрăшмалла.
Акатуй çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ĕлĕк, ача чух, уяв çитессе тỹсĕмсĕррĕн кĕтеттĕмĕр. Акатуй лапамне пĕтĕм район пуçтарăнатчĕ. Халĕ те çапла пултăрччĕ. Уява килсе чунтан савăнар, тус-юлташпа тĕл пулар, урхамахсем ăмăртнине, паттăрсем кĕрешнине курса хавхалану илер.
Апла пулсан, июнĕн 10-мĕшĕнче ватти-вĕтти таранах Шăмăршăри Акатуя пуçтарăнар, хаклă çыннăмăрсем!
Ив. САЛАНДАЕВ.