14 июня 2017 г.
АКАТУЙ... Мĕн ĕмĕртен хресчен çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн йышпа уяв тунă, савăнса-кулса, юрласа-ташласа, вăй-хал виçсе чун йăпанăçне тупнă. Ĕлĕкхипе танлаштарсан, хальхи Акатуй нумай уйрăлса тăрать. Апла пулин те тĕллевĕ упранса юлнă: акара - авăн, уявра - савăн!
Иккĕмĕш çул ĕнтĕ районти тĕп Акатуй Шăмăршăри ипподромра иртрĕ. Ĕмĕрĕпех вăрманти уява хăнăхнăран-ши, хăшĕ-пĕри кăштах кăмăлсăрланни те сисĕнчĕ пуль: шăпчăк юррине хирти тăри юррипе улăштармалла-и?
Çапах та халăхăн питĕ пысăк пайĕ район администрацийĕн йышăнăвне чунтан ырласа кĕтсе илчĕ. Халĕ унчченхи пек унталла та кунталла чупмалла мар (концерт илтес тесе, лашасен ăмăртăвне кураймастăмăр вĕт!), пурте пĕр вырăнта. Уявăнхисеплĕ хăни, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, хальхи вăхăтра Америкăра пурăнакан ентешĕмĕр Валерий Лукьянов каланă пек: Шăмăршă Акатуйĕ - чаплăран та чаплă театр пекех! Америкăра кун пеккине курма çук: унта уявсем те пĕчĕк, пĕр харăсах виçĕ-тăватă халăх юрри-кĕвви янăранине, виçĕ-тăватă наци çыннисем алла-аллăн тытăнса вăйă картинче çаврăннине тĕл пулаймăн.
АКАТУЙ... Ипподрома ирпе-ирех çитрĕмĕр пулин те, пиртен малтан килнисем те пур иккен. Акă, ем-ешĕл çерем çинче речĕпех суту-илỹ чатăрĕсем вырнаçса тухнă. Сăмсана тутлă шашлăк шăрши кăтăклать, йĕс сăмаварсенче чей вĕрет, ĕçчен чĕкеç пек çамрăк пикесем-сутуçăсем йăл! та йăл! кулса Акатуй хăнисене кĕтсе илеççĕ...
Районти кашни ял тăрăхĕ хăна çурчĕсем туса лартни юмахри илемлĕ яла аса илтерет. Ах, мĕнле кăна ĕлкĕрнĕ-ши çак çуртсене к а п ă р л а т м а - и л е м л е т м е , наци сăн-сăпатне кĕртме? Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те, илемлĕ пултарулăх коллективне çỹрекенсем те ларса канма пĕлмен ĕнтĕ. Пурте тав сăмахне тивĕç: маттур, тăванăмăрсем, Шăмăршă тăрăхĕн ятне-чапне çĕкленĕшĕн - чыс та хисеп!
Уявăн тĕп мероприятийĕсем пуçланиччен хăна çурчĕсемпе вун-вун аттракциона, стендсене курса çỹрерĕмĕр, халăх ăсталăхне курса чунтан савăнтăмăр. Акă, Кахăрлă Шăхалĕнчи ылтăн алăллă арçын Юрий Осипов йывăçран «патша тенкелĕсем» ăсталанă. Йывăçран касса тунă шахмат фигурисем те куçа илĕртеççĕ. Лар та «патша тенкелĕ» çине, выля пысăк фигурăсене куçара-куçара. Ăстаçă çакăншăн савăнса çеç тăрать.
Чăвашăн çĕр пин тĕрĕ теççĕ. Тупата, Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакан тĕрĕçĕсем те чăваш ятне çĕклеççех! Хăна çурчĕсем те куçа илĕртекен тĕрĕсемпе тулса ларнă.
Халăх ушкăнăн-ушкăнăн Акатуйăн тĕп сцени патнелле утма тытăнчĕ. Кунтапурне те юрăпа та ташăпа кĕтсе илеççĕ, вăйă карти çаврăнать те çаврăнать. Ватти, çамрăкки, ача-пăча юрлать те ташлать, сăвă калать.
Уява пуçлама та вăхăт çитрĕ. Акатуй сцени çине хаклă хăнасем хăпараççĕ. Халăх район пуçлăхне Менир Хамдеева, район администрацийĕн пуçлăхне Владимир Денисова, Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместительне Владимир Кузюкова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Кирилл Ермолаева, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи старейшинăсен Канашĕн членне Валерий Фадеева, Улатăр-Пăрачкав епархийĕн IV округĕн благочиннăйне, Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ чиркỹ настоятельне Николай Чувашова алă çупса кĕтсе илчĕ.
Акатуя чаплă лару-тăрура уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов пурне те уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, ака-суха ĕçĕсене район çỹллĕ шайра ирттерни çинчен тулли кăмăлпа пĕлтерчĕ. Владимир Васильевич район аталанса пынине, экономикăпа социаллă пурнăçра ырă улшăнусем нумайланнине пĕлтерчĕ, районăн ĕçчен те пултаруллă çыннисене чĕререн тав турĕ.
Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Владимир Кузюков Шăмăршă районĕнче пурăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Акатуй ячĕпе янă салам сăмахĕсене вуласа панине уява килнисем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Акатуй халăхне çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев тата ытти хăнасем те ăшшăн саламларĕç, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырă сунчĕç.
Хумхануллă самант - ĕçре малта пыракансене Грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе чыслани. Районти куçса çỹрекен Кубокпа кăçал «Чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕ» ята тивĕçнĕ «Колос» ОООна тата «Чи лайăх хресчен (фермер) хуçалăхĕ» ята çĕнсе илнĕ Олег Хлюкин фермера чыс-хисеп турĕç. Çураки паттăрне - «Искра» СХПК трак- тористне Виталий Федорова - çĕр ĕçченĕсем савăнăçлăн «ур-ра!» кăшкăрса саламлани ăçтан манăçĕ-ха?
Ĕçре чапа тухнисене çеç мар, районти тĕрлĕ конкурсра çĕнтернисене те, илемлĕ пултарулăх коллективĕсене те халăх умĕнче чысларĕç.
Уява илемлĕ пултарулăх коллективĕсен пысăк гала-концерчĕ - чи маттур юрăçсемпе ташăçăсен пултарулăхĕ - нихçан манăçми чап кỹчĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасем те - ача-пăча «Эревет» халăх ансамблĕ (ертỹçи - пирĕн ентеш Сергей Федотов), Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ - Акатуй халăхне пысăкран та пысăк савăнăç парнелерĕç.
14 çул тултарнă 8 çамрăка - Алексей Богатнова, Кирилл Русские, Полина Семенована, Анастасия Семенована, Антонина Сергеевана, Татьяна Саманинана, Светлана Саманинана, Ольга Пашкинана - Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетекен паспортсем пани те асран тухмĕ.
Спорт ăмăртăвĕсене курмасăр епле чăтăн-ха? Ирĕклĕ майпа кĕрешсе, кире пуканĕ йăтса, волейбол тата мини-футбол вăййисенче, вĕрен туртса, çăмăл атлетсен кросне чупса тата ытти енĕпе те ăмăртрĕç спорта юратакансем.
Ирĕклĕ майпа кĕрешсе «Акатуй паттăрĕ - 2017» ята Денис Архандеев çĕнсе илчĕ. Денис - Ульяновск облаçĕнчи Нагаткин ялĕнчи водитель. Унăн амăшĕ пирĕн районти Пуянкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ иккен. Апла Акатуй паттăрне хамăрăн ентеш теме те пулать.
Кĕрешекенсен ăмăртăвне курнă май, эпĕ СССР спорт мастерĕпе, Палтиел ялĕнче пурăнакан Миназим Атнагулловпа калаçу пуçартăм.
- Куратăр-и, паян эпир вĕр-çĕнĕ кавир çинче ăмăртатпăр, - савăнăçне пытармасть спорт ветеранĕ. - Çак кавире пире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ятарласа парнелерĕ. Районти кĕрешỹçĕсен ятĕнчен Михаил Васильевича чĕререн тав тăватăп.
Акатуй паттăрне така парнеленĕ çĕре район пуçлăхĕ Менир Хамдеевпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов та хутшăнчĕç. Ара, мĕнле арçын пĕчĕк чухне çерем çинче кĕрешмен-ха? Шел, хальхи ачасем спортăн çак тĕсне компьютер вăййисемпе улăштарма тăрăшни хытă шухăшлаттарать. Нивушлĕ Шăмăршă тăрăхĕнчен текех Акатуй паттăрĕсем тухаймĕç? Çак ыйтăва эпĕ районти физкультура учителĕсене çеç мар, ачасен ашшĕ-амăшне те парасшăн.
Ытти çулсемпе танлаштарсан, кăçал лаша спорчĕн ăмăртăвне те чаплă иртрĕ теме çук. Районта юлашки 10-15 çул хушшинче лаша ĕрчетес тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлени, çак выльăх пĕтсе пыни, унчченхи ертỹçĕсем лашана Хĕрлĕ кĕнекене кĕртме шутлани çинчен «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат пĕрре çеç çырман. Акă, «вĕçне» çитсе те тăтăмăр: унччен республикăри тата кỹршĕ облаçĕнчи кашни ăмăртурах малти вырăнсене йышăннă Шăмăршă урхамахĕсем халĕ аса илмелĕх çеç юлчĕç. Шел, питех те шел...
Çапах та, тĕпрен илсен, Акатуй лайăх иртрĕ темелле.
Йĕркене пăсмасăр, юрласа та ташласа, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса ирттерсе ятăмăр халăхăмăрăн илемлĕ уявне. Оргкомитет Акатуя йĕркелесе ирттерме пулăшнă яваплă çынсене, спонсорсене çакăн пек хаваслă уявшăн чĕререн тав тăвать.
Ив. САЛАНДАЕВ.