Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилнисене асăнар - чыслă та тирпейлĕ пулар

02 июня 2017 г.

ЫРАН - масар çине çитсе пурнăçран уйрăлса кайнисене асăнмалли кун. Ку - пиртен тухнă йăла мар, авалтан пыраканскер. Çимĕк умĕнхи ратиттĕл кунĕнче тăван ялтан аякра пурăнакансем те хăйсен вилнĕ тăванĕсене асăнма килеççĕ. Ваттисем каланă тăрăх, çак кун масар çине килсе асăнмасан хăвăн çывăх çыннусемшĕн кайран хуйхă пулма пултарать имĕш. Те тĕрĕс ку, те тĕрĕс мар, анчах ырă йăлана малалла тăсасчĕ.

Астăватăп-ха, эпир ача чухне çимĕк ратиттĕлĕнче масар çине асăнма каякансене партипе совет органĕсем хытă сивлетчĕç, енчен те çемье пуçĕ коммунист та пулсан пухура выговор пама та пултарнă.

Михаил Горбачев генсекăн «типĕ саккунне» манайăн-и тата? Масар хапхи умĕнче тăракан милиционерсем сумккасене тĕрĕслесе эрех-сăмакуна турта-турта илни сахал пулнă-и? 

Чеерех çынсем кун пек чухне те аптăраман: масар çине ирпе ирех, милиционерсем çитичченех кĕнĕ те, хăватлă шĕвеке хĕрессем хушшине пытарса хунă. Хапха умĕнче часовой пек тăракан йĕрке хуралçисем тĕлĕннĕ тет вара: сумккисенче ĕçмелли çукчĕ-çке, хăйсем вара масар çинчен сулкалана-сулкалана тухаççĕ. «Шăрăх пуснă», - çакăн пек пĕтĕмлетỹ тунă ĕнтĕ «пысăк яваплă» хуралта тăра- кансем.

 Типĕ саккуна пăрахăçланă, каярахпа вара партипе совет органĕсем те пĕтнĕ хыççăн çимĕк ратиттĕлĕ ĕçкĕ-çикĕ уявне çаврăнма тытăнчĕ. Вилнисене асăнса пĕр-икĕ черкке пушатнипе çеç çырлахмастпăр, теприсем ури утайми пуличченех ĕçсе лартаççĕ.

Икĕ-виçĕ çул каялла пĕр çамрăк арçын Шăмăршă масарĕнче ỹсĕрле çĕр каçнине тăванĕсем кула-кула аса илеççĕ. Хăйсем те ỹсĕр пулнă пуль çав, урă çынсем юлташне хĕрессем хушшинче пăрахса хăвармĕччĕç...

 Масар çинче юрлакансемпе ташлакансем те курăнкалама тытăнчĕç, малашне тата мĕн патне çитсе ỹкĕпĕр-ши? Çынсем умĕнче намăсланма пĕлместпĕр пулсан, вилнисене хисеплесчĕ хăть. Асатте-асанне, атте-анне ятне ярар мар, хамăр чыса упрар. Çамрăксем начар ĕç тума пăхаççĕ пулсан çийĕнчех асăрхаттарар, масар клуб е ресторан маррине, кунта çав тери тирпейлĕ пулмаллине пурин те пĕлсе тăмалла. 

Сăнаса пăхар-ха çулталăк хушшинче унта та кунта çĕкленнĕ çĕнĕ вилтăприсем çине: çап-çамрăк çынсем пурнăçран уйрăлса кайни чĕрене ыраттармасть-и? Ним пытармалли те çук, чылайăшĕ ĕçкĕ-çикĕре чарак мĕнне пĕлменнипех ытла та çамрăкла вилнĕ. 

МĔН ТЕРИ илемлĕ вĕт-ха вăл, пурнăç тени! Садсем - чечекре, шăпчăк юрри чун-чĕрене хавхалану кỹрет. Ача-пăча сасси кăмăла çĕклет... 

Çак илемпе савăнса та ырă курса пурăнмалла пирĕн, тăванăмăрсем. Сывлăха упрамалла, пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе пурăнмалла. Масар çинче ватăлса вилнисен тăприсене çеç таптамалла пултăр, çамрăк çынсем çутă ĕмĕтпе, илемлĕхе юратса пурнăçа çĕнетсе те хитрелетсе пыччăр. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика