Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чаплă çуртра, хăтлă пỹлĕмсенче…

06 июня 2017 г.

Чаплă çуртра, хăтлă пỹлĕмсенче…

«Шăмăршăр и халăха социаллă пулăшу паракан центр» бюджет учрежденийĕн икĕ хутлă çурчĕ таçтанах илемлĕн курăнать. Унăн йĕри-таврашĕ те - хитре, тирпейлĕ. Эпир, çак çуртăн стационар уйрăмĕнче пурăнакансем, хальхи вăхăтра час-часах капăр çурт умĕнчи саксем çине тухса ларатпăр, пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçатпăр, клумбăри чечексен ырă шăршипе киленетпĕр. 

Пысăк çуртра - çутă, ăшă та тирпейлĕ. Пур çĕрте те хăтлăх хуçаланать. 

Стационар уйрăмĕнче эпир, инвалидсемпе пĕччен ватăсем, пурĕ 23-ĕн пурăнатпăр. Çак шутран 12-шĕ - хĕрарăмсем, 11-шĕ - арçынсем. Учреждени ĕçченĕсем пирĕнпе яланах тимлĕ, пуринпе те кăмăллăн калаçаççĕ. Центр директорĕ Андрей Вазанов коллектив ĕç-хĕлне професси ăсталăхĕпе йĕркелесе пырать. Стационарта пурăнакансен уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Димитриева та инвалидсемпе пĕччен ватăсем лайăх условисенче пурăнччăр тесе нумай тăрăшать. 

Стационарти пỹлĕмсенче икшер çын пурăнать. Кашни пỹлĕмре - тумбăллă сĕтел, тумбочкăсем, йывăç краватьсем, шифоньерсем (кашнийĕн - уйрăм), кавирсем. Чỹрече çинче хитре чечексем ешереççĕ. Пỹлĕме кĕрес умĕн - çиелти тумтире хывса çакмалли çỹлĕксем. Кунтах, сулахай енче, пĕчĕк пỹлĕм. Унта - умывальник, душ, туалет. Ăшă шывпа талăкĕпех усă курма пулать. Кĕскен каласан, пурăнмалли условисем - хулари хăтлă хваттерти евĕрлех. 

Социаллă работницăсем - пирĕн пĕрремĕш пулăшуçăсем. Анна Юртаева, Зинаида Кодзокова, Надежда Угарина, Фериде Тухветуллова, Рамзие Фахрутдинова тата Татьяна Чемерова пире тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăраççĕ. Пĕрлех çуртри тирпей-илемшĕн те тăрăшаççĕ. 

Стационарта пурăнакансем кунне тăватă хут апатланаççĕ. Районти тĕп больница столовăйĕнчен кỹрсе килекен апата ватăсемпе инвалидсем кашнийĕнчех юратса çиеççĕ. Апат пахалăхĕ пурне те туллин тивĕçтерет. Кухня ĕçченĕ Елена Востокова стационарта пурăнакансене яланах палăртнă вăхăтра апатлантарма тăрăшать. 

Центрта тренажер пỹлĕмĕ те пур. Кăмăл тăвакансем кунта сывлăха çирĕплетме пултараççĕ. Стационарта пурăнакансем творчество мастерскойне çỹреме те кăмăллаççĕ. Унта Ольга Петькова специалист пире тĕрлĕ енлĕ алĕç ăсталăхне хăнăхтарать. Кунтах алĕç япалисен яланхи выставкине те йĕркеленĕ. 

Центрта компьютерпа ĕçлеме хăнăхма та май пур. Кăмăл пулсан, стационар ĕçченĕсем ватăсемпе инвалидсене хăйсен тăванĕсемпе скайп урлă калаçассине те йĕркелеме пултараççĕ. 

Сывлăха тĕрĕслесе тăрассине центрта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Екатерина Мандрюкова врач тата Алевтина Филиппова медсестра стационарта пурăнакансем патне тăтăшах çитеççĕ, кирлĕ пулсан çийĕнчех тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ. 

Эпир, стационарта пурăнакансем, пирĕн валли килти евĕр лайăх условисем туса панăшăн центр ĕçченĕсене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр. Паллах, районти инвалидсемпе пĕччен ватăсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, çакнашкал хăтлă çурт туса панăшăн Чăваш Республикин ертỹçисем тата район администрацийĕ те тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. 

Р.МАЗЮКИНА , Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центрти стационарта пурăнакан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика