Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта тирпейлĕ - унта илемлĕ

06 июня 2017 г.

Ăçта тирпейлĕ - унта илемлĕ

КАШНИ çулах, Акатуй умĕн, районта «Чи тирпейлĕ ял тăрăхĕ», «Чи илемлĕ урам», «Чи илĕртỹллĕ организаципе учреждени территорийĕ», «Чи лайăх килти хуçалăх» конкурссене пĕтĕмлетеççĕ. Иртнĕ эрнекун комисси ял-ял тăрăх çỹресе ăçта мĕнле ĕçленине тишкерỹллĕ куçпа пăхса çаврăнчĕ, тирпей-илемшĕн тăрăшакансене ăшă сăмахпа хавхалантарнисĕр пуçне Акатуйра ятарласах чыслассине те пĕлтерчĕ.

1. Комисси килет те каять...

 - Эпир комиссие кăтартассишĕн мар, яланах тирпейпе илем пултăр тесе ĕçлетпĕр, - терĕ Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Угарин. Валерий Васильевич тин çеç-ха Пăчăрлă Пашьелĕнчи Мичурин урамĕнче пулнă, ял çыннисемпе тасалăх пирки тепĕр хут хĕрỹ калаçнă.

 - Ял тăрăхĕн администрацийĕ кăçал ятарласах косилка туянчĕ, - каласа парать Валерий Угарин. - Халĕ эпир çава йăтса çỹрессинчен хăтăлтăмăр: çул аяккине, çырма-çатра хĕррине косилкăпа çулатпăр. Куратăр-и, епле илемлĕ ял йĕри-таврашĕ! Урамсенчи электричество юписемпе йывăçсене шуратса тухни те кăмăла çĕклерĕ. Кун пеккине кашни ялтах кураймăн. 

Ял тăрăхĕн администрацийĕ йăлари çỹп-çапа турттарса тăрас тĕлĕшпе «ПрофЭко» ОООпа килĕшỹ тунă. Графикпе килĕшỹллĕн, çак организаци михĕсене тултарнă тасамарлăха свалкăна илсе каять.

 - Виççĕмĕш уйăх ĕнтĕ «ПрофЭко» ООО ĕçĕпе савăнатпăр, - пĕлтерчĕ Валерий Васильевич. - Ытти хăшпĕр ялта вĕсемпе килĕштерсе ĕçлеменни мана питĕ тĕлĕнтерет: укçине те нумай ыйтмаççĕ вĕт-ха, графике пăсни вара пĕрре те пулман. 

Тăватă-пилĕк çул каялла кăна-ха Пăчăрлă Пашьелпе Асанкассинче пурăнакансем çỹп-çапа çырма-çатра хĕррине тăкса тултарнине аса илтĕм те, хальхипе унчченхи хушшинчи уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт пекех тесе шутларăм. Ял тăрăхĕн администрацийĕ тата депутатсем çине тăрса ĕçленипе, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн сарса янипе саккунсăр свалкăсене пĕтерме пултарнă. 

Куç умĕнчех ялсем хитреленсе те чиперленсе пыраççĕ. Çакă мар-и-ха халăх культурăшăн тăрăшнин ырă палăрăмĕ?

 2. Халăх сурать – кỹлĕ  пулать 

- Район хаçатĕнче «Масар çинче ан кашлатăр вăрман» статьяна вуларăм та, чуна пырса тиврĕ. Чăнах та, масарти армак-чармак йывăçсене касса тасатмаллах. Эпир ку енĕпе ĕçлеттĕмĕр-ха, анчах çителĕксĕртерех. Кăçал вара Хайпăла ялĕнче пурăнакансем ырă пуçару турĕç: субботник хыççăн субботник йĕркелесе масар çинчи хулăн йывăçсене касса тасатрĕç. Çак ялта çуралса ỹснĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Николай Быков ятарласах кран уйăрса пачĕ. Субботник йĕркелесех масар йĕри-тавра тимĕр сеткăран 500 метр тăрăшшĕ карта тытрĕç. Ял старости Александр Тимофеев чунтан тăрăшнине те палăртма ан манăр. 

Эпир Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Аркадий Кузьминпа калаçса тăратпăр. Аркадий Эмирович пире хистесех Хайпăла ялне илсе кайрĕ, кашни урамах кăтартса çỹрерĕ. 

Чăннипех те тирпей-илемшĕн тăрăшаççĕ иккен хайпăласем. Мана уйрăмах часовня çумĕнчи пĕве тата ун йĕри-таврашĕ питĕ килĕшрĕ. Районта кашни ялтах кунти пек илемлĕ кану вырăнĕ пулсанччĕ! 

3. Чечексем, чечексем...

Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче чечек тусĕсем пурăнаççĕ тесен пĕрре те йăнăшмăпăр. Вăтам шкулпа «Василек» ача сачĕнче те, психоневрологи интернатĕнче те хитре чечексем ĕрчетеççĕ. Ял çыннисен килти пĕчĕк пахчисем те - чечек ăшĕнче. 

- Ача-пăча вылямалли площадкăсемпе беседкăсем те тăватпăр, - пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлев. - Пĕр площадкăна вырнаçтартăмăр ĕнтĕ, теприне - район Пухăвĕн депутачĕ Николай Поликарпов тăрăшнипе - Çĕнĕ Тăрăн ачисем валли лартатпăр. 

Ялта виçĕ лесник пурăнать, вĕсем те тирпей-илем ĕçне хастар хутшăнаççĕ иккен. Вăрман çыннисем пĕрер беседка туса лартма сăмах панă.

Çанталăк ăшăтнă май, çырма-çатра хĕррипе çул аяккинче хыт-хура та çĕкленет. Вăхăтра çулса тăмалла, вĕлтĕренпе ытти çумкурăк урама илем кỹмеççех. Ял тăрăхĕн администрацийĕ тирпейлĕх ыйтăвне малашне те куçран вĕçертмĕ тесе шанас килет. 

4. Ỹркенмелле кăна мар

 Комисси Кивĕ Чукал, Чукал, Васан, Анат Чаткас, Палтиел, Шăмăршă ял тăрăхĕсенче те хăш-пĕр ырă палăрăмсене асăрхарĕ. 

Кивĕ Чукалта кăçал çул-йĕр ытларах тума тăрăшни, Чукалта пурăнакансем çурт умĕсенче тирпей-илем кирлине ăнланса илни кăмăла çĕклерĕ. Çу кунĕсенче вут-кăвар тухасран сыхă тăрас тĕлĕшпе те ăнлантару ĕçне анлăн туса пыраççĕ.

 - Тирпейлĕ пурăнни хамăршăнах лайăх вĕт-ха, - терĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Чугунов. - Ялта никам та пурăнман пушă çуртсем нумай, вĕсен умĕсенчи хыт-хурана çулсах тăмалла. Шел, хулара пурăнакансем тăван ял илемĕшĕн тăрăшни сисĕнсех каймасть. Çакна масар çинче тирпей тунă чухне те туйрăмăр. Тăван ял патриочĕсем ытларах пулсан, пурнăç та илемлĕрех пулĕччĕ. 

Ял-ял тăрăх çỹренĕ чухне çитменлĕхсене те асăрхарăмăр, вĕсем сахал та мар. Ку - уйрăм калаçу. Тирпей-илем темине редакци Экологи çулталăкĕнче тăтăшах хускатса тăрĕ. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика