26 мая 2017 г.
Майăн 3-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕччен районта «Тухăç -2017» ятпа оперативлă профилактика операцийĕ пырать, ăна ялхуçалăх предприятийĕсенчи пурлăхпа техника хатĕрĕсене тата укçа- тенке упрас тĕллевпе ирттереççĕ.
Енчен те эсир вăрлăх, удобрени, ялхуçалăх техникин запас пайĕсене е çураки валли уйăрнă укçа-тенке вăрланине асăрхарăр пулсан, çийĕнчех полицин районти уйрăмне 8-835-46-23-73 телефонпа шăн- кăравласа пĕлтерĕр.
Пурлăха упрасси - кашни çын тивĕçĕ. Тỹрĕ кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ çынсем полиципе тачă çыхăну тытасса шанатпăр.
Р.ИДРИСОВ , полицин Патăрьелĕнчи пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ, полици майорĕ.