16 июня 2017 г.
ИРТНĔ ĕмĕрĕн тăхăрвун пĕрремĕш-тăхăрвун иккĕмĕш çулĕсенче ял çыннисене çĕр лаптăкĕсем уйăрса пачĕç: тархасшăн, çĕрулми çитĕнтерĕр е ытти пахчаçимĕç акса-лартса ỹстерĕр! Патшалăх сире чи хаклă пурлăхпа - çĕрпе - тивĕçтерет.
Эх, кĕшĕлтетме пуçларĕ вара халăх! Шăмăршăра та, топсбыт çывăхĕнчи уйра, кам ыйтакана пурне те çĕр уйăра-уйăра пачĕç. Пурте 10 е 15 сотăй çинче çĕрулми çитĕнтерме тытăнчĕç. Пулăхлă çĕр тухăçне те аванах пачĕ.
Каярахпа газ участокĕ çывăхĕнче те çĕр пайĕсене валеçрĕç: ĕçле кăна, ан ỹркен, çĕрулмисĕр лармăн ỹлĕмрен!
Çапла темиçе çул иртрĕ. Район центрĕнче пурăнакансем темле сăлтавпа е пĕрсăлтавсăрах çĕртен сивĕнсе пычĕç. Çĕр илнипе кăна мар, ĕçлемелле те вĕт: лартмалла, çумкурăкран тасатмалла, кăпкалат- малла, колорадо нăррипе кĕрешмелле...
Мĕншĕн нушаланмалла, укçу пур-тăк ут лавкканалла. «Магнитра», акă, хĕлĕн-çăвĕн çĕрулми сутаççĕ, ытти пахчаçимĕç те тем чухлех. Хакĕ пысăк та ĕнтĕ, çиес килсен туянатăнах. Тата хими имçамĕпе ỹстернĕ çимĕçрен темле лайăх мар шăршă кĕни те хăратаймасть çынсене. Сиенĕ тỹрех мар, каярахпа палăрать, çын халĕччен пĕлмен чир-чĕрпе асапланма тытăнать.
Мĕншĕн аса илтĕм-ха çакна? Иртнĕ кунсенче çеç Анат Чаткасра пулма тиврĕ те, ял халăхĕ çĕртен писни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Ял çумĕнче, Патирек колхозĕпе чикĕленекен вырăнта, темиçе çул каялла çĕрулми лартатчĕç, выльăх-чĕрлĕх валли нумай çул ỹсекен курăксем акатчĕç. Халĕ кунта мăянпа пиçен çеç кашласа ỹсеççĕ. Çĕр никама та кирлĕ мар, ял çыннисем вун-вун гектар акăнмасан та пăшăрханмаççĕ.
Çакăн пек тĕслĕх Шăмăршăра пулнинчен никам та тĕлĕнмĕччĕ: район центрĕ хулалла - лавкка çине кăна шанса - пурăнма хăнăхнă. Унччен пĕр метр çĕре те акмасăр хăварман, хирти электричество юписен тĕпĕсене те кĕреçепе чавса тырă акнă Чаткас халăхĕпе мĕн пулчĕ-ши?
Ялта темиçе фермер пур-ха, анчах вĕсем мĕнпур çĕре сухалама-акма вăй çитереймеççĕ. Тата «Восход» хуçалăх та «хăйттик-хăйттик» çеç сывлать. Çĕр юхăнать, сухаланман вырăнсенче çамрăк вăрман çитĕнет. Çакна курсан, ватă çынсем чĕре ыратни çинчен пĕлтереççĕ. Пирĕн аттесемпе асаттесем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çак çĕре тăшмана парас мар тесе юн юхтарнă, хăшĕсем вара паттăрла вилнĕ. Паян эпир нимĕнле вăрçăсăрах çĕр лаптăкĕсене пăраха-пăраха хăваратпăр, унччен ылтăн тырă кашланă вырăнта халĕ хыт-хура çитĕннине курма хăнăхса кайрăмăр.
Асанкасси ялĕнче пурăнакансем вара хăйсене уйăрса панă лаптăксене пăрахман - кунта акăнман çĕр пачах та çук. Çакнах Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсем пирки те каламалла. Ялта пушă çĕр юлманнипе, пĕр фермер Патăрьел районĕнче тырпул çитĕнтерет. Тепри Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ çывăхĕнчи çĕре арендăна илнĕ. Çынсем ĕçлесшĕн, çĕр пире тăрантарнине ăнланаççĕ.
Çакăн пек тĕслĕхе Виçпỹрт Шăмăршăра та, Пăчăрлă Пашьелĕнче те, Чукалта та тем пек курасчĕ. Акăнман çĕрсем яла пĕрре те илемлетмеççĕ. Халăхăн ырă ятне те çĕклемеççĕ.
Çĕршыври паллă çĕр ĕçченĕ Терентий Мальцев академик çапла çырнă: «Çĕр вăл _ пирĕн чыс. Чыса упраман çын _ ниçта юрăхсăр. Çĕр çинче ĕçлеме юратман ял çыннине манăн роботпа танлаштарас килет. Вăл нимĕн çинчен те шухăшламасть, нимĕншĕн те хуйхăрмасть, унăн чунĕ те, юнĕ те çук пек туйăнать...»
Ив. САЛАНДАЕВ.