26 мая 2017 г.
МАЙĂН 25-мĕшĕнче район администрацийĕнче Ульяновскри патшалăх политехника университечĕпе район администрацийĕ тата Шăмăршăри вăтам шкул хушшинчи виçĕ енлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕп- летнĕ.Çак килĕшĕве университетăн пĕрремĕш проректорĕ, техника наукисен докторĕ А.Афанасьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов тата шкул директорĕ В.Хорькова алă пуснă.
Килĕшĕвĕн тĕп тĕллевĕ - Шăмăршăри вăтам шкулта физикăпа тата математикăпа тарăн пĕлỹ паракан лицей-класс уçасси. Тен, малашне Шăмăршăран та çĕнĕ Ломоносовсемпе Сайкинсем тухĕç?
С.СИМУРЗИНА.