30 мая 2017 г.
ÇАКĂ паллă: пĕр регионта пурăнакан çынсем те хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Калăпăр, патăрьелсемпе елчĕксен предприниматель ăсталăхĕ вăйлă аталаннă. Шăмăршă районĕнче пурăнакансен хăйнеевĕрлĕхĕ мĕнре-ха? Шăпах çак ыйтуран пуçларăм та эпĕ Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир ДЕНИСОВПА тĕл пулсан.
- Пирĕн халăх ĕçченлĕхпе, чăтăмлăхпа тата хăнасене чун ăшшипе йышăннипе уйрăлса тăрать, - терĕ Владимир Васильевич, хăй те ку тăрăхра çуралса ỹснĕскер. - Эпир республикăн тĕп хулинчен 160 çухрăм аякра пурăннă май, пирĕн хамăр çине ытларах шанма тивет. Паллах, республикăна ертсе пыракансем кашни район çинех пĕр пек тимлĕх уйăрма тăрăшнине те палăртмалла. Апла пулин те хамăр вăя шанас туйăм пирĕн ыттисенчен ытларах аталаннине йышăнмаллах. Хăш наци пулнине пăхмасăр. Район халăхĕн 78 проценчĕ - чăвашсем, 11 проценчĕ - тутарсем, 6 проценчĕ - вырăссем, 2 проценчĕ - ирçесем. Ытти наци çыннисем те туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Район ертỹçи тата Шăмăршă тăрăхĕн çынни пулнă май, çакна çирĕплетсех калама пултаратăп: кашни наци çыннисемпе ăнланса тата ырă сунса хутшăнсан вĕсем сана пулăшаççех.
- Аякра пурăнни паллă-ха, çав вăхăтрах лайăххи те пур вĕт - эсир федераци трасси хĕрринче, аслă çул çумĕнче пурăнатăр. Ку вара мĕн ĕлĕкрен экономика тĕлĕшĕнчен тупăшлă пулнă: суту-илỹ аталанать, вырăнти продукцие сутма майсем уçăлаççĕ...
- Çапли çапла та-ха, анчах трасса çывăх пулнин çитменлĕхĕсем те юнашарах. Çул хĕрринчи çыннăн «ирĕклĕ ишеве» тухма майсем те ытларах, хамăр патăрти ĕç кăмăлне каймасан вăл урăх региона çул тытма пултарать. Эпĕ кадрсене çирĕплетсе хăварасси пирки калатăп.
Экономика енчен илес пулсан вара лайăххи пурах. Пирĕн патăрта аслă çул хĕрринчи суту-илỹ анлă сарăлнă, ял çыннисем хăйсем çитĕнтернĕ пахча-çимĕçе, кăмпа-çырла, мунча милĕкĕ сутса укçа тăваççĕ. Хăшĕ-пĕри сезонра çак майпа вуншар пин тенкĕ укçа ĕçлесе илет.
Шел те, çак ресурспа эпир хальлĕхе туллин усă кураймастпăр-ха. Хăшĕ-пĕри манпа килĕшмесен те пултарĕ, анчах эпир, кỹршĕри патăрьелсемпе танлаштарсан, предприниматель пулма «пиçсе çитеймен-ха».
Чăнах та, вырăнти таварсене сутакан çынсене хавхалантарма тăрăшатпăр. Çак сутуçăсенчен пасарти вырăншăн укçа илместпĕр.
Пысăк трасса çывăхра пулни демографи лару-тăрăвĕ çинче те палăратех. Районти халăх йышĕ паян 13 пин çынна яхăн пулсан, 2008 çул пуçламăшĕнче 15 пин ытла çын пулнă.
Вунă çул ытла каярах ĕçлеме пуçланă аграрин наци проекчĕ çамрăксене яла çирĕплетсе хăварас тĕлĕшпе шанăç панăччĕ. Çынсем ун чух выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, витесем тума çăмăллăхлă кредит нумай илчĕç. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри çак укçапа ачисем валли хулара хваттер туяннă, вĕсем унтах юлнă.
Хамăр районтах «тымар янă» çамрăксем те пур, вĕсем хăйсен аграри бизнесне аталантарма тăрăшаççĕ.
- Апла пулин те ялта кадрсем çитменни хытах сисĕнет. Шăмăршă районĕнче хальхи вăхăтри инфраструктурăна аталантарас, çамрăк специалистсене илĕртес тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ пулсан та...
