09 июня 2017 г.
ПĔРЛЕ пухăнса савăннине мĕн çиттĕр? Паллах, нимĕн те. Иртнĕ шăматкун Васанта пулса иртнĕ уяв та çакна лайăх çирĕплетрĕ. Хăйне майлă Акатуй пекех пулчĕ вăл.
Уява ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин уçрĕ, ялсен хастарĕсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов сăмах илчĕ.
_ Ырă йăла-йĕрке вăй илсе пыни чăннипех савăнтарать, _ терĕ вăл. _ Ялсенче пурăнакансен хавхаланăвĕпе активлăхĕ те ỹссех пырать.
Тĕрĕссине калать Владимир Васильевич: ял-йыш хастарлăхĕ савăнтарать!
Уявра тĕрлĕ çĕртен килнĕ хисеплĕ хăнасем те сахал марччĕ, вĕсен саламĕсене итлеме те кăмăллă пулчĕ.Тăван тăрăх, хамăр çуралса ỹснĕ тавралăх пуриншĕн те яланах çывăх, хăй патнех туртать. Нумай çыншăн пурнăç çулĕ шăпах ялсенчен пуçланнă. Васан ял тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсем сахал-и вара?
Тĕрлĕ çĕртен килнĕ ентешсен те пĕр-пĕринпе калаçмалли сахал мар пулчĕ _ пĕр-пĕрне кашни кунах кураймастпăр вĕт.
Пĕрлехи савăнăçлă уяв каçченех тăсăлчĕ. Унта, юрă-ташăсăр пуçне, спорт ăмăртăвĕсем те питĕ çивĕч иртрĕç, ялсенчи спортсменсем тĕрлĕ вăйăсенче тупăшрĕç. Савăнăçлă ял уявĕ техĕмлĕ шỹрпе тутаннипе вĕçленчĕ.
Г.ЛАРШНИКОВ.