30 мая 2017 г.
Çул çинчи инкек, вăл сана пырса лекмерĕ пулсан та, яланах шухăша ярать. Мĕнле кăна транспорт иртсе çỹремест пуль пирĕн çулсем çинче, кам кăна, ăçта кăна утмасть пуль.
Çул-йĕр саккунĕсене пăхăнманнипех нумай çын хăйĕн сывлăхне сиенлет тата пурнăçне кĕскетет.
Хăш-пĕр çуран тата транспортпа çỹрекен çынсем çулçỹрев правилисене пăхăнманнипе е пăснипе пулса иртекен инкексене асăрхаттарас тата чакарас тĕллевпе тата çакăн йышши тĕслĕхсем сахалрах пулччăр тесе кашни уйăхрах пирĕн районта «Пешеход. Пешеходный переход» профилактика мероприятийĕ пулса иртет.
Майăн 26-мĕшĕнче районти ГИБДД ĕçченĕсем те çул-йĕр çинче пулса иртекен инкексем сахалрах пулччăр тесе çуран тата транспортпа çỹрекен çынсене чарса калаçу ирттерчĕç.
Çуран çỹрекенсен те, водительсен те çул çинче тимлĕхпе асăрханулăха нихăçан та çухатмалла мар. Çуран çỹрекенсен май пур пулсан яланах тротуарпа утмалла, çул урлă каçнă чух пĕр-икĕ çеккунт маларах каçса каяс тени вилĕм патне илсе çитерме пултарассине манмалла мар. Çул урлă каçмалли ятарлă вырăнта та тимлĕ пулмалла, водительсем тепĕр чухне машинăна чарса ĕлкĕреймесен те пултараççĕ.
Ашшĕ-амăшĕн çул-йĕр çинче ачасемшĕн яланах тĕслĕх пулмалла _ çул-йĕр правилисене пăхăнмалла, ачасене те çавнах вĕрентмелле, хăнăхтармалла.
Çул çинчи инкексем сахалрах пулччăр тесе пурин те тăрăшмалла.
Д. КУДРЯШОВ, ГИБДД районти уйрăмĕн инспекторĕ, полицин аслă лейтенанчĕ.