- Тин çеç эпĕ педагогика вĕрентỹ заведенийĕсен 4 тата 5 курсĕсенче пĕлỹ илекен студентсене - енчен те вĕсем пирĕн района ĕçлеме килмешкĕн кăмăл тунă пулсан - кашни уйăхрах 2-шер пин тенкĕ стипенди тỹлесе тăрасси çинчен калакан йышăнăва алă пусрăм. Ытти районсенче çуралнисене те хапăл тусах йышăнатпăр. Çамрăк специалистсене муниципал бюджетĕнчен тĕп ставка çумне 50 процент хушса тỹлетпĕр. Манăн тепĕр сĕнỹ те пур - аслă курссенче вĕренекенсене, вĕсем ялта ĕçлеме шутлаççĕ пулсан, тỹлевлĕ вĕренỹрен бюджет вĕренĕвĕ çине куçарма май çук-ши? Ку ыйтупа эпĕ Вĕрентỹ министрĕпе те тĕл пулса калаçрăм, конкретлă йышăну пулнине курас килет. Çын пурнăçне лайăхлатма инвестици хывмасан эпир малалла каяймăпăр.
- Эсир вĕрентỹ сфери çинчен каларăр-ха, çав вăхăтрах ялхуçалăхĕнче те кадрсем çитменни хытах палăрмасть-и? Районти АПК, статистика кăтартăвĕсем тăрăх, начар мар аталанать пулин те кадрсен ыйтăвĕ пурах тесе шутлатăп.
- Чăнах та, пысăк ялхуçалăх предприятийĕсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне техника тĕлĕшĕнчен пуянлатма укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ. Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне лайăхлатса пырас ыйту кайри вырăна тăрса юлать. Кун пирки эпĕ ертỹçĕсене пĕрмай аса илтеретĕп. Ĕç-пуç лайăх енне сулăнни те палăрма тытăнчĕ - Олег Хлюкин, Геннадий Макаров фермерсен хуçалăхĕсенче кĕтĕве çĕнетсе пырасси халĕ тĕп вырăнта.
Харпăрлăх форми пирки калас пулсан, эпĕ фермер юхăмне аталантарассишĕн тăрăшатăп, çав вăхăтрах ялхуçалăх кооперативĕсен ырă енĕсене те шута илмеллех. Пирĕн фермерсем çамрăк фермерсемпе çемье фермисене пулăшмалли программăсене хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул тин çеç ĕçе пуçăннă икĕ фермер субсиди илчĕ, кăçал тата виççĕшĕ комиссие хăйсен проекчĕсене тăратрĕ. Икĕ фермер çемье фермин номинацийĕпе грант çĕнсе илессишĕн тăрăшать.
Ял пурнăçĕн приоритечĕ пысăк хăвăртлăхпа улшăнса пынине курмасăр тăма май çук. Темиçе çул каялла кăна-ха ĕне мар, качака усракан кил чухăнраххисен шутĕнчеччĕ. Халĕ вара сĕт сутни укçа кĕмелли пĕртен-пĕр çăлкуç текенсем ĕне усрама тытăнчĕç. Качака усракансен пурнăçа лайăхлатмалли ытти çăлкуçсем те пур.
Ĕнесен йышĕ, уйрăмах фермер хуçалăхĕсенче, ỹссех пыни савăнтармасăр тăма пултараймасть.
- Каларăмăр ĕнтĕ, район аслă çул хĕрринче вырнаçни предпринимательлĕх ĕçне аграрлă сферăра çеç мар, ытти çĕрте те йĕркелеме меллĕ. Сирте суту-илĕвĕн пĕчĕк бизнесĕ те ăнăçлах аталанса пыни палăрать.
- Çапла, пирĕн районта, фермерсене илсен, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 310 ытла субъекчĕ ĕçлет. Уйрăм предпринимательсемсĕр пуçне 37 пĕчĕк предприяти пур. Район центрĕнче бизнес-инкубатор ĕçлет, бизнесменсем кунта пысăк мар хакпа пỹлĕмсем арендăна илме пултараççĕ. Шел те, бизнес-инкубатор аяккарах вырнаçнипе арендаторсен йышĕ пысăк мар.
Бизнес профильне илес пулсан, фермер юхăмĕпе суту-илỹ çеç мар, йывăçа ĕçе кĕртекен производство та вăй илчĕ. Хăма çураççĕ, пура пуралаççĕ, кĕреçе аври тăваççĕ тата ытти те.
- Ку çапла пулмалла та ĕнтĕ - Шăмăршă районĕн пысăк пуянлăхĕ вăрман ресурсĕсем вĕт-ха. Вăрман район территорийĕн 61 процентне йышăнать. Çак пуянлăхран района тата халăха пайти пур-ши?
- Кăçал халăх валли пурĕ те 660 кубометр çеç вăрман уйăрса пачĕç - ку вăл питех те сахал. 2016 çулта виçĕ хут ытларах уйăрнăччĕ. Паллă ĕнтĕ, ютран килнĕ потребительсем пирĕн вăрмана хăйсем валли çеç мар, хаклăрах хакпа ыттисене сутас тĕллевпе те туянаççĕ. Вăрман аукционĕсене пĕчĕкрех потребительсем хутшăнаймаççĕ - укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Эпĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă май, аукционсене район территорийĕнче ирттерессишĕн тата вĕсенче хамăр районта пурăнакансем те хутшăнма пултарччăр тесе тăрăшатăп.
- Вăрман, паллă ĕнтĕ, сывлăх çăлкуçĕ те шутланать. Районта халăх сывлăхне сыхлас ĕçе мĕнлерех йĕркеленĕ-ха? Реорганизаци ĕçĕсем чăрмав кỹмеççĕ-и?
- Реорганизаци пире те пырса перĕнчĕ - васкавлă пулăшу станцине Патăрьел район больниципе пĕрлештерчĕç. Ытти енĕпе Шăмăршăри тĕп больница унчченхи пекех ĕçлесе пырать. Сменăра 450 çынна йышăнма пултаракан поликлиника, хĕрарăмсен консультацийĕ, стационарĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле врач практикин 5 уйрăмĕ район çыннисене малтанхи пулăшу парать. Электрон регистратури ĕçлет.
Иртнĕ çул Патирек ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Тата тепĕр ФАП кирлĕ, çак ыйтупа правительствăна çырупа тухрăмăр. Кăçал район больницин ача-пăча уйрăмĕн çивиттине тĕпрен юсанă, инфекци уйрăмĕн чỹречисене улăштарма палăртрăмăр. «Земство тухтăрĕ» программăпа района 8 специалист килчĕ, çапах та ку сахал-ха.
- Юлашки икĕ çул хушшинче пурăнмалли çурт-йĕр сахалрах тума пуçланине йышăнмаллах. Сирĕн районта çак ĕç мĕнлерех пырать?
- Пĕлтĕр 9 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута ятăмăр. Тĕпрен илсен, харпăр-хăй вăйĕпе тунă çуртсем. Тăлăх ачасене икĕ çĕнĕ хваттерпе тивĕçтертĕмĕр. Пирĕн авариллĕ çурт-йĕр ыйтăвĕпе проблема çук - 2012 çулччен пурне те çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ.
Ку сферăри пĕртен-пĕр пысăк ыйту - нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр-хăй хутса ăшăтасси çине куçарасси. Иртнĕ çул икĕ çурта уйрăммăн хутса ăшăтасси çине куçарнă, виççĕмĕш çурт валли модульлĕ котельнăй тунă. Кăçал тата тăватă çурта уйрăммăн хутса ăшăтасси çине куçармалла.
Урамсене çутатса тăнă çĕрте те перекетлеме тăрăшатпăр. Районти кашни ялтах кивĕ лампăсене энергие перекетлекен лампăсемпе улăштартăмăр. Ку ĕç 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта 330 пин тенкĕ перекетлеме май пачĕ.
Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа - хваттер хакĕн 70 проценчĕ таран субсиди тỹлесси - малалла пурнăçланать. Иртнĕ çул çак программăпа 12 çемье усă курчĕ. Кăçал тепĕр 7 çамрăк çемье пулăшу илĕ.
- Владимир Васильевич, район администрацийĕн пуçлăхĕн тĕп задачисенчен пĕри – инвестицисене явăçтарасси. Муниципал бюджечĕн укçи-тенкипе çеç темех тăваймăн. Эсир çак проблемăна мĕнлерех татса паратăр?
- Çапла, ку задача çăмăл мар, анчах та питех те кирлĕскер. Пирĕн район, Тутарстанпа тата Ульяновск облаçĕпе кỹршĕллĕ пулнă май, инвесторсене явăçтарас ыйтусене ăнăçлăрах татса парать. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи пĕр пысăк компани Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн территорине аталанма пулăшать. Аукцион урлă çĕр илчĕç те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Иртнĕ çул 2 пин гектар çĕре пусăçаврăнăшне кĕртрĕç, çуррине кĕр тыррисем акса хăварчĕç. Компанин хальхи ыйтусене тивĕçтерекен хăватлă техника, ăста кадрсем çителĕклĕ. Ял çыннисене те ĕçпе тивĕçтерет.
Инвесторсем пирĕн пата килни мана савăнтарать. Паян ирхине кăна-ха тепĕр инвестор шăнкăравларĕ - 200 гектар çĕр ыйтать...
- Ку - питех те лайăх паллă. Сире çак канăçсăр ĕçре ăнăçу çеç сунмалли юлать.
- Тавах.
В.ИВАНОВ калаçнă.