Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Нинук, Ваççа, Валери - тирпей тума пĕлер-и?»

30 мая 2017 г.

«Нинук, Ваççа, Валери - тирпей тума пĕлер-и?»

«КАЛЛЕХ - тирпей пирки. Йăлăхтартăр ĕнтĕ пĕрмай çырса. Мĕн, урăх тема çук-и?» - тейĕ чăркăшланма юратакан вулакан.

Теми нумай та-ха, анчах ялсенче тирпей-илем тăвас ыйту чуна ыраттарнипе паян та алла ручка тытрăм. Çак кунсенче Патăрьел тăрăхĕнче пулни те çырма хистерĕ: кỹршĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртсах чечек лартаççĕ, ача-пăча вылямалли площадкăсем ăсталаççĕ, кил умне тата ытти вырăна та тирпейлеççĕ. Район центрĕнче çеç мар, ялсенче те субботник йĕркелеççĕ. Экологи çулталăкĕ пыни пур çĕрте те сисĕнсе тăрать. 

Патăрьелĕнчен таврăнсан Шăмăршăри Космовский урамĕпе килелле утрăм. Мĕн куратăп-ха? Нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнчи хăшпĕр пахчасенче хăрнă чие йывăççин турачĕсене те, хыт-хурана та тасатман. Чечек вырăнне вĕлтĕренпе эрĕм ỹсет. 

Ку - пĕтĕм районшăн ырă тĕслĕх пулмалли аслă урамра. Ытти çĕрте те ним лайăххи те çук. Темшĕн, юратмастпăр эпир чечексене. Илем тума тăрăшмастпăр. 

- Лартсан та усси çук, çавах качакасем çисе яраççĕ, - çапла каласа тỹрре тухма пăхрĕ К.Маркс урамĕнче пурăнакан хĕрарăмсен ушкăнĕ.

 - Кам качакисене пĕлетĕр, мĕншĕн ял тăрăхĕн администрацине систерместĕр? - тетĕп çаксене. 

- Çынпа хирĕçмелле-и тата? - килĕшмерĕç ман сĕнỹпе хĕрарăмсем. - Пирĕн район центрĕнче качакасене чарма май çук ĕнтĕ, вĕсем мĕн чухлĕ сăтăр тусан та ирĕкре çỹреççĕ. 

Культура Керменĕ умĕнчи паркра пограничниксем хитре кăна тис йывăççисене лартса хăварнăччĕ - качакасем кăшласа хăртнă. Ытти йывăçсемпе тĕмсене те тĕп тăваççĕ. Паркра çу хутах качака эшкерĕ хуçаланать. Çакна никам та курмасть-ши вара?

 Унта кăна-и? Çĕнтерỹ паркне те çул хывнă мăйракаллă сăтăрçăсем. Мĕне çиме май пур - пурне те кăшлаççĕ. 

Шăмăршăра тата ялсенче чечек клумбисем тумалла тесе калани те пурнăçа кĕрейми ĕмĕтре çеç. Тен, чечек савăчĕсене тимĕр юпа çине çакса хурсан качакасем тапăнаймĕччĕç? Урăхла май çук, мĕнле те пулин май тупмаллах.

Урамсенчи контейнерсене пуçтарса илнĕ хыççăн тĕрлĕрен çỹп-çапа михĕсене тултарма тытăнтăмăр. Унччен йытăсемпе кушаксем контейнерти ăпăр-тапăра арăш та пирĕш тустаратчĕç пулсан, халĕ вĕсем михĕсене туласа çураççĕ. Вырăссем кун пек чухне çапла калаççĕ: «Овчинка выделки не стоит». Унччен мĕнле тасамарлăх пулнă, халĕ те лару-тăру лайăх енне улшăнни нимĕн чухлĕ те курăнмасть. 

Тен, çỹп-çап тултарнă михĕсене урам варрине (ялсенче вĕсем - çул хĕрринчех) кăларса пăрахмалла мар, графикпе килĕшỹллĕн тиесе кайиччен картишĕнче упрамалла? Унта та кунта сапаланса выртакан михĕсем урама илем кỹмеççех ĕнтĕ. 

Çырма-çатра хĕррине, вăрман тăрăхĕсене тĕрлĕ çỹп-çаппа ăпăр-тапăр пăрахса тултарассине те чарса лартаймарăмăр. Ăçтан чарăн-ха, енчен те хамăр намăсланма пĕлместпĕр пулсан? Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, тем пек тăрăшсан та, пурне те курса-сыхласа ĕлкĕреймест. Тирпей-илемшĕн кашни çын тăрăшма пуçламасăр çирĕп йĕрке тăваймăпăр. 

Тăван районăмăр 90 çул тултарнине паллă тума хатĕрленетпĕр. Юбилей çулĕ Раççейри Экологи çулĕпе тỹрĕ килни те пире тăван тавралăх илемĕшĕн нихçанхинчен те ытларах тăрăшма хистемелле. Кашни ял, кашни урам, кашни çурт умĕ тирпейлĕ пултăр тесе вăй хумалла. 

Сăмахăма вĕçленĕ май, район больницинче ĕçлекен пĕр водитель каланине çырса кăтартас килет: енчен те кашни шофер кабинăран çул çине пĕр пластик савăт е сигарет пачки ывăтса хăварсан та пыра-киле çав çул аякки çỹп-çап купине çаврăнать. ГИБДД ĕçченĕсен автомашинăра çỹп-çап хумалли савăт пуррине тĕрĕслемеллех, енчен те çук пулсан штраф тỹлеттермелле. Унсăрăн эпир тирпей-илем хакне ăнланса илеймĕпĕр. Шел, тавралăха варалакансене саккунпа килĕшỹллĕн хытă айăплама тăрăшмастпăр çав эпир, çавна пулах Шăмăршă вăрманĕ те тĕрлĕ тасамарлăхпа тулать, пĕве хĕрринче те çĕмрĕк бутылкăсемпе консерва банкисем ача-пăчана сехĕрлентереççĕ... 

«Нинук, Ваççа, Валери - тирпей тума пĕлер-и?» - çапла чуна ыраттарса калас килет манăн тăван район çыннисене. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика