16 июня 2017 г.
СЫВЛĂХ - çыншăн чи хакли. Анчах та ытларах чухне хăшĕ-пĕри çакăн çинчен мансах каять. Тепри вара сывлăхне упрас тата сипленес тесе тỹрех больницăна чупать. Кунта вĕсене пуян опыт пухнă медицина ĕçченĕсем вара вăхăтра пулăшу пама пултараççĕ.
Пуян опыт пухнă медицина ĕçченĕсем шутĕнче эсир сăнỹкерчĕкре куракан - Шăмăршăри тĕп больницăра вăй хуракан пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн терапевт-тухтăрĕ, çавăн пекех вăл УЗИ тухтăрĕ Екате- рина Николаевна Мандрюкова тата пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн медицина сестри Алевтина Анатольевна Филиппова. Хăйсем суйласа илнĕ çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçре ответлăха туйса ĕçлесе пыраççĕ вĕсем.
Екатерина Николаевна аслă пĕлỹллĕ, тăрăшуллă, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлсе тăвакан специалист. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универститечĕн медицина факультетне вĕренсе пĕтернĕренпех вăй хурать сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче. Пĕтĕмĕшле медицинăри ĕç опычĕ вара унăн - 20 çул. Шăмăршăри тĕп больницăра 2004 çултанпа тăрăшать. Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипех пурнăçласа пырать.
Унăн çумĕнче медицина сестри пулса ĕçлекен Алевтина Анатольевнăн ĕçри стажĕ - 33 çул. Ăна районта пĕлмен çын та çук пулĕ. 1984 çулта Шупашкарти медицина колледжне вĕренсе пĕтернĕренпех çынсен сывлăхне упрас тесе вăй хурать пултаруллă медсестра. Чирлисене ăшă кулăпа кĕтсе илсе сывлăх сунса ăсатса ярать.
Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем! Эсир çынсене сывлăха упрама вĕрентетĕр, чирлĕ çынсене сывалма пулăшатăр. Мĕн чухлĕ тимлĕх, чăтăмлăх, сăпайлăх кирлĕ çакăн валли. Эсир эмелпе кăна мар, çепĕç чĕлхĕрпе те сиплетĕр: кашнин валли ăшă сăмах тупăнать сирĕн, чуна йывăр вăхăтра лăплантарма пултаратăр, çынсене шанăç паратăр. Тавах сире çакăншăн!
Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене те çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, тулăх пурнăç, телей, ăнăçу сунатпăр!
Н.ИЛЬИНА.