Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вылямалли площадка - ачасен савăнăçĕ

02 июня 2017 г.

Вылямалли площадка - ачасен савăнăçĕ

Шăмăршăра пурăнакан вун-вун ачашăн июнĕн 1-мĕшĕ чăн-чăн савăнăç пулса тăчĕ. Ачасене хỹтĕлемелли кун Культура Керменĕ çумĕнчи паркра ача-пăча вылямалли площадка уçăлчĕ.

Ăна савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н. Ендиеров тата Шăмăршăри Культура Керменĕн директорĕ В. Львова уçрĕç. Çуллахи каникул пуçланнă ятпа ачасене саламласа канăва усăллă ирттерме лайăх кăмăл сунчĕç. Ача-пăча площадки вара ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те вăхăта усăллă ирттермелли кану вырăнĕ пултăр. Паллах, ăна тирпейлĕ пăхса тăрасси çинчен те манмалла мар. 

Ашшĕ-амăшĕ те ачасене валли çакăн пек пушă вăхăта усăллă ирттерме майсем туса панăшăн ертỹçĕсене тав сăмахĕ каларĕç. «Эпир Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, кунтах пурăнатпăр. Хамăр тăван тăрăха чунтан юрататпăр. Ачасемпе кунта халĕ час-часах килĕпĕр. Вĕсем çине тимлĕх уйăрнăшăн, канма условисем туса панăшăн район администрацийĕн пуçлăхне чунтанах тав тăватпăр», _ терĕ савăнăçлă ашшĕ-амăшĕ.

 Çакăн пек ачасене выляса савăнмалли площадкăсене çитес вăхăтрах Шăмăршăри Октябре 50 çул, Космовский тата Ленин урамĕсенче уçма палăртнă.

 Уяв Культура Керменĕнче ачасен юрри-ташшипе малалла тăсăлчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